Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Автобус" операци

 Чăваш Республикин территорийĕнче пĕрремĕш çур çулта автобус водителĕсен айăпĕпе 28 ДТП пулнă, вĕсенче 38 çын суранланнă. Елчĕк районĕнче, Мухтав Турра, çакăн евĕр тĕслĕх пулман. Çавăн пекех пассажирсене турттаракан тĕрлĕ транспорта тĕрĕсленĕ май водительсем йĕркене пăхăнман 4110 тĕслĕх тупса палăртнă, çав шутран 6 водитель руль умне ỹсĕрле ларни паллă пулнă. Инкеке вăхăтра сирес, водительсен тимлĕхне ỹстерес тĕллевпе республикăра тата районта темиçе тапхăрпа çулсеренех "Автобус" операци иртет. Асăннă операцин тĕп тĕллевĕ - автобус водителĕсем çул-йĕр çинчен калакан правилăсене, пассажирсене турттарнă чух вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес йĕркесене мĕнле пăхăннине, автобуссен юсавлăхне тĕрĕслесси. Çурла уйăхĕн 2-12-мĕшĕсенче районта "Автобус" операцин 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче ГИБДД ĕçченĕсем тĕрлĕ çитменлĕхсене тупса па-лăртса вĕсене пĕтерессипе тимлерĕç. Автобус водителĕсене, шкул ачисене турттараканнисене уйрăмах, йĕркене малашне те пăхăнма ыйтас килет. "Д" категори илмен водительсен транспорт хатĕрĕ çине палăртнă виçерен ытла пассажир лартма юраманнине асрах тытмалла. Çавăн пекех водительсен хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса авари вăхăтĕнче тухмалли алăксен, автобусри ытти хатĕрсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Ларкăчсен шучĕ палăртнă нормăпа килĕшсе тăмалла. Çул çине юсавсăр транспортпа тухасран яланах асăрханасчĕ.


"Елчĕк Ен"
18 августа 2010
00:00
Поделиться