Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çул çинче эс тимлĕ пул!

Çул-йĕр çинче пулакан инкексенче çулсеренех çĕр-çĕр çын йывăр суран илет е пурнăçран уйрăлать. Вĕсен хушшинче ачасем пулни вара уйрăмах хăрушă. Чылай чухне инкек ачасем çул-йĕрĕн ансат правилисене пĕлменрен е пăхăнманран пулать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, воспитательсемпе вĕрентекенсен ачасене çул-йĕр çинче тĕрĕс çỹреме пĕчĕкренех хăнăхтармалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнманни пурнăçшăн хăрушă пулнине вĕсен çирĕп пĕлмелле. Кĕçĕннисене çак правилăсене час-часах аса илтерсе тăни вĕсене инкекрен сыхлать: "Тротуар пур вырăнсенче аслă çулпа мар, тротуар тăрăх утмалла. Енчен те вăл çук пулсан çулăн сулахай енĕпе (хирĕç килекен транспорт енчи çул хĕррипе) пымалла. Çул урлă çуран çỹрекенсем каçакан вырăнтан анчах каçмалла, светофор пур пулсан симĕс çутă çутасса кĕтмелле. Çул çинче выляма, 14 çула çитмесĕр аслă çулсем çинче велосипедпа çỹреме юрамасть. Транспорт хатĕрĕсем иртсе каясса яланах кĕтмелле, вĕсен умĕнчен е хыçĕнчен чупса каçмалла мар." Водительсемпе ашшĕ-амăшĕн те тимлĕх пирки манас марччĕ - 12 çула çитмен ачасене автомашинăра ятарлă креслосемпе анчах илсе çỹремеллине те асрах тытасчĕ.


"Елчĕк Ен"
18 августа 2010
00:00
Поделиться