Мĕн ĕлĕкрен вĕрентекене шлепке хывса пуç тайнă. Курнавăш ялĕнче пурăнакан Татьяна Петровна Федорован ячĕ-шывĕ те Кĕçĕн Пăларан пуçласа Атăл таран янăрама ĕлкĕрчĕ. Вăл Вăрмар районне кĕрекен Кивĕ Вăрмар ялĕнче кун çути курнă. Шкул саккипе сыв пуллашсанах И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне çул тытнă хĕр. Мĕн пĕчĕкрен вырăс чĕлхипе кăсăкланнăран, унăн илемне туйса ỹснĕрен вырăс чĕлхи уйрăмне çăмăллăнах вĕренме кĕрет. _ Ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Тус-юлташсемпе те сахал мар "шкулла" вылянă, ялан тенĕ пекех учитель сăнарне калăпланă. Çитĕннĕçемĕн вара хама ăс панă Галина Гавриловна Алексееван сумлă ячĕ те малалла талпăнма, ача чухнехи ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме вăй-хăват пачĕ пулĕ, _ тет педагог. Хĕрлĕ хуплашкаллă диплом алла илсенех тăрăшуллă та сăпайлă хĕре Курнавăш тăрăхне вĕрентекен пулма ĕçлеме янă. Унтанпа çирĕм ултă çул хушши ĕнтĕ Татьяна Петровна ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Шăпах çакăнта Курнавăш йĕкĕчĕ куç хывнă та ăна. Çав çулах çамрăксем пĕрлешсе çемье чăмăртанă, халĕ икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. _ Вĕрентекен _ Турă панă професси. Ачасемпе ĕçлеме вара чунтан кăмăллатăп, кашнийĕнпех пĕр чĕлхе тупса вĕсене ăнланма, пулăшу пама та пĕлмелле. Çулсем малаллах шăваççĕ пулин те ачасем хушшинче чунпа яланах çамрăк, ĕмĕтсем çутă, _ тет Т.Федорова. Тĕрлĕ Хисеп хучĕ те сахал мар вĕрентекенĕн. 2006 çулта республикăри "Чи класлă класснăй" конкурса хутшăнса виççĕмĕш степень Диплома тивĕç пулнă вăл. _ Вĕренекенсем манăн çула суйласа илни те савăнтарать, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнатăп, _ хĕпĕртенине пытармасть вĕрентекен. Пысăк тавра курăмлă та талантлă учителĕн çитĕнĕвĕсемпе ĕçтешĕсем те тивĕçлипех мухтанаççĕ, хисеплеççĕ. _ Çамрăкпа çамрăк пек, ватăпа ватă пек, пулăшу аллине яланах тăсса пама хатĕр пулнишĕн мăнаçланатпăр. Ачасен çитĕнĕвĕсенче Татьяна Петровнăн тỹпи çỹллĕ шайра пулнишĕн ашшĕ-амăшĕ те савăнăçне пытармасть. Яланах хăйĕн шухăшне палăртса пурнăçа кĕртме тăрăшни шкул чысне çỹллĕ шая çĕклени куç кĕретех, _ тесе палăртать шкул директорĕ П.Кузнецов. Сăн ỹкерчĕкре: Т.Федорова.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.