Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вут пек хăрушши çук

Чăтмалла мар шăрăх, типĕ çанталăк тăнине пула хальхи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх та çав тери пысăк. Нумай çĕрте вăрмансем çунни, вĕсен тăрăхĕсенче вырнаçнă ялсем çунса кĕл пулни çинчен кашни кун тенĕ пекех телевидени передачисенче куратпăр, хаçатра вуласа пĕлетпĕр. Йĕпреç тăрăхĕнче тата ытти çĕрте те вăрмансем çунаççĕ. Юлашки кунсенче уйрăмах тавралăх тĕтĕм-сĕрĕм шăршипе тулчĕ, сывлама йывăр. Шăрăх çанталăкра куллен пулакан пушарсем кил-çуртра анчах мар, хамăр ĕç вырăнĕсенче те сыхă, тимлĕ пулмалли çинчен калаççĕ. Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн ертỹçи В.Михайлов палăртнă тăрăх, кăçал районĕпе 18 пушар тухнине регистрациленĕ, çав шутран 5 тĕслĕхĕ утă уйăхĕнче пулнă. Ытла шăрăх тăнине, тавралăх пĕтĕмпех типсе-ĕнсе кайнине пула вут-çулăма сỹнтерме те йывăр, вăл хăвăрт сарăлать. Пушар тухнă территорире пушар хуралĕ пулманни е вăл аякра вырнаçни лару-тăрăва çивĕчлетет. Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Каркалар ялĕнче пулнă пушар та çакна çирĕплетсе панă. Кĕçĕн Таяпари пушар хуралĕ Каркалартан 6 çухрăмра вырнаçнă. Елчĕкрен пушар сỹнтерекен автомашина яла килсе çитиччен 2 хуçалăхри çурт-йĕр пĕтĕмпех çунса кĕлленме ĕлкĕрнĕ, виççĕмĕш хуçалăхра хуралтăсем çуннă. Ытларах чухне пушарсем çынсен тимсĕрлĕхне пула тухаççĕ. Тĕслĕхрен, арçын пирус тĕпне лайăх сỹнтермесĕр пăрахса хăварнине пула утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Яманчỹрел вăрманĕ çунма тытăннă. Пушар тухнине çийĕнчех сиснĕ ял çыннисем, çухалса кайман. Елчĕкрен пушар машини çитиччен вĕсем çунакан вырăнти типĕ курăка, çулçа тăпрапа хупланă, вут-çулăм малалла ан сарăлтăр тесе çĕре кĕреçесемпе чавса пỹлнĕ, чикĕ тунă. Хальхи вăхăтра, чăннипех, хăрушă, нумай çĕрте вăрман тăрăхĕсем гектарĕ-гектарĕпе çуннă тапхăрта, унта сăлтавсăр кĕрсе те çỹремелле мар, кăвайт чĕртме вара пачах та юрамасть. Çакна çынсен хăйсен те пĕлмелле, ăнланмалла. Пушара хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен районти пайĕн ĕçченĕсем ял çыннисене типĕ, шăрăх çанталăкра асăрхануллă пулмалли çинчен хистесех тепĕр хут аса илтерме ыйтаççĕ: инкеке сирсе ярас тĕллевпе кашни кил умĕнче пичкепе шыв пулмалла, çуллахи вăхăтра пахчара, картишĕнче усă курма вырнаçтарнă кăмакасене чĕртнĕ, мунча хутнă чухне асăрхануллă пулмалла, кăмакасем çуннă вăхăтра вĕсене тимлĕн пăхса тăмалла.Çак тапхăрта хăрушлăхран асăрханса ялсенче кас хуралĕсем, специалистсем хутшăннипе производство объекчĕсенче талăкĕпех дежурствăсем çирĕплетмелле, шывпа кăлтăксăр тивĕçтерессине йĕркелемелле. Шыв пирки уйрăм сăмах, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра шыв парса тăрасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Шăрăх çанталăка пула башньăсенче шыв нумай чакнă. Çавна май кирлĕ, пысăк объектсене, выльăх-чĕрлĕх фермисене шыв парса тăрассинче пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет. "Родник" ял хуçалăх предприятийĕнче башньăри шыва уçласа ĕлкĕрейменнине пула ферма валли юнашарти тутар ялĕнчен шыв турттараççĕ. Çак хăрушлăха сиссе Елчĕк ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе акционерсен "Прогресс" хупă обществин членĕсем Патреккелти çăл куçа тĕплĕн тасатнă. Ялсенчи сыхланса юлнă пусăсем пирки те манса каяс марччĕ, вĕсене те йĕркене кĕртмелле. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăк хăçан вĕçленессе, çумăр çăвасса никам та пĕлмест. Шыв ыйтăвĕ çивĕч тăнă вăхăтра та ялсенчи хăш-пĕр уйрăм çынсем çĕр улми анисене пăрăхран пыракан шывпа саптарса шăвармалли хатĕрсем вырнаçтарнă, çавна май вĕсем ыттисем шывсăр типнĕ вăхăтра та кунĕ-кунĕпе пахчисене шăвараççĕ. Уйрăмах Елчĕк ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем ку енĕпе "çаврăнăçуллă". Каланине те, хаçатра çырнине те шута хумаççĕ вĕсем. Шăрăх çанталăкра ялсем вуçех шывсăр тăрса юлас хăрушлăх та пысăк. Ку лару-тăрура шывпа перекетлĕ, тĕллевлĕ анчах усă курмаллине мĕншĕн ăнланмастпăр? Шăрăх çанталăкра пĕчĕк хĕлхем те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Иртнĕ кунсенче Тỹскелĕнчи сысна ферминче пулса иртнĕ тĕслĕх те çакнах çирĕплетсе пачĕ. Икĕ вите хушшинчи сывлăшран иртсе пыракан электричество пăралукĕ, вĕçен кайăксем пырса çапăннине пула, татăлса каять, типĕ курăк çине ỹкнĕ çулăмран вут хыпса илнĕ. Юрать, ĕçлекенсем вырăнта пулнă, вĕсем пушара малалла алхасма паман. Аслă Елчĕкре те хирте тыр-пула çапса тĕшĕленĕ чухне чутах пушар тухман. Çак тĕслĕхсем малашне тата тимлĕрех пулмалли çинчен асăрхаттарнă пекех пулчĕç. Шел пулин те, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене ял хуçалăх предприятийĕсенче пуринче те тивĕçлипе пăхăнмаççĕ. В.Михайлов "Колос", "Эмметево", "Аранчеево" ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче те пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнине палăртать. Вутпа шỹтлеме юрамасть, ăна вăйсăр чухне сỹнтермелле.



"Елчĕк Ен"
04 августа 2010
00:00
Поделиться