Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тирпейлĕ пулни - хамăршăн

Аслă Пăла Тимешри Октябрь, Сад, Целинная, Канаш, Ленин ячĕллĕ, Чкалов ячĕллĕ урамсенче пурăнакансем иртнĕ кунсенче хăйсен ирĕкĕпе урамсене тирпей-илем кĕртме тухрĕç. Сад ура-мĕнчи çырмара ирĕк памасăр уçнă свалка та ял сăн-сăпатне ярса ларатчĕ. Пĕрре ушкăнпа пуçтарăнса тухнипе усă курса çынсем ăна та тĕплĕн тасатрĕç. _ Малашне çырмана яланах таса тытăпăр. Тирпейлĕ пурăнни хамăршăн-çке,- терĕç вĕсем юлашкинчен пурте пĕр шухăшлăн. Урамсенче, çырмара пуçтарăннă тĕрлĕ ăпăр-тапăра районти свалкăна леçме "Победа" сахал яваплă юлташлăх ертỹçи Н.Головин транспорт уйăрса пачĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пурĕ 60 ытла çын хутшăннă. Территорие тирпей-илем кĕртес ĕç вĕçленнĕ хыççăн граждансен пухăвне йĕркелесе ирттернĕ. Унта тирпей-илем ыйтăвĕпе çыхăннă йĕркесене, санитари схемине пăхăнассине сỹтсе явнă.


"Елчĕк Ен"
21 июля 2010
00:00
Поделиться