Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар

Тỹскелĕнче пурăнакан Раиса Ивановна Шашкова чир-чĕр аптăратнине туйман пулсан ватлăх куçран пăхнăшăн кулянман та пулĕччĕ. Мăшăрĕ Ардалион Абрамович пурнăçран уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те, ватлăхри кичемлĕхпе тунсăха вăл туйсах та каймасть. Мĕншĕн тесен унăн икĕ ывăлĕпе хĕрĕ тата пилĕк мăнукĕ хăйсен çемйисемпе Тỹскелĕнчех пурăнаççĕ. Çапла майпа вĕсем хальхи вăхăтра пĕччен пурăнакан ватă çынна самантлăха та куçран вĕçертмеççĕ, тăтăшах ун патĕнче пулаççĕ, тĕрлĕ ĕç тума пулăшаççĕ. Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă Раиса аппа юлашки вăхăтра урисем хытă сура-сура ыратнине уйрăмах туйма пуçларĕ. - Вăхăт-вăхăтпа урасене хускатаймиех пулатăп, нушаланатăп вара. Кирек мĕнле чир пултăр, ыратнине тỹсме йывăр, - тет вăл. Чир-чĕр никамран та пăрăнса иртмест. Çамрăк чухне канăçа пĕлмесĕр йывăр ĕçре тăрăшни, хуйхă-суйхă тỹсни те сывлăх çине пысăк витĕм кỹрет. Çамрăк чухне пурнăç йывăрлăхĕн паллисене туйсах каймастăн пулсан, ватăлсан вĕсем пурте куç умне тухса тăраççĕ. Раиса Ивановнан кун-çулĕ те çăмăлпа иртмен. Ĕмĕр тăршшĕпех фермăра ĕçленĕ вăл, малтан конюх пулнă, кайран дояркăра тăрăшнă. Çав çулсенче фермăра унпа пĕрле дояркăра ĕçленисем Раиса аппа кашни ĕçе епле хăвăрт та правур пурнăçлама пултарнинчен халĕ те тĕлĕнсе каласа кăтартаççĕ. Пурăнма ỹркенмесен - курма ан ỹркен, теççĕ. Пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ Раиса аппан хуйхи-суйхи те пуç туллиех пулчĕ. Темиçе çул каялла Володя тата Федя ывăлĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Тăван тĕпренчĕкĕсене ĕмĕрлĕхех хăйĕнчен уйăрса яма амăшне мĕн тери йывăр пулнине çакна хăйсем курнисем анчах ăнланма пултараççĕ. Ачисем пулса иртни çинчен амăшĕ умĕнче ытлашши аса илсе калаçма тăрăшмаççĕ пулсан та Раиса аппа хăй варĕнче ỹтлентерсе чун панă ачисене хăй виличчен те асран кăларас çуках. Анне чĕри ачисемшĕн вут-çулăмпа çунать, çавăнпах пулĕ вĕсем хăвăрт та ватăлаççĕ, тĕпренчĕкĕсемшĕн ытла хытă пăшăрханнине пулах вĕсен чирĕсем те тупăнсах тăраççĕ. Раиса Ивановна ачисен, мăнукĕсен ỹсĕм-çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать, вĕсен шухăшĕсене те ырласа йышăнать. Сергей мăнукĕ малашне тĕп килте - аслашшĕпе асламăшĕн, хăйĕн ашшĕ çуралса ỹснĕ çуртра тĕпленсе пурăнма шухăшланине пĕлсен те питĕ савăнчĕ. Хальхи вăхăтра çамрăк çемье вăхăтлăха Шупашкарта пурăнать пулин те ялти çурта анлăлатас шутпа пысăк ĕçсем пуçарса янă. Сăмах май, Раиса аппан 13 мăнук. Мăнукĕсен 8 ачине курма, утьăкка сиктерме те шăпа пỹрнĕ ăна... Сăн ỹкерчĕкре: Раиса Ивановна хăйĕн ачисемпе, куç тулли мăнукĕсемпе пĕрле пуçтарăнсан.


"Елчĕк Ен"
25 августа 2010
00:00
Поделиться