Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Алкоголь ачасен шăпине татса парать

Р.ШАКОВА, районти тĕп больницăри нарколог тухтăр.
Ача пурнăçĕ вăл çураличченех  - пĕтĕçленнĕ тапхăртанах пуçланать. Ача тĕвĕленнĕ чух ашшĕ-амăшĕ ỹсĕр пулни аталанса çитмен ача çуратасси патне илсе çитерет. Ача психики йĕркеллĕ пулмасть, унăн кĕлеткинче çитменлĕхсем (кĕлетки айăплă) пулаççĕ. Ашшĕ ĕçке ернĕ çын пулни те ачашăн инкек, амăшĕ ĕçме юратать пулсан вара - темиçе хут хăрушăрах. Йывăр çын хĕрарăм ĕçет пулсан, аталанакан тĕвĕсен клеткисем патне тутлăхлă япаласем вырăнне наркăмăш пырать, çакă пулас ачан тĕп нерв системине сиенлет. Алкоголь наркотиклă япаласен шутне кĕрет, çавна май вăл нерв системине хăйне евĕрлĕ витĕм кỹрет. Алкоголь ытларах пуç мимин клеткисенче пухăнать, мĕншĕн тесен вăл унти çу клеткисене ирĕлтерет. Малтан чи кирлĕ центрсем, организмра чи кирлĕ ĕç тăвакан пайсем, юлашкинчен ансат органсем сиенленеççĕ. Çитĕнекен тĕвĕре япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, вăл йĕркеллĕ аталанаймасть, ỹсме чарăнать. Çуралман ачасенех алкоголь наркăмăшĕпе сиенлекен айăплă амăшĕсене ниепле те каçарма çук. Темиçе пин çул каяллах Спартăра мăшăрланакансене пĕрлешнĕ кун эрех ĕçме чаракан саккун кăларнă пулнă. Руçра вара çамрăксем туйра квас анчах ĕçнĕ. Темиçе пин çул иртнĕ хыççăн çынсем ваттисен çак ырă йăли-йĕркине пăрахăçа кăларчĕç. Мăшăрланакансем туй куннех эрех ĕçеççĕ, час-часах ỹсĕрлех çĕнĕ пурнăç тĕвĕлеççĕ. Ĕçке ернĕ çынсен çемйисенче ачасем ытларах вилни тахçанах паллă. Вĕсем айăплă пулнă пирки тытамак тытнипе, çут çанталăк условийĕсене хăнăхма пултарайманнипе вилеççĕ. Çакăн пек ачасем пур чирпе те час чирлеççĕ, уйрăмах нерв, психика чирĕсемпе аптăраççĕ. Нумайăшĕн куçĕ начар курать, хăлхи илтмест, алли-ури йĕркеллĕ мар... Ĕçме юратакан çынсен çем-йисенче ачасем ытларах вилни, паллах, вĕсене çителĕксĕр пăхнинчен те, тĕрĕс мар апатлантарнинчен те килет. Ку çемьесенче ачасене воспитани парас йĕрке пăсăлнă. Ачасем тăраниччен çиеймеççĕ, çывăраймаççĕ, вĕсен нихăçан та канăç çук. Çавăн пиркиех ĕнтĕ вĕсем шкулта та лайăх ĕлкĕрсе пыраймаççĕ, юлташĕсемпе килĕштереймеççĕ. Ĕçке ернĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсен ырă мар тĕслĕхĕпе час-часах ачисене те ĕçме вĕрентет. Мĕн ачаранах, пурнăçа ăнланма пуçличченех, çитĕннисем вĕçĕмсĕр эрех-сăра ĕçнине курса, ачисем те вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ. Çапла майпа киревсĕр хăнăхусем аталанаççĕ, вĕсенчен çитĕнсе çитсен те, алкоголизм сиенне ăнланма тытăнсан та, хăтăлма çав тери йывăр. Ачан характерĕ, çын пуласси чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен, çемьери лару-тăруран килет. Вĕсем ачан характерĕн никĕсне хываççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачашăн тĕслĕх пулса тăрать, вăл вĕсем пекех пулма тăрăшать. Алкоголь час хăнăхакан япаласен шутне кĕрет. Хăнăхсан çав тери эрех ĕçес килекен пулать, çав туйăма пĕтерме çав тери йывăр.Çавăнпа ĕнтĕ çак чир питĕ хăвăрт аталанать. Ĕçке ернĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисен ачалăхне вăрлать, вĕсен сывлăхне пĕтерет, ĕмĕрлĕхе телейсĕр туса хăварать. Пирĕн пурин те - тухтăрсен, ашшĕ-амăшĕн, анлă общественноçăн - çитĕнекен ăрăва ĕçке ернĕ çынсен хăрушă тĕслĕхĕнчен, сăра-эрехĕн сиенлĕ витĕмĕнчен хỹтĕлемелле. Ачасен пурнăçĕ таса, çутă, илемлĕ пултăр.


"Елчĕк Ен"
04 августа 2010
00:00
Поделиться