Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Петравчă - салтак, учитель, краевед

Аслă Елчĕкри Шуркасси урамĕн варринче, хальхи В.Каткова пурăнакан вырăнта, Пичукка Петĕрĕ хăйĕн çемйипе пурăннă. Çĕр пайĕ сахалран питĕ чухăн пулнă. Унăн ывăлĕ Ехвин пурнăçа кăштах та пулин çăмăллатас тĕллевпе Самар кĕпĕрнинчи пĕр улпут патне тарçа кайса кĕнĕ. Çапах та, ĕç халăхне кăштах та пулин çăмăллăх памалли пирки час-часах калаçнине пула ăна улпут патша çарне штраф батальонне ăсатать. Ку 1845 çулта пулнă. Ехвин 25 çул патша çарĕнче службăра тăрса сахал мар нуша тỹснĕ, çапах та, ăслă та тăрăшуллăскер, унтах хутла вĕреннĕ. Чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ хыççăн Ехвин салтак аслă унтер офицера çитет, яла таврăнать. Вăл таврăннă вăхăтра унăн ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕ пулнă. Чăваш ачи службăра аслă унтер офицера çитни питĕ сайра. Унăн нимле специальность та пулман, ашшĕн çĕрне те тытса илнĕ. Мĕнле пурăнмалла? 1861 çулта Ехвин салтак ял старостипе килĕшсе шкул уçать. Вăл ачасене чăвашла вĕрентме пуçланă. Çавăнпа унта тĕрлĕ ялтан чылай çамрăк вĕренме çỹренĕ. Шкулта вĕрентнĕшĕн Петравчă (çапла чĕннĕ ăна ялта) вĕрентекен 3-4 çул ĕç укçи пачах та илмен. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ апат-çимĕç паркаланипе пурăннă. Аслă Елчĕкре шкул уçăлни çинчен Хусана та хыпар çитнĕ. 1864 çулта шкулсен инспекторĕ Золотницкий Аслă Елчĕк шкулне тĕрĕслеме килнĕ хыççăн тин ăна ĕç укçи пама тытăнаççĕ. Ку шкул çинчен инспектор Хусанта тухса тăракан хаçата çырса пĕлтерет. Асăннă хаçатăн копийĕ Аслă Елчĕк шкулĕн музейĕнче халĕ те упранать. 20 çула яхăн ачасене хутла вĕрентнĕ хыççăн Петравчă суккăрланать те ĕçлеме пăрахать. Куçĕсем курманскер, час-часах урама тухса ларнă. Унăн халапĕсене итлеме касри ачасем йышлă пухăннă. Вăл вĕсене Аслă Елчĕк ял историне кала-кала панă. "Çар службине ка-йичченех Петравчă ял историйĕпе кăсăкланнă, ăна питĕ лайăх пĕлнĕ", _ тесе каласа паратчĕç ватăсем. Вĕсем хушшинче манăн атте те пулнă. Вăл хăш та пĕр халапа çырсах хăварнă. 1578-1787 çулсенче Куславкка çывăхĕнчи Елчĕк (вырăсла Карамышево) ялĕнчен темиçе хутчен те 5-9 хуçалăх пĕрлешсе Хирти Елчĕке (çапла ятлă пулнă Аслă Елчĕк) пурăнма куçса килнĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех çырни те шкул музейĕнче упранать. Пĕр çулĕнче ялта мур сарăлнă. 6 хуçалăхри çынсем веçех вилсе пĕтнĕ. Ку хаяр чир-чĕртен хăранă 19 хуçалăх каялла Карамышево ялне куçса кайнă. Çак сăлтавсене пулах пуль, 1719 çулта ирттернĕ çырав ялта пурăнакансем сахалланса пынине палăртнă. Ку тĕслĕхе Аслă Елчĕк шкулĕнче учитель-директор пулса ĕçленĕ А.М. Павлова та çирĕплететчĕ. Вĕсен аслашшĕсем те çак 19 хуçалăхпа пĕрле Елчĕк (Карамышевăна) каялла куçса кайнă.

Елчĕк ялĕ пуçланса кайни Петравчă çапла каласа панă: 1710 çулта ял çыннисемпе вĕсен усă куракан çĕре шута илнĕ. Тепĕр çулĕнче Хирти Елчĕке пурăнма тата 5 хуçалăх куçса килнĕ. Ял старости Кăмака Самсунĕ вĕсене Йăлăмкасра çурт-йĕр лартма сĕнет. Анчах куçса килекенсем ĕçме таса шыв пулманнине пĕлсе унта вырнаçма килĕшмеççĕ. Вĕсем Кĕçĕн Пăла шывĕ тăрăх хĕвел анăçнелле кайса Кĕçĕн Пăлапа Тайпике çырми пĕрлешнĕ вырăнта (Пăла шывĕн икĕ енĕпе те тыр пул акса çитĕнтерме паха çĕрсем пуррине пĕлсе) çурт-йĕрсем лартма шутлаççĕ. Çапла 5 хуçалăх вырнаçнă яла "Елчĕк" тесе ят параççĕ. Çавăнтан вара халăхра ку яла "Кĕçĕн Елчĕк", "Хирти Елчĕке" _ "Аслă Елчĕк" ялĕ теме пуçлаççĕ. Кĕçĕн Елчĕк ăнăçлă вырнаçнăран ял питĕ хăвăрт ỹссе аталанса пынă. 1719 çулти çырав тăрăх ялти хуçалăхсен шучĕ çирĕме çитнĕ. Петравчă каласа панине тĕпе хурас пулсан, паянхи район центрĕ _ Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа çитес çул 300 çул çитет. Кĕçĕн Елчĕк мĕнле майпа вулăс центрне çаврăннине "Елчĕк ен" хаçатăн 2010 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче пичетленнĕ "Ял вăрттăнлăхĕсем нумай" статьяра çырнăччĕ. Шуршусем чееленни Петравчă ял халăхĕшĕн сахал мар тăрăшнă. Ялта хăй ирĕкĕпе шкул уçнă çеç мар, çĕр ыйтăвне те татса пама пулăшнă. Аслă Елчĕк ялĕн хĕвел тухăç енче тутар ялĕ _ Шуршу (Аксу) вырнаçнă. Ял çĕрĕсене уйăрса тăракан чикке юпасем лартса уйăрман. Çавна май чикке улăштарма та май пулнă. Шуршу тутарĕсем хăйсен ял кĕтĕвне ялтан чикĕ патне, унтан чикĕ тăрăх çурçĕрелле _ çырма-çатраллă вырăнсене çити илсе кайнă. Вĕсем кĕтĕве Аслă Елчĕк çĕрĕ çине кĕрсе хăваласа кайма хăнăхнă. Çапла вара Шуршусем кашни çуркунне кĕтỹ таптанă çĕр лаптăкне хăйсен çĕрне çавăрса сухаласа пынă. 10 çул хушшинче Аслă Елчĕксем хăйсен темиçе теçетке çĕрне çухатнă. Петравчă учитель чĕрĕк ĕмĕр патша çар службинче тăрса вырăс чĕлхине тĕплĕн вĕренсе çитнĕскер, никамран пĕр пус укçа пухмасăр, çуран икĕ хутчен кĕпĕрне хулине _ Хусана кайса ял çĕрне виçтерме çĕр виçекене илсе килме тăрăшнă. Анчах мишавайăн суд йышăнăвĕсĕр çĕр виçме ирĕк пулман. Судра ку ыйтăва пăхса тухма сахал мар укçа кирлĕ пулнă. Çапах та Петравчă çак ыйтăва татса пама мел тупнă. Яла çĕр виçекен илсе килсе çĕре виçтернĕ. Çапла ыйтăва татса панă. Çак маларах çырнă тĕслĕхсем çинчен кала-кала панă та ĕнтĕ Петравчă итлеме пынă ачасене. Ял историйĕпе унчченех кăсăкланнă май, 1965 çулта халăх хушшинче ăруран ăрăва куçса пыракан халапсене, легендăсене пухса ял кун-çулне çырас кăмăл çуралчĕ. Çак тапхăртан пуçласа куллен шур сухаллă ватăсемпе тĕл пулса калаçма пикентĕм. Ялти пĕрремĕш учитель Петравчă халапĕсене пухса пĕтĕмлетесси, вĕсене историри пулăмсемпе танлаштарасси тĕп вырăнта пулчĕ. 6 çул чăтăмлăн тĕпчеме тиврĕ. Халăх хушшинче çỹрекен халапсене 1972 çулта районта тухса тăракан "Колхоз ялавĕ" хаçатра пичетлеме сĕнтĕм. Акă мĕн çырчĕ ку çулсенче "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ А.С. Емельянов хăйĕн "Легендăсем _ аваллăх тĕкĕрĕ" статйинче: "Юлашки 20 çул хушшинче çакăн пек кăткăс темăна район хаçатĕнче никамах та хускатма вăй та, хăюлăх та çитерейменччĕ..." Е тата "Чăваш АССР Министрсен Совечĕн наукăпа тĕпчев институчĕ П.А.Печков ĕçĕсене уйрăм фонда кĕртнĕ, вĕсем 66 страницăран тăракан 580-мĕш томра упранаççĕ. Вĕсем тинех историпе этнографишĕн чăннипех те пуян материал пулса тăнине çирĕплетет çакă". Чăннипех те ку историлле очеркпа усă курса тĕрлĕ аслă шкулсенче пĕлỹ пухакан 43 студент рефератсем çырчĕ. Аслă шкулта пĕлỹ пухакан икĕ учитель çак историлле очеркпа усă курса диплом хỹтĕлерĕç. В.Мурзакаев учитель хĕрлĕ диплома тивĕçрĕ.



"Елчĕк Ен"
17 июля 2010
00:00
Поделиться