Ячĕ пур, шывĕ çук
Кăçалхи пек хĕрĕх градусран та иртекен шăрăх çанталăка ваттисем те астумаççĕ. Ниçта кайса кĕме çук кăнтăр вăхăтĕнче. Кун каç енне сулăнсан та лăпланмасть вĕри сывлăш. Тĕп лапамри фонтан патĕнчен çын татăлма пĕлмест. Ватти-вĕтти пухăнать унта. Епле те пулсан уçăлас килет-çке. Пит-куçне те çуса илет хăшĕ-пĕри. Çамрăксем пĕвене шыва кĕме кайĕç-ха. Ваттисем вара... Районти тĕп больница картишĕнчи фонтан патĕнчен те халăх каймасть. "Улăп" спорт комплексĕ умĕнчи фонтан та çынсене илĕртет. Анчах "Лидер" лавкка умĕнчи фонтан кăçал илемĕпе савăнтараймасть. С.Горшков предприниматель пĕлтернĕ тăрăх, насусĕ çунса кайнă иккен. Ăна илсе лартма вара укçа-тенкĕ хĕсĕкреххи ура хурать. Юсавпа техника предприятийĕнчи фонтана та яланах ĕçлеттерсе тăраймаççĕ.