Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çыравçă, тавра пĕлỹçĕ

 Манăн пурнăçăм мĕн ачаранпах Елчĕк районĕн хаçачĕпе çыхăннă темелле. Вăрçă вăхă-тĕнче, 1942 çулта, "Колхоз ялавĕ" хаçатра ман çинчен пысăках мар заметка та пичетленнĕччĕ. Унта эпир, 8 çулхи шкул ачисем, çум çумлас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлени çинчен çырнă. Манăн ята тата кỹршĕ хĕр ачине Тамара Степановăна асăннă. Вăрçă вăхăтĕнче район хаçачĕ эрнере икĕ страницăпа тухса тăнă. Аллă çул каярах, вăл пысăк форматпа тухма тытăнсан, Н.С.Доброхотов редактор чĕннипе пĕр тăхтаса тăмасăрах килĕшрĕм. Тăватă страницăлăх материалсем хатĕрлеме пĕртте çăмăл мар. Хаçата çыракансем те йышлă марччĕ. Вĕсене те лайăх астăватăп. Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнчен Василий Ертмаков хыпарласа тăратчĕ. Петр Сидоров - Лаш Таяпаран. Сăрьелĕнчи Вагиз Сафин редакцине час-часах кĕрсе тухатчĕ. Тутар ачи пулсан та чăвашла чип-чиперех çыратчĕ. Икĕ страницăллă хаçата çырма хăнăхнăскерсем, темĕнле тăрăшсан та репортаж е очерк шăрçалаймастчĕç çав вĕсем. Яманчỹрелĕнчи Геннадий Рахмуллин çырни вара тематикипе те, калăпăшĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Ахальтен мар пулĕ Н.С.Доброхотов Геннадий Рахмуллина район хаçат редакцине чĕнсе илчĕ. Çапла аллă çул каярах паллашрăм та Г.А.Рахмуллинпа. Вăрçă ветеранĕ районти ял хуçалăх ĕçне те лайăх пĕлетчĕ. Часах хăй тавра çĕр ĕç специалисчĕсене пуçтарчĕ. Михаил Кадышев, Иван Михайловский тата ыттисем те. Михаил Кадышев - район зоотехникĕ, сăвăç та, Иван Михайловский - "Победа" колхоз бригадирĕ. Яманчỹрел ялкорĕ хаçат ĕçне пĕр тăхтамасăрах алла илни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Манран чылай аслăрах пулнăран унăн иртнĕ кун-çулĕ пирки ыйтса пĕлме, тĕпчеме те тăхтаса тăраттăмччĕ. Вăхăчĕ те сахалтарахчĕ. Ирхине ирех - планерка. Планерки те ун чухне хăйне майлăччĕ. Редакци секретарĕ П.А.Печков метранпаж линейкине выляткаласа хаçат калăпăш пушă хут çине кам мĕн чухлĕ материал хатĕрлемеллине çырса хуратчĕ. Тепĕр чухне Рахмуллинпа мана пĕрер страница ытларах та лекетчĕ. Хăть те мĕн ту: материал туп, çыр, хатĕрле. Редакцин пĕртен-пĕр транспорт: "Иж-56" мотоцикл, ăна та пулин тĕртсе хускатмалла. Пур пĕрех хаçат яланах вăхăтра тухса каятчĕ. Кăшт тăрсан пĕлтĕм: Г.Рахмуллин ялкор кăна мар иккен. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухсан, вăрçă пуçланиччен "Колхоз ялавĕнче" яваплă секретарь пулса ĕçленĕ. Пĕррехинче хăçан çырма пуçлани çинчен те ка- ласа пачĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех "Пионер сасси" хаçата çырса янă. Мĕн çинчен-и? Çурлапа тырă выракансем çинчен. Яманчỹрел ачин хайлавĕ Шупашкарта тухса тăракан хаçатра кун çути курнă. 90 çулхи ветеран халĕ хăй вăхăтĕнче пĕтĕм чăваш тĕнчине сарăлнă "Пионер сасси" хаçатăн чи ватă çыравçи тесен пĕртте йăнăш пулмасть пулĕ. Г.А.Рахмуллин журналист çыравçă кăна та мар, хăйне кура тĕпчевçĕ те, тавра пĕлỹçĕ те. Чи малтанах Яманчỹрел тавра пĕлỹçи. Кашни çыннăн ырă енне тупма, ăна сăнлама пĕлет. Вăрçă ветеранĕ, журналист пурнăçа, тăван тавралăха хаклама, юратма хистет. Г.А.Рахмуллин шăрçаланă йĕркесем час-часах аса килеççĕ: "Яманчỹрел вăрманĕ леш енчен çунатланса савăнса, çут тĕнчене ырлăх-сывлăх сунса хĕвел хăпарать... Çĕнĕ кун пуçланать..." Эсĕ те пире Хĕвел пек хавхалантарса пурăн-ха, вăрăм ĕмĕрлĕ пул, Геннадий Александрович!


"Елчĕк Ен"
18 августа 2010
00:00
Поделиться