Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăхшăн йĕркеленмелле

 Юлашки вăхăтра районти инçетри ялсене çитме те çăмăлланчĕ _ чылай çĕрте автобус маршручĕсем уçăлчĕç. Вĕсем çук çĕрте таксистсен пулăшăвĕпе усă курма май пур. Çапах таксистсен ĕç-хĕлĕнче çитменлĕхсем те сахал мар. Çакăн пирки калаçу пуçартăмăр та район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçипе И.Кузнецовпа. _ Илья Васильевич, таксистсем чăннипех ял халăхне пулăшу параççĕ. Çапах та вĕсен пĕрлĕхĕнче лару-тăру мĕнле? _ Кашни ял патне хытарнă çул çитни халăхăн пурнăç ыйтăвĕсене татса пама май пачĕ. Автобус маршручĕсем те сахал мар уçăлчĕç. Таксипе те ялсене çитме пулать. Çапах та таксистсен пĕрлĕхĕ йĕркеленсе кайнă тесе калама çук-ха. Чи малтанах ĕç вырăнĕ пулмалла. Халĕ мĕн куратпăр-ха? Çăмăл автомашинăсем автостанцине йĕри-тавра "çавăрса" илнĕ. Автобуссене çỹреме чăрмантараççĕ çеç мар, ытти транспорт хатĕрĕсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Унтан çакна та палăртар _ çынсене турттаракан таксистсен культури те тивĕçлĕ шайра мар. Вĕсем ĕçе, каçарăр та, резина калушсемпе те тухма именсе тăмаççĕ. Хăйсем пухăнакан вырăнта та йĕркесĕрлĕх хуçаланать, пирус тĕпĕсем, пушă полиэтилен савăчĕсем йăваланса выртаççĕ. Диспетчер службине йĕркелеменнине вара нимĕнле те ăнлантарса параймăн. Урăхла каласан, хальхи вăхăтра районта таксистсен пĕрлĕхĕ çук текен шухăш та çуралать. _ Çапах та çакăнпа килĕшсе ларма çук ĕнтĕ? _ Çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕçлеме пуçăнтăмăр. Чи малтанах, налук органĕсенче регистрацилленмен "таксистсенчен" хăтăлмалла. Çакна тума саккунсем ыйтаççĕ те. Хальлĕхе налук органĕсенче регистрациленнĕ 16 предпринимателĕн хăйĕн çăмăл автомашинисемпе çынсене турттарма ирĕк пур. Малашне таксисем валли уйăрнă ятарлă вырăн та пулĕ _ вăл "Була" хăна çурчĕ çумĕнче вырнаçĕ. Чи кирли вара районта таксистсен диспетчер службине йĕркелесси. _ Çак енĕпе мĕн тума палăртнă? _ Таксистсен пĕрлĕхĕ пирки шутласан, йĕркеленни вырăнлă. Çынсен кăмăлне шута илсе, вĕсене çăмăл пултăр тесе, такси чĕнсе илнĕ вăхăтра пĕрлехи диспетчер служби паллă вырăнта. Çак енĕпе ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Таксистсен пĕрлехи диспетчер служби талăкĕпех ĕçлĕ. Унта 2-3 çын пулĕ. Халĕ диспетчер службине кадрсемпе тивĕçтерессипе ĕç пырать. Кам та пулин çакăнта хăйĕн ăсталăхне тĕрĕслесе пăхасшăн, "Була" хăна çурчĕн тĕп бухгалтерĕ Антонина Терентьева патне пымалла. _ Калаçăва вĕçленĕ май, Илья Васильевич, мĕн палăртнă пулăттăр? _ Район пуçлăхĕ Н.Миллин, район администрацийĕ яланах халăхăн ыйтăвĕсене туллин пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар _ кашни яла çут çанталăк газĕ, хытарнă çул çитрĕ. Çынсен кăмăлĕсене тивĕçтерсе таксистсен пĕрлĕхне çирĕплетни те ялсенче пурăнакансемшĕн çăмăллăх пулĕ тесе шанса тăратпăр.


"Елчĕк Ен"
21 июля 2010
00:00
Поделиться