Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкек ан пултăр

Район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе районти синкерлĕ лару-тăрăва сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта район территорийĕнчи синкерлĕ лару-тăрăва сирсе ярассипе çыхăннă мероприятисем пурнăçа кĕрсе пынине тишкернĕ. Шăмалакпа Яманчỹрел ялĕсем вăрман çывăхĕнче вырнаçнă. Раççейре вут-çулăм алхаснă вăхăтра кунта та хăрушлăх пысăк. Çавăнпа ларура асăрханулăха ỹстерме, инкеке сирсе яракан вăйсене хатĕр тăма кирлине палăртнă. Ларура шывра çынсем путса вилесрен, пушартан сыхланмалли мерăсене те вăйлатмаллине уйрăммăн пĕлтернĕ. Çак ыйтусемпе район администрацийĕн гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăрăва сирес енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи А.Клементьев, ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков, район пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, патшалăх пушар асăрхавĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи В.Михайлов тухса калаçнă.


"Елчĕк Ен"
04 августа 2010
00:00
Поделиться