Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çутă та хăтлă шкулсенче çитĕнỹсем пулччăр

Иртнĕ кунсенче ятарлă комисси районти вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пыракан ушкăн Аслă Елчĕк шкулĕпе ача садне, Елчĕкри А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, ачасен искусство шкулне, Патреккелти, Тăрăмри, Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсене, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула тата "Илемпи" ача садне, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕрỹ паракан вăтам шкула çитсе курчĕ. Тỹрех палăртмалла, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, шкулсем лайăх еннелле улшăннă. Комисси членĕсем нимĕнле тиркешмелли те асăрхаймарĕç . Район пуçлăхĕ ырă улшăнусене кашни утăмра палăртса пычĕ. Акă, Аслă Елчĕк шкулнех илер. Классемпе коридорсем нумай енчен çĕнелсе çуталнă. Унччентерех шкула пырса кĕрсен курăнакан кичемлĕх пачах çухалнă. Çутă фойере вĕренỹ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, вĕрентỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем яр уççăн курăнаççĕ. Шкула кĕрекен тĕп алăк умне çĕнĕ крыльца вырнаçтарнăран пĕлỹ çурчĕ татах та илемленнĕ. Шăрăх çанталăка пăхмасăр шкул коллективĕ умри илемлĕ чечексене çак кунччен упраса хăварма пултарнă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ темелле. Анчах шкул территорийĕпе юнашар вырнаçнă уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем кăмăла хуçаççĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта: хăйăр купи те, вут-шанкă та, ытти ăпăр-тапăр та. Чăн та, шкула савăк кăмăлпа утакан вĕрентекенсемпе вĕренекенсен çак "илемпе" хавхаланмалла-и? Е урок вăхăтĕнче çав тирпейсĕрлĕх çине пăхса лармалла? Елчĕкри спорт тата искусство шкулĕсем мĕн пур енĕпе ачасен кăмăлне тивĕçтереççĕ. Преподавательсем те те кунта хавхаланупа çеç ĕçлеме тивĕçлĕ. Территори тирпейлĕхĕ те кăмăла уçать. Патреккел шкулне паян кирек мĕнле хулари вĕренекен, вĕрентекен те ăмсанĕ. Стандарта тивĕçтерекен классемпе оборудовани, ирĕклĕ коридорсем, хăтлă столовăй... Çак тирпейлĕхпе хăтлăх нумай çулсене пыччăрах. Коллектив шкул территорине тирпейлĕхре, чечек ăшĕнче тытни те савăнтарать. Çакна юнашарах вырнаçнă ача сачĕн территорийĕ пирки калама çукрах. Ача сачĕн çуртне тĕпрен юсаса илемлетнĕ пулин те, урамра ачасем валли хальлĕхе нимĕнех те туса парайман. Юрать, юнашар хоккей площадки пур _ çавăнта чупкалаççĕ шăпăрлансем. Пулса курнă ытти ача сачĕсенче вара çак тĕлĕшпе сахал мар тăрăшнă. Аслă Елчĕкри, Çĕнĕ Пăвари ача сачĕсен территорийĕсенче ачасемшĕн те, аслисемшĕн те хăтлă. Воспитательсем, ашшĕ-амăшĕ ỹркенменренех юмахри паттăрсем, "акăш кайăксем" лаптăка илем кĕртнĕ. Тĕрлĕ çутă сăрăсемпе сăрланă картасем хăйсемех ачалăха аса илтереççĕ, савăнăç кỹреççĕ. Çĕнĕ Пăвасем пысăк пулăшушăн "Промсервис" ЗАО ертỹçине Ю.Титова тав сăмахĕ калаççĕ. Кашни шкулах кăçал туса ирттернĕ çĕнĕ ĕçсемпе савăнтарчĕ. Стенасене çунман сăрăсемпе сăрланă, çутă ламписене улăштарнă, çĕнĕ требованисемпе килĕшỹллĕн шыв ĕçмелли фонтанчиксем вырнаçтарнă, стендсене çĕнетнĕ, шкул умне илемлĕ карта тытнă е территорие тирпей-илем кĕртнĕ _ кашни утăмра ĕçе юратса, ачасемшĕн, пуласлăхшăн пурнăçлани курăнать. Çак тирпейлĕх вĕренекенсемпе вĕрентекенсене çĕнĕ çитỹнỹсем тума пулăшасса шанас килет. Сăн ỹкерчĕкĕ авторăн.


"Елчĕк Ен"
29 июля 2010
00:00
Поделиться