Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хаваслă иртеççĕ кану кунĕсем

Хаваслă кулă, ача-пăча сасси Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумĕнче йĕркеленĕ "Улыбка" кану лагерĕнче самантлăха та лăпланмасть. Кулленех кунта аллă-утмăл ачаран кая çỹремест, вĕсемпе ятарласа пилĕк воспитатель ĕçлет. Ачасем вăхăта пĕлсе, вырăнлă усă кураççĕ, тĕрлĕ çĕре çитсе кураççĕ. Нумаях пулмасть Çуткỹл кỹллин хĕрринче канчĕç. Н.С. Кириллов учитель-пенсионер унăн историне тĕплĕн каласа кăтартнине те ĕмĕрлĕхе асра тытĕç. _ Эпир кунта кашни кун хаваспах çỹретпĕр, кунсерен тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр, _ терĕ Евдокия Егорова. Кăçалхипе пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ кунта утă уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче пулăç кунне паллă тăваççĕ. Ачасем куç илми пĕр-пĕрне сăнаççĕ. Ку енĕпе вара Н.Кругловпа Л.Чермакова çитекенни пулмарĕ тесе палăртрĕç. Ачасем вĕренỹре те, спортра та, вăйă-юрăра та хăйсен ăсталăхне пытармаççĕ. Çанталăк шăрăх тăнине пула "çумăр çу, çумăр çу, çупа çăкăр çитереп" тесе такмакласа вылянине те хаваспах аса илчĕç. Маттур та пултаруллă вĕренекенсем спортпа туслă пулни ашшĕ-амăшне те, шкул ĕçченĕсене те савăнтарать. Кунсерен мечĕк хăваласа мĕн чухлĕ чупмаççĕ пулĕ вĕсем. Район центрĕнче вырнаçнă "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексне тăтăшах çỹреççĕ. Шкул ачисен çутă ĕмĕчĕсем татах та пысăк. Çитес вăхăтрах вĕсем Кĕçĕн Пăла пуçланнă çĕре, Патреккел çăл куçне, тĕп хуламăра та çитсе курас шухăшлă. Воспитательсен ĕçĕ-хĕлĕпе вара ашшĕ-амăшĕ те, шкул директорĕ те кăмăллă, вĕсене чунĕсене парса ĕçленĕшĕн тав тăваççĕ. Сăн ỹкерчĕксенче: канури самантсем.


"Елчĕк Ен"
17 июля 2010
00:00
Поделиться