Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вырмана вĕçленĕ

 "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Тĕш тырă культурисене кунта пурĕ 720 гектар çинчен пухса кĕртрĕç. Кăçалхи йывăр çанталăк условийĕнче _ типĕре тата шăрăхра çитĕннĕ уй-хирти мĕн пур пек тырра çухатусăр пỹлмесене пухса кĕртессишĕн кооператив членĕсем тăрăшса ĕçленине палăртма кăмăллă. Сăн ỹкерчĕкре: Валерий Андреев комбайнер, ывăлĕ _ Константин _ хĕрỹ тапхăрта ашшĕне пулăшакан пулса тăрăшнă, Федор Теллин _ водитель.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии


"Елчĕк Ен"
28 июля 2010
00:00
Поделиться