Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăнĕсем хăрушă, йăлисем тискер

 Паянхи пăтрануллă саманара пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, ачасемпе уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулма тивет. Ача урама тухса çỹресе мар, килте ларнă çĕртех усал шухăшлă çынсен серепине лекме пултарать. "Мĕнле майпа-ши?" - тейĕ вулакансенчен чылайăшĕ. Хальхи вăхăтра интернет пулăшнипе тĕрлĕ информаци илет ача. Çав вăхăтрах интернет ывăл-хĕршĕн тăшмана та çаврăнма, вăл пулăшнипе çитĕнекен ăру ăс-тăна хавшатакан, психика çине сиенлĕ витĕм кỹрекен информаципе паллашса усал шухăшлă çынсен аллине кĕрсе ỹкме пултарать. Çавна май вĕсем Раççейре анлă сарăлма пуçланă экстремистла ушкăнсен "тарçисем" пулса тăрас хăрушлăх пысăк. Паянхи кун çĕр-шывра çамрăксен ăс-пуçне арпаштаракан ушкăнсем вăй илсе пыни чăннипех те хăрушă. Готсемпе сатанистсен вăрттăн ушкăнĕсем республикăра та тĕл пулни вăрттăнлăх мар. Камсем-ха вĕсем, йăли-йĕркисем еплерех-ши? Пĕлĕшĕм Çĕнĕ Шупашкар автовокзалĕнче хура куртка тăхăннă, хăй çине йăлтăркка тимĕр япаласемпе сăнчăрсем çакнă, куç хупанкине хура кăранташпа йĕрленĕ, çăнăх евĕр шурă питлĕ, йăм хура та вăрăм çỹçлĕ каччăна курнине хыпарларĕ. Шăпах çаксем ĕнтĕ вĕсем готсем. Асăннă юхăм Анăçра иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вăй илме пуçлани паллă. Панксем, хипписем çинчен чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Вĕсене рок-ушкăнсем пуçараççĕ. Готсен юхăмĕ панксен ушкăнĕ çумĕнче никĕсленнĕ. Вĕсем пурнăç çине кичеммĕн пăхаççĕ, хăйсене ыттисенчен уйрăм тытаççĕ, хура тĕсе кăмăллаççĕ, чуна шиклентерекен япаласем (пуç шăмми е тупăк ỹкернĕ паллăсем) çакса çỹреççĕ, масар çине пуçтарăнса йăласем ирттереççĕ, юн ĕçен сăнарне тĕслĕх вырăнне хураççĕ, вĕсем çинчен çырнă кĕнекесене вулама, кинофильмсене пăхма кăмăллаççĕ, интернетпа çыхăнса виртуаллă пурнăçпа киленеççĕ, чăн пурнăçра хăйсене мĕнле тытмалли пирки чухлайми пулаççĕ. Çак ушкăнсем мĕн тери сиенлĕ пулни каламасăрах паллă. Çын психикине сиенлекен кĕнеке вулани е кинофильм курни ырă патне илсе çитермест. Çитменнине вĕсен йăли-йĕрки те тискер. Чи хăрушши - вĕсем чĕр чунсене, уйрăмах хура кушаксене, вĕлереççĕ. Чĕр чуна вĕлернĕ май тискерленсе хаярланакан чуншăн малашне çынна вĕлересси те нимĕн те мар пулса тăрать. Сăмах май, пĕр тĕслĕх илсе хăварас килет. Иртнĕ çул Раççейре милици ĕçченĕсем çынна вĕлернĕшĕн 3 çамрăка тытса чарнă. Вĕсенчен пĕри анчах 18 çул тултарнă пулнă, иккĕшĕ вара - çул çитмен çамрăксем. Çак ачасем сатанготсен (ун пекки те пур) ушкăнне кĕнĕ. Чĕр чунсене вĕлерсе тискерленнĕ, психика тĕлĕшĕнчен хавшанă çамрăксем вилĕмсĕр пулас тĕллевпе çынна пурнăçран уйăрма тĕв тытнă, ятарлă йăла ирттерме палăртнă. Тискер ĕçе пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнĕ. Красноуфимск хулинче пурăнаканскерсем, палăртнă кун Красноярска каякан автобуспа Ингаш поселокне çитнĕ. Кунта вĕсем ỹсĕр çынпа паллашнă. Лешĕ хăнасене юлташĕ патне илсе кайнă. Ỹсĕр çынна çамрăксем урама илсе тухса хĕнеме пуçланă, вăл вилмесĕрех унăн çурăмĕ çинче çĕçĕпе паллă касса кăларнă, кайран пуçĕнчен кĕреçепе çапнă. Унтан каччăсем кил хуçине те тĕп тума шутланă, ăна çĕçĕпе чикнĕ. Лешĕ тискер çынсенчен хăтăлма пултарнă, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем патне çитсе пулни-иртни пирки каласа кăтартнă. Çамрăк преступниксене кỹршĕ поселокра тытса чарнă. Çак тискер тĕслĕх ыттисем хыççăн кайса экстремистла тĕрлĕ ушкăна кĕрес текен çамрăксене тарăн шухăша ярасса шанас килет. Ашшĕ-амăшĕн те ачисемпе тимлĕ те сыхă пуласчĕ.


"Елчĕк Ен"
21 августа 2010
00:00
Поделиться