Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕлĕхсене - ырă çул

 "Эпир шкул пурнăçĕнче чăн-чăн революци туса ирттерĕмĕр... Раççей Вĕрентỹпе наука министерствин хаклавĕ тăрăх, чăваш шкул ачисенчен 92 проценчĕ паян чи çỹллĕ стандартсене тивĕçтерекен шкулсенче вĕренеççĕ", _ тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Канашне янă Çырăвĕнче. Паянхи саманара пĕр вырăнта тăнипе малалла каяймăн. Çакна пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче ĕçлекенсем чĕрипе туяççĕ, шкула çĕнĕ тĕс кĕртсе ачасене çутă та илемлĕ классенче кĕтсе илес тесе ăнтăлаççĕ. Тăрăшни сая каймасть. Чылайăшĕ кашни çулах çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕн те пулин çĕнни ăсталать, ыттисенчен ырă тĕслĕхпе палăрасшăн. Çитес вĕренỹ çулĕнче районти шкулсене 2700 ача пĕлỹ илме килмелле. Калас пулать, çакă иртнĕ вĕренỹ тапхăрĕнчен 70 ача сахалтарах. Паллах, шкулсем çулран-çул çĕнĕлсе, пуянланса пынă тапхăрта ачасен шучĕ чакса пыни пурне те шухăшлаттарать. Кăçал пĕрремĕш класа килекенсем 228 шăпăрлан. Вĕсене хăтлă та çутă классем, ĕçре пысăк опыт пухнă вĕрентекенсем кĕтеççĕ. Пирĕн ушкăн Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕпе, Кивĕ Эйпеç, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Энтепе, Шăмалак, Яманчỹрел, Лаш Таяпа, Вăрăмхăва шкулĕсемпе тĕплĕн паллашрĕ. Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул территорине пырса кĕрсенех чечексем хăйсен патне кăчăк туртаççĕ. Çĕнĕ туалет патĕнче çатан карта тытма та хал çитернĕ вĕсем. "Шăпăрлансен хулинчен" вара тухас та килмест. Ытла та илемлĕ унта. Шкул хăтлăхĕнчен те тĕлĕнме пăрахаймастăн. Коридорсене илемлĕ сăрăсемпе сăрланă, стендсем пĕринчен тепри хăй патне йыхравлаççĕ, паллашмасăр ниепле те иртеймĕн. Ача сачĕ вара юмах тĕнчинех аса илтерет. Теттесем те нумай, стенасем çинчи кавирсем те "чунлă" тейĕн, тытса пăхас, унти илемпе киленес килет. Столовăйне пуянлатма та вăй çитернĕ _ санитари йĕркисене пăхăнса ĕçлени курăнать. Энтепесем те юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, стендсене улăштарнă. Анчах темшĕн хăйсем патне пит йыхăрмаççĕ. Кунти столовăйĕнче çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем те пайтах. Шăмалаксем сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Кунти ача садĕнчи воспитательсем уйрăмах ырă сăмаха тивĕçлĕ. Шăпăрлансене юратакансем тăрăшни тỹрех сисĕнет, вĕсене хăтлă услови туса парас тесе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ. Ача площадки мĕне тăрать! Петр Сергеев учитель мастерскойне типтерлĕ тытса тăрать. Хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста вăл. Анчах спортзалсен пирки тăтăшах калаçу пуçаратпăр пулсан та, кунта ĕç вĕçне-хĕрне çитни туйăнмасть. Сортзал урайне хăмапа улăштармаллах. Яманчỹрелсем вара ашшĕ-амăшĕпе, кунтан вĕренсе тухса кайнă ачасемпе туслă çыхăнура. Вĕсем шкул тăррине витме 30 пин, 15 пин тенкĕлĕх раковинăсем туянса пама пултарнă. Коридорпа классене çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Лаш Таяпа шкулĕ районта çеç мар, республикăра чи ваттисенчен пĕри. Кăçал 170 çулхи юбилейне анлă паллă турĕ вăл. Çавна май юсав ĕçĕсене чылай малтан пуçланă коллектив. Анчах чỹрече рамисем кивелнĕ, шкул фасачĕ тахçантанпа сăрă курман. Çакă тĕксĕмлетет те учреждение. Унсăр пуçне стенасене хальхи йышши илемлĕ сăрăпа сăрлама хал çитереймен. Кивĕ Эйпеçри, Аслă Пăла Тимешри шкулсенче территорие тирпей-илем кĕртес енĕпе тунă ырă улшăнусем куç умĕнче. Аслă Пăла Тимешсем çывăх вăхăтра чỹречесене улăштараççĕ, çавна май кунта хĕрỹ ĕçсем пуçăнмалла. Хальлĕхе урайне линолеум сарнă, ача-пăча площадки ăсталанă. Вăрăмхăвари шкул-ача садне хупас хăрушлăх та тухса тăрать. 12 ача çỹрет икĕ хутлă капмар шкула. Çакăн чухлĕ ачашăн ăна тытса тăни мĕнле пысăк тăкак кỹнине кирек кам та лайăх ăнланать. Шкул çурчĕсен сăн-сăпачĕ çулсерен капăрланса пынипе лăпланса лармалла мар. Столовăйсенчи, котельнăйсенчи палăртнă кăлтăксене çийĕнчех пĕтермелле. Кашни шкулта тенĕ пекех электричество ламписене улăштармалла.


"Елчĕк Ен"
28 июля 2010
00:00
Поделиться