Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Бюджет укçи-тенкине перекетлемелле

Ĕнер Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Васильевич Игнатьев пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревре пулчĕ. Ял уçалăх министрĕ чи малтанах "Промсервис" Наука-производство пĕрлешĕвĕ" акционерсен хупă обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ (сăн ỹкерчĕкре). Предприяти кăларакан продукци тата коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн генеральнăй директорĕ Юрий Титов каласа пачĕ. Акционерсен хупă обществи нефтьпе газ промышленноçĕ валли тырă крахмалĕнчен хатĕрлекен хутăшсем кăларать. Паянхи кун тĕлне вăл потребительсене 12 тĕрлĕ продукци ăсатать. Унсăр пуçне 4 тĕрлĕ продукцие вырăнти лабораторире тĕрĕслесе пăхаççĕ. Предприяти пĕлтĕр нефтьпе газ кăларакансем валли 1280 тонна продукци тиесе ăсатнă. Кăçал та унран кая мар пулать. Заводра 42 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Уйăхри вăтам ĕç укçи 11,2 пин тенкĕпе танлашать. Михаил Игнатьев предприятин производство цехĕсемпе, лабораторипе паллашрĕ, яллă вырăнта çакăн пек производство йĕркелесе яма пултарнине тивĕçлипе хакларĕ, ăнăçусем сунчĕ. Сăмах май каласан, нефтьпе газ промышленноçĕ валли çакнашкал продукци кăларассине Атăл тăрăхĕнчи регионсенче Елчĕкре анчах йĕркеленĕ. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ çул çинче тĕл пулнă "Родник" магазина чарăнчĕ, унти таварсен хакĕсемпе интересленчĕ. Çăкăр, кĕрпе, макарон изделийĕсем республикăри ытти суту-илỹ точкисенчи хаксенчен пысăк мар. Анчах хăш-пĕр продуктсен хакĕсем, сăмахран шурă çăнăх хакĕ, пысăк. В.Шепинов предприниматель каланă тăрăх, çăнăхăн магазинта сутакан хакĕ, курттăммăн сутакан базăн хак пысăк пулнипе çыхăннă. Накладнойсене тĕрĕсленĕ хыççăн çакă тĕрĕсси палăрчĕ. Михаил Игнатьев посредниксемпе мар, ытларах тавар туса кăларакансемпе тỹрремĕн ĕçлеме сĕнчĕ. Чăх çăмарти хакĕ пирки сăмах пулчĕ. Магазина ăна Владимир облаçĕнчен кỹрсе килеççĕ, хакĕ те пысăк. Çав вăхăтрах Чăваш Республикинчи чăх-чĕп фабрикисен продукцийĕ йỹнĕрех. Ял хуçалăх министрĕ предпринимателе хамăр республикăри тавар туса кăларакансемпе тачăрах çыхăнса ĕçлени таварсен хакне чакарма май панине аса илтерчĕ. Кăнтăрла умĕн Михаил Игнатьев район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, экономика аталанăвĕн тата суту-илỹ министрĕ И.Моторин, республикăри ытти ведомствăсен, тĕрлĕ банксен ертỹçисем, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем хутшăнчĕç. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина 2010 çулхи вырма ĕçĕсем, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси тата умра тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Республика, çав шутра район та шăрăх та типĕ çанталăка пула пысăк тăкак тỹсет. Федераци, республика бюджечĕсенчен, çавăн пекех страхлакан органсем ял хуçалăхĕнчи тăкаксене саплаштараççĕ. Халĕ умра обществăлла тата уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхне апатпа тивĕçтерес, кĕрхи культурăсене акса хăварас тĕллев тăрать. Михаил Игнатьев докладчика чарсах ертỹçĕсене час-часах ыйтусем пачĕ. Сăмахран, районта куçакан вăрлăх фончĕ миçе процентпа танлашать? Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков вăл 33 процент пулнине пĕлтернине итлесен ял хуçалăх министрĕ çакна аса илтерчĕ: "Чăваш ĕлĕкех çиме çăкăр çитмесен те вăрлăх фончĕн саппасне сыхласа хăварма тăрăшнă". Сăмах май каласан министр районта малта пыракан "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсен вăрлăх саппасĕ ытлашшипех пулнине пĕлни палăрчĕ. Çавăнпа халĕ акма кирлĕ вăрлăхсене пуян, саппаспа пурăнакан хуçалăхсенчен туянма, акса хăварма сĕнчĕ. Çавăн пекех фуражлăх тыррăн сутлăх хакĕ пĕр тонни 6 - 6,5 пин тенкĕрен пысăкрах пулмалла маррине аса илтерчĕ. Хлăхран туянакан сĕт хакĕ районта пĕчĕкрех. Çакă унăн пахалăхĕ пĕчĕккипе, конкуренци çуккипе çыхăннă. Ял хуçалăх продукчĕсен, халăха куллен кирлĕ ытти таварсен хакĕсене йывăр лару-тăрупа усă курса хăпартни спекуляци пулнине палăртрĕ. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсенче выльăхсен хисепĕ чакнă. Михаил Игнатьев çак лару-тăрăва улăштарас тĕлĕшпе вĕсен ертỹçисем мĕн тума палăртнине итлерĕ. И.Моторин районăн экономикăпа социаллă аталанăвне тишкерчĕ. Ку енĕпе те Елчĕк районĕ республикăра лайăххисен йышĕнче. Анчах çитменлĕхсем те пур иккен. Михаил Игнатьев бюджет укçи-тенкине перекетлĕ усă курасси çинче чарăнса тăчĕ. Бюджет организацийĕсем хăйсен нушисем валли туянакан апат-çимĕç таварĕсене рынокри вăтам хаксенчен пысăкрах хаксемпе туянаççĕ. Районти тĕп больница, акă, хура çăкăра рынокри хакран пысăкрах хакпа туянса 50 пин тенкĕ ытлашши тăкакланă. Районти чылай шкул сутăн илекен çăкăр, чăх çăмарти, çу, макарон изделийĕсем, сĕт, купăста, ытти таварсем рынок хакĕсенчен пысăкрах. Шкул директорĕсем çакă мĕншĕн çапла пулса тухнине уçăмлăн ăнлантараймарĕç. Ял хуçалăх министрĕ бюджет организацийĕсем сутăн илекен таварсен хакĕсене финанс пайĕ тĕрĕслесе тăманнине, ертỹçĕсене дисциплина, финанс тĕлĕшĕнчен айăпламаннине палăртрĕ. Бюджет тăкакĕсене чакарас тĕлĕшпе аукционсем, кон- курссем йĕркелеме сĕнчĕ. Район пуçлăхĕ Николай Миллин хăйĕн сăмахĕнче çỹлерех асăннă çитменлĕхсене пĕтермеллине каларĕ. Ку енĕпе хăй район пуçлăхне ларнă çул шкулсемпе культура учрежденийĕсем электричество ытлашши тăкакланине тупса палăртас енĕпе мĕнле ĕçленине аса илтерчĕ. Бюджет организацийĕсене кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсене хамăр районта туянма, çапла майпа хаксене чакарма май пуррине палăртрĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый вĕрентỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Евгения Михайлова вырăнти суйлава хатĕрленсе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕç. Михаил Игнатьев юлашкинчен Елчĕк районĕ республикăра чи лайăх муниципалитет районĕсен шутне кĕнине, ял хуçалăхĕнче, ытти отрасльсенче пысăк çитĕ-нỹсем тунине, районта ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăннине палăртса малашне те аталану çулĕпе çирĕппĕн утма ырă сунчĕ. Ю.Титова "Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" патшалăх наградине пачĕ.



"Елчĕк Ен"
18 августа 2010
00:00
Поделиться