Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юрату йĕрне юр та шăлмасть, шыв та илмест

Виççĕмĕш çул Раççейре Çемье, юрату, шанчăклăх кунне паллă тăватпăр. Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн мăшăрĕн Светлана Медведеван пуçарăвĕпе йăл илнĕ праçнике районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем вĕрентекенсене йыхравларĕç. Ахальлисене мар, алла-аллăн тытăнса çемье киммине ларса вуншар çул юратупа, килĕшỹпе, ытарайми вăйлă туйăмсемпе пĕр-пĕрне шанса ишекенсене, ĕмĕрĕсене ачасене пĕлỹ тата воспитани панă тата паракан хисеплĕ мăшăрсене. Вĕрентекен çулталăкĕнче кашнийĕн пурнăçĕнчи тĕп çынсене сума суни, вĕсен ырă та сăваплă ĕçĕпе пĕрлех çемьери телейне, юратăвне, шанчăклăхне епле упрани питех те интереслĕ. Районта шкулта ĕçлекен арлă-арăмлă 45 çемье пулнине шута илнĕ. Вĕсенчен 15-шĕ хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа тивĕçлĕ канăва тухнă. Сăмах май, нумай çул юратупа килĕшỹре пурăнакан Кавалти Теллинсен çемйи кăçал шăпах "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена тивĕçрĕ. Уява районти тĕп библиотека директорĕ Л.Зайцева уçрĕ. Унтан хисеплĕ мăшăр-педагогсене район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Спиридонова, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, халăха социаллă пулăшу паракан центр ертỹçи Л.Александрова саламларĕç. Вулав залне нихçанхинчен илемлĕ капăрлатнă. Салтак тỹмисем _ шанчăклăхпа тасалăха çирĕплетекен уй-хир чечекĕсем вара _ уяв символĕсем. Вĕсем кашни мăшăрăн аллинче. Ача-пăча библиотекине çỹрекен хĕр ачасем хăнасене Муромра пурăннă Петрпа Феврония юратăвĕ çинчен (шăпах вĕсем çемье телейĕн управçисем шутланаççĕ) тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Унтан сăмах сумлă хăнасене пачĕç. Çемье вучахне чылай çул хушши сỹнме паманскерсем _ Елчĕкри Чер- новсем. Çак мăшăрсен стажĕ _ 57 çул. Петр Никифоровичпа Лидия Егоровнăна районта палламан çын çук та пулĕ. СССР халăх учителĕн çемйи кашни çамрăк çемьешĕн ырă тĕслĕх. Пурнăç сукмакĕпе улттăмĕш теçетке юнашар утакансем çамрăксене пурнăç опычĕпе, лăпкă та тăнăç çемьен хăш-пĕр ырă енĕсемпе паллаштарчĕç. Аслă Елчĕкри Бобинсем пĕр урапа çинче ларса пыма тытăнни 32 çул. Виталий Леонидовичпа Вера Петровна та ялти хисеплĕ мăшăр. Кушкăри Петровсем педагогика династине малалла тăсакансем. Студент чухне çемье çавăрнă çамрăксем паян та , 33 çул иртнине пăхмасăр, пĕр-пĕрин çинчен куç илмеççĕ, юрату туйăмĕсем вăхăт иртнĕ май пушшех хĕрỹленсе пынине туяççĕ. Луиза Григорьевнăпа Алексей Александрович ялти чи чыслă та харсăр, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан çемье пулнипе палăраççĕ. Вĕсем çамрăксене тỹрĕлĕхе вĕрентессишĕн те нумай тăрăшаççĕ. Елчĕкри Лапшинсен çемйине те чылай çул пĕлетĕп. Тату та килĕштерсе, вăйлă туйăмсен авăрĕнче хĕрỹленсе, шанчăклăха упраса, пĕр-пĕрне юратса пурăнакан мăшăр. Татьяна Николаевнăпа Георгий Васильевич алла диплом иличчен кăшт маларах _ 23 çул каялла çемье çавăрнă. Энтепери Марковсем кунта пухăннă çемьесенчен чи çамрăккисем. Вĕсем те пĕр-пĕрин хушшинче чăн-чăн юрату хĕлхемне хĕмлентерме пуçлани 18 çул. Виталий Петровичпа Людмила Валентиновна юрă-ташă ăстисем. Уявра вĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарма та ỹркенмерĕç. Хăнасем çемье уявне хăйсене чысласа чĕннĕшĕн тав тума та манмарĕç. Çемьере телейлисем çеç чăннипех телейлĕ тени тĕрĕсех çав. Хаклă çыннăмăрсем çине пăхсан вĕсен кашнийĕн пит-куçĕнче ырă асамлăх ялкăшать, пурнăç опычĕн пуянлăхĕпе, хутшăнусен вăрттăнлăхĕпе ĕмĕр иртнине те сисмеççĕ вĕсем.  Сăн ỹкерчĕкре: уяв хăнисем.


"Елчĕк Ен"
10 июля 2010
00:00
Поделиться