Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Илемлĕх хăй патне илĕртет

Район пуçлăхĕ Н.Миллин иртнĕ тунти кун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта район пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин иртнĕ тунти кун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта район пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ. Иртнĕ кунсенче район территорийĕнче вырнаçнă вĕрентỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый паллаштарнă. Районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 22 шкул, муниципалитетăн шкул çулне çитмен 3 учрежденийĕ шутланать. Унсăр пуçне ачасен искусство, спорт шкулĕсем ĕçлеççĕ. 16 шкулта шкул çулне çитмен ачасен 24 ушкăнĕ пур. Вĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен виçĕ ушкăна Н.Миллин, И.Кузнецов, Л.Левый ертсе пынă. Ушкăнсен йышĕнче тĕрлĕ службăсен специалисчĕсем пулнă. Чăннипех тивĕçлипе хатĕрленĕ вĕрентỹ учрежденийĕсене вĕсенче ĕçлекенсем. (Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе район хаçатĕнче пичетленнĕ материалсенче паллашма пулать). Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче халĕ хĕрỹ тапхăр _ вырма пырать. Шăрăх та типĕ çанталăка пула тухăçлă çитĕнеймен ял хуçалăх культурисем. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков пĕлтернĕ тăрăх, гектартан илекен вăтам тухăç 14 центнерпа танлашать. Çав вăхăтрах "Победа", "Сатурн" хуçалăхсенче вăл 20 центнертан та иртет. Çакна вĕсенче агротехника требовнийĕсене çирĕп пăхăнса ĕçленипе сăлтавлама май пур. Çĕре лайăх, вăхăтра ĕçлесе хатĕрленине пула тухăçĕ те пысăкрах. Анчах çакна "Звезда" хуçалăхра ăнланса çитеймеççĕ пулас. Иртнĕ çулсенчи пекех, кунта кăçал та тухăç пирки шутламалли те çук. Районти хуçалăхсенче ытти ĕçсем те малалла пыраççĕ: çĕртме сухи тăваççĕ, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Улăма пухса илессине те йĕркеленĕ _ йывăр çул вăл та выльăхсемшĕн паха апат. Канашлура ытти ыйтусене те тишкернĕ. Район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.Кузнецов так- систсен пĕрлехи диспетчер службине йĕркелени пирки чарăнса тăнă, малашнехи ĕçсене палăртнă. Шалти ĕçсен пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.Викторов районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă. Юлашки вăхăтра вут-çулăма пула пурăнмалли çуртсемпе хуралтăсем кĕле çаврăнасси йышланнă. Çавăн пекех шывра путса вилекенсем те пур. Çаксем тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттараççĕ. Вырма вăхăтĕнче пурлăха вăрласси те ỹснĕ. "Рассвет", "Родник" хуçалăхсенче уйрăм çынсем улăма хиртен вăрттăн сĕтĕрнĕ тĕслĕхсемпе тĕл пулнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе çеç мар, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи выльăха та апатпа тивĕçтересси пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăвармаллах. Канашлура пасар, çул-йĕр тăвас ĕçсене тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.


"Елчĕк Ен"
28 июля 2010
00:00
Поделиться