Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Саккун умĕнче пурте пĕр тан

Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем çур çулхи итогсене пĕтĕмлетме Патăрьелĕнчи шалти ĕçсен пайĕн акт залне пуçтарăннă. Унта Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсен прокурорĕсем, шалти ĕçсен пайĕсен начальникĕсемпе çумĕсем хутшăннă. Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Р.Шайхалов кăçалхи çур çулхи итогсемпе паллаштарнă, преступлени тăвасси 0,3 процент, вăл шутран çыннăн сывлăхне сиен кỹрсе вилнĕ тĕслĕхсем 50 процент чакнине пĕлтернĕ. Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ кăçалхи çур çулта 280 ыйтăва пăхса тухнă. Тĕрĕслевсем тăрăх 68 уголовнăй ĕç пуçарнă, вĕсенчен 57-шне вĕçленĕ. Уголовнăй ĕçсен шутĕнче уйрăм çыннăн пурнăçне тата сывлăхне сиен кỹрессипе çыхăннă преступленисем ытларах. Анализ çакна кăтартса парать: çемьере тата йăлара пулнă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çынсем алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн тунă. Прокуратура ĕçченĕсемпе çыхăнса коррупцие хирĕç кĕрешесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак тапхăрта следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем çамрăк ачасем вилнĕ тĕслĕхсемпе тăватă тĕрĕслев ирттернĕ. Оперативлă службăсемпе пĕрле çыхăнса ĕçленĕренех темиçе çул каялла тунă преступленисене уçса пама май килнĕ. Правосудие хирĕçле, çыннăн Конституцинче палăртнă ирĕкĕсене хĕснине тата халăх сывлăхĕпе çыхăннă преступленисене чакарассишĕн тимлетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев - Конституцин тĕп принципĕсене пăхăнма, саккун умĕнче пурне те пĕр тан туйма пулăшасси. Çав вăхăтрах канашлура пĕрлехи задачăсене пурнăçлас тĕлĕшпе сиксе тухакан ытти ыйтусене пăхса тухнă, кăçалхи иккĕмĕш çур çулта тумалли ĕç-хĕле палăртнă.


"Елчĕк Ен"
04 августа 2010
00:00
Поделиться