Куçĕ ачанни пек таса
Хунямăшĕпе çирĕм çул шăкăл-шăкăл, килĕштерсе, пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламасăр пурăнса ирттернĕ. Тĕрĕссипе, качча пырсанах чăваш хĕрĕ хăй те ача вырăнĕнчех пулнă-мĕн. Тен, çавăнпа та-и, малтанхи вăхăтра çемьере ача-пăча çукки сисĕнмен те. Çамрăксем тата ялан ĕçленĕ, килте ларма вăхăчĕ те пулман. Хунями çĕре кĕрсен пÿрт тăруках пушанса юлнăн туйăннă. Кунашкал пурнăçа хăнăхман Любăн чĕри лăпкăлăха çухатнă. Ялан ыттисемшĕн тăрăшакан хĕрарăм çулăмсăр çунма тытăннă, уншăн пурнăç тĕллевĕ сÿннĕ. Ача çитмен мăшăра.
1996 çулта районти вĕренÿ пайĕнче ĕçлекен З.Н.Ермолаевăпа пĕрле вĕсем Канашри интерната кайса пăхма шухăшлаççĕ. Пĕр-пĕр тăлăх ачана усрава илес, вĕрентсе çын тăвас тĕллев тытать Люба. «Пирĕн пĕр ача пур, ыттисенчен лайăх енĕпе уйрăлса тăрать, - теççĕ ача çуртĕнче ĕçлекенсем. - Петя - чи лайăх вĕренекенни». Çиччĕмĕш класри арçын ача пĕрре курсах килĕшет. Ун чухне ĕç укçи йĕркеллĕ памаççĕ, кирлине талонпа туянмалла. Пурнăç хĕсĕк темелле. Нимĕн те тытса чараймасть Любăна - вĕсем Петьăна усрава илеççĕ. Вăл кăмăллă кăна мар, калама çук ĕçчен пулни питĕ тĕлĕнтернĕ кил хуçисене. Хула ачи пулсан та пĕр ĕçе те тиркемен: суха пуçне тытнă, утă кĕртнĕ, пахча сухаланă. Петя ял пурнăçне часах хăнăхнă-ха, анчах темшĕн хуланаллах туртăннă. Пурăннăçемĕн хайхи вăрттăнлăхĕ уçăлнă: унăн Шупашкарта тата икĕ шăллĕ, ватă асламăшĕ пур иккен. Вĕсем те Петьăпа пĕрле пурăнасшăн. Ĕнтĕ мĕн тумалла, пĕр тăвансене мĕнле уйăрмаллла?
Пысăк чунлă хĕрарăм вĕсене те йышăнать. Хайхи пĕчĕк шĕвĕрккесем те Любăна «анне» тесе чĕнме тытăнаççĕ. Мĕн каласси пур, кунта аван, ялан ăшă сĕт, улма-çырла, пахча çимĕç, уçă сывлăш. Пурте çителĕклĕ.
Шкултан лайăх вĕренсе тухать Петя, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Студент пурнăçĕ чăрмавсăрах мар паллах, пăшăрханмалли те тупăннă. Телее, Петя тавра яланах ырă çынсем пулнă. Университетра ĕçлекен Эмилия Ивановна Анисимовăна вăл ырăпа аса илет, халĕ те тав сăмахĕ калать.
Любовь Ильиничнăпа Петр Алексеевичăн юратнă ывăлĕ Петр Николаевич Иванов халĕ Елчĕк район администрацийĕнче ĕçлет. Çемьеллĕ, икĕ ачаллă. Пурте пĕрле пурăнаççĕ.
- Петьăна хам çуратса ÿстернĕнех туйăнать, - ывăлĕ çине ăшшăн пăхать Любовь Ильинична. - Кине те, мăнуксене те юрататăп. Шăллĕсем те килсе çÿреççĕ.
- Манăн аттепе анне пек ырă çын тĕнчере урăх çук та пуль, - тет Петр Николаевич. - Вĕсен умĕнче пуç таятăп. Кам пĕлет, темле шăпа килсе тухатчĕ?
Çапла пурăнаççĕ вĕсем. Ячĕсем те ашшĕпе ывăлĕн пĕр пекех, ятарласа шухăшласа кăларнă тейĕн çав. Ашшĕ-амăшĕ халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те Любовь Ильинична лăпкă пурăнаймасть. Акман çĕрсем-уйсем канăç памаççĕ ăна. Таçта та çитсе, халтан кайсах шыраса предпринимательсем тупнă, уйсене сухалаттарнă, вăрлăх актарнă.
Унпа калаçса ларнă чухне акă мĕн асăрхарăм: сăн-пичĕ çуталса тăрать, куçĕ янкăр, тап-таса, ачанни евĕр.