Фермăсем хĕле хатĕрленеççĕ
Кăçал фермăсенчи йышлă выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси çăмăл пулмастех. Çакăн тĕп сăлтавĕ - шăрăх та типĕ çанталăка пула обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çителĕклĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварайманнинче. Пĕр условнăй выльăх пуçне районĕпе 20 центнер апат единици анчах тивĕçет. Хăш-пĕр çĕрте, тĕслĕхрен, "Знамя", "Марс", "Труд" ял хуçалăх предприяти-йĕсенче апат тата та сахалрах. Выльăхсен хисепне сыхласа хăварас, вĕсене сивĕ хĕл кунĕсенче кирлĕ пек тăрантарса усрас тĕллевпе хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсем ăçтан май килет çавăнтан утă-улăм, фуражлăх тырă туянаççĕ, çапла майпа лару-тăруран тухмалли мел шыраççĕ. Выльăхсен хисепĕ уйрăмах пысăк "Прогресс", "Сатурн", "Комбайн", "Рассвет", "Яманчурино", "Свобода" ял хуçалăх предприятийĕсенче çакăн пирки тата та маларах шутлама тытăннă. Хальхи вăхăтра вĕсем тĕрлĕ çĕртен выльăх апачĕ кỹрсе килеççĕ. Вĕсем утă-улăм туянма Киров, Владимир облаçĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе те килĕшỹсем çирĕплетеççĕ. Хĕл сивви шăтăк-çурăк та тупатех. Çакна шута илсе фермăсене юсасси çине те пысăк тимлĕх уйăрма кирлине пур çĕрте те лайăх ăнланаççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра фермăсенчен çурри ытла выльăхсене йышăнма хатĕр. Кăçал акционерсен "Прогресс" обществинчи Патреккелти ĕне тата сысна фермисенче пысăк реконструкци ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Ĕне ферминчи икĕ витере вентиляци системине, выльăхсем тăракан вырăнсене, апат сĕтелĕсене улăштараççĕ, ют çĕр-шывра туса кăларнă çĕнĕ сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. "Победа" сахал яваплă юлташлăхра та çак вăхăтчен алă усса ларман, уй-хирти кашни ĕçе тухăçлă йĕркелесе пынипе пĕр вăхăтрах ĕне витинче реконструкци ĕçĕсене туса ирттернĕ. Апла пулин те нумай çĕрте витесене дезинфекци туса шуратассине вĕçлемен, навус кăларакан транспортерсем юсавсăр. К.Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево", "Труд", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче юсав ĕçĕсем вăхăтлă, çителĕклĕ пулса пымаççĕ. Кăçалхи пек выльăх апачĕ сахал лару-тăрура ĕне фермисенче кормоцехсене ĕçлеттерни, апат хутăшĕ тăвакан-апат валеçекен агрегатсемпе усă курни ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма, апатпа перекетлĕ усă курма та май парĕ.
"Елчĕк Ен"