Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çынни çăкăрсăр юлмĕ

Кăçалхи çанталăк ял çыннине хирĕçле _ çу тăршшĕпе те çĕр пичĕ çине пĕр тумлам çумăр пĕрчи ỹкмерĕ. Çапах "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансен кăмăлĕ çирĕп. Уй-хирте çитĕннĕ мĕн пур тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн халĕ чун хавалĕпе ĕçе пикеннĕ вĕсем. Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Юрий Викентьев çĕр ĕçченĕн чăтăмлăхĕпе теветкеллĕхне тивĕçлипе хаклать. _ Уй-хир хуçисем хăйсене шанса панă яваплă участоксенчи ĕç тухăçлăхĕшĕн чунĕсене парса тăрăшаççĕ,_тет вăл. Хуçалăхра ĕç дисциплинине çирĕп йĕркелесе пыма май килни кооператив председателĕпе вăтам сыпăкри ертỹçĕсенчен, вĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен нумай килет. Кунта иртнĕ çулсенченех кадрсем тупассипе нихăçан та çивĕч ыйту тăман. Пачах тепĕр майлă, тĕп ĕçсене пурнăçлакан механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансем кирек хăш ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă яланхи çирĕпленнĕ çынсем. Акă, Анатолий Абрамов ветеран-комбайнер пирки таврара тахçанах ырă ят анчах çỹрет. Хăйĕн çулĕсене пăхмасăр çак вăхăтченех комбайн штурвалне çирĕп алăра тытать вăл. Владимир ывăлĕ ăна пулăшакан пулса тăрăшать. Владимир Квасовпа Вячеслав Антонов та чăн-чăн çĕр çыннисем. Черетлĕ вырмара та вĕсем пуçарулăх кăтартаççĕ, хăйсене пулăшма хире мăшăрĕсене те пĕрле илсе тухнă. Агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса ака ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварнă "Сатурн" хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем вырмана та маларах тухрĕç. Сĕлĕ пулса çитнĕ. 12 гектар çинче çитĕннĕ çак культурăна çĕр ĕçченĕсем кĕске вăхăтра çапса тĕшĕлерĕç тата кĕлетсене пухса кĕртрĕç. Вăл кашни гектартан вăтам шутпа 23 центнер тухнă. _ Кăçалхи çанталăк условийĕсене шута илсен, аптăрамалла мар пек. Ытти культурăсенчен те тухăç пуласса шанатпăр,_тет Ирина Иванова агроном. Чăннипех, ака ĕçĕсене пурнăçлама ир ĕлкĕрнĕ, пĕтĕм лаптăксене минераллă удобренисемпе апатлантарнă, лайăх вăрлăхсемпе анчах усă курнă "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕнче, юнашарти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсене пăхмасăр, тыр-пул начарах мар çитĕннĕ. Çавна май ял çынни çăкăрсăр юлмасса шанмалăх пур. Ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки çулсенче органикăлла удобренипе усă курса çĕр пулăхне лайăхлатассипе тимленине те вырăна хумалла. Халĕ те, вырма ĕçĕсене пурнăçланипе пĕр вăхăтрах, пушаннă лаптăксем çине тислĕк кăлараççĕ. Владимир Крысов механизатор ăна автомашинăсем çине тиет, Валерий Семеновпа Николай Купташкин, Алексей Алексеевпа Вениамин Лисицын тислĕке хире турттараççĕ. Ун хыççăнах Владимир Кукурузов анана сухалать, ăна вăл кĕрхи культурăсем акма хатĕрлет. 



"Елчĕк Ен"
21 июля 2010
00:00
Поделиться