Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăтлă пулăшу

Хваттерте пĕчченех ларакан Таня шухăшлăн кантăкран тинкерчĕ. Чашăлтатса çăвакан çумăра сăнарĕ. "Эх, мăшăрăм вăхăтра пулăшу паман пулсан мĕн пулатчĕ-ши манпа, тĕпренчĕкĕмпе?" _ хаш сывларĕ вăл кăштахран пĕр тикĕссĕн сывласа çывăракан хĕрĕ çине тинкернĕ май. Иртнĕ вăхăт ерипен-ерипен куç умне тухса тăчĕ. ... Çĕр-шывăн тĕп хулинче медицина университетĕнче пĕлỹ пухатчĕ хĕр. Ашшĕпе амăшĕ те ĕмĕрĕпех тухтăрта ĕçленĕренех суйларĕ пулĕ асăннă профессие. Ялта çитĕннĕ çак вырăнта вĕренни пысăк çитĕнỹччĕ. Вăл вара çăмăлпа килмен, кашни кун ырми-канми вĕренни, тăрăшулăх илсе çитернĕ ăна Мускава. Çуллаччĕ ун чухне. Университетран тухсан Таня хаш сывласа ячĕ. Çуллахи сессин юлашки экзаменне те ăнăçлă тытни савăнтарчĕ ăна. Эппин, тепĕр вĕренỹ çулĕнче те стипенди илĕ. Студентшăн вăл пысăк укçа. Экзамена хатĕрленсе çĕрĕпех çывăрманран куçĕсем хупăннине туйрĕ хĕр, çавăнпа та общежитие хăвăртрах çитсе кăштах канса илме васкарĕ. _ Пỹлĕме çитсенех хамăн савăнăç пирки килтисене шăнкăравласа пĕлтерĕп, _ çак шухăшпа çунатланнă май çул урлă каçма тăчĕ Татьяна. Шухăша путнăран сылтăм енчен килекен автомашинăна асăрхаймарĕ. Светофорăн хĕрлĕ çути çутнăран хĕр çул урлă каçасса кĕтмен водитель те хăвăртлăха чакарса ĕлкĕреймерĕ, çул урлă каçма тăнăскер çине пырса кĕчĕ. Тăна кĕрсен Таня хăй ăçта выртнине часах ăнкарса илеймерĕ: шурă стенасем, вырăн çи виттисем те шап-шурă. Чỹрече çинчи пысăк вазăра _ хĕрлĕ кĕлчечексем, вырăн çумĕнчи пĕчĕк шкап çинче _ турилкке тулли улма-çырла. Кĕçех палатăна шурă халатлă çын пырса кĕчĕ. _ Мĕн пулнă манпа? _ терĕ хĕр хăй больница койки çинче выртнине, умĕнче тухтăр тăнине ăнланса. _ Эсир аварие лекнĕ, _ терĕ те шур халатлă çын алăка уçса такама чĕнчĕ. Кĕçех палатăна çỹллĕ те тĕрек кĕлеткеллĕ 30 çулсенчи хитре арçын пырса кĕчĕ. _ Тинех тăна кĕтĕр, салам, _ терĕ çакскер хĕр выртакан койка патне хăюсăррăн пусса çывхарнă май. Калаçуран Таня çул урлă каçнă чух çак арçын ун çине машинăпа пырса кĕнине, тỹрех çывăхри больницăна илсе килнине, хĕр тăна кĕриччен палата умĕнче ларнине пĕлчĕ. _ Мухтав Турра, суранусем йывăрах мар. Тепĕр темиçе сехетренех чупма пуçлăн акă, _ терĕ те тухтăр йăл кулса, палатăран тухрĕ. Иккĕшĕ анчах юлсан пĕр-пĕринпе паллашрĕç çамрăксем. Андрей Мускавра çуралса ỹснĕ, 30 çулта, авланман, пĕччен пурăнать. Шкул хыççăн вĕренсе инженер профессине алла илнĕ. Çапах та хăйĕн профессипе ĕçлемест, пиччĕшĕпе пĕрле çăмăл автомашинăсем юсакан салон тытса тăраççĕ. Суранĕсем çăмăл пулсан та 10 кунсăр кăлармарĕç Таньăна больницăран. Андрей хĕр патне кашни кунах килсе çỹрерĕ. Больницăран тухсан та çыхăнăва çухатмарĕ каччă. Çамрăксем хăйсем сисмесĕрех юрату авăрне кĕрсе ỹкрĕç. Пукане евĕр илĕртỹллĕ сăн-питлĕ хĕре ытараймасăр сăнарĕ Андрей. Хитрелĕхĕпе анчах мар, сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе, çивĕч ăслă пулнипе илĕртрĕ ялта çитĕннĕ хĕр хула каччине. Таньăшăн вара тимлĕ те пуян каччă юмахри принц евĕр туйăнчĕ. Ĕç-пуçĕ хăй шутланă пек мар, йăлтах тепĕр майлă çаврăнса тухрĕ пикен. Малтанах каччă хĕре каникул вăхăтĕнче кăштах та пулин хулара пурăнма ỹкĕтлерĕ. Уйăхранах ăна качча илсе хăй патне хваттере илсе каясса пĕлтерчĕ. Пĕр-пĕрин ашшĕ-амăшĕпе паллашнă хыççăн туй тусах пĕрлешрĕç Андрейпе Татьяна. Мускав каччине "çавăрма" пултарнă ялтан килнĕ чăваш хĕрĕ çине пĕрле вĕренекен хĕрсем ăмсанса пăхрĕç. Пĕрле пурăнакан хула хĕрне Роксанăна танташĕн ăнăçлăхĕ темшĕн вĕчĕрхентерчĕ. Чăн та, тап-такăр та тип-тикĕс çул çине илсе тухрĕ Таньăна шăпа. Арçын хĕрарăма пĕтĕм чунтан юратсан уншăн нимĕн те хĕрхенмест. Нимшĕн те пăшăрханмасăр пĕр шухăшсăр пурăнма пулать иккен çакăн евĕр тĕреклĕхре. Мĕн çамрăкран пилĕк авса ỹснĕ, укçа хакĕпе перекетлĕх мĕнне туйма вĕренсе ỹснĕ Ларисăн аллине укçа-тенкĕ часран-час тĕрки-тĕркипех кĕме пуçлани, чаплă хваттерте патша майри евĕр саркаланса пурăнни (арăмне вĕренỹре чăрмав кỹрес мар тесе хваттере тасатса тăма та уйрăм çынна тара тытрĕ мăшăрĕ), пушă вăхăтсене кафе-ресторансене е дискотекăсене çỹрени чăн юмаха аса илтерчĕ. Çулталăкран çемьене "çĕнĕ кайăк" хушăнчĕ. Диана ят пачĕç амăшĕ евĕр черчен те хỹхĕм хĕре. Ача çуралсан арçын тата та çепĕçрех те тимлĕрех пулчĕ. Çапах та чипер пурăннă çĕртех мăшăр çулĕ урлă хура кушак каçрĕ тейĕнех. Пĕринче университетра иртнĕ дискотекăра савăнăçлăрах та ирĕклĕрех тытма тесе маларах общежитинче пĕрле пурăннă тантăшĕ Роксана Таньăна сок савăчĕ ăшне темле шурă хутăш яма сĕнчĕ. _ Эпĕ мĕншĕн яланах хаваслă тесе шутлатăн? Ĕç, ан хăра. Куратăн, манăн йăлтах йĕркеллĕ. Çак пулăм хыççăн хăйпе мĕн пулса иртнине тỹрех ăнкараймарĕ-ха Таня. Тепĕр кунне пуçĕ тỹсме çук ыратнине, вăйĕ çуккине туйрĕ вăл. Нимĕн те мар, çав ĕнерхи хутăш кирлĕ ăна паян та. Пĕр тăхтаса тăмасăр Роксанăна шăнкăравларĕ. Лешĕ унăн шăнкăравне кĕтнĕ тейĕнех, мĕн кирлине самантрах илсе килсе пачĕ. Наркомани серепине лекнĕскер, пуйса кайнă тантăшне тахçанах çавăрма ĕмĕтленнĕ вăл. Хăйне те çĕнĕрен те çĕнĕ доза кирлĕрен укçа шыраса хăшкăлмалла марришĕн, укçа çăл куçĕ юнашарах пулнăшăн хĕпĕртерĕ çеç _ тантăшне наркотике икĕ хут пысăкрах хакпа сĕнчĕ. Кая юлса ăнланчĕ йăнăшне Таня, чирĕ пирки мăшăрĕ пĕлесрен шикленме пуçларĕ. Чир вара амаланнăçемĕн амаланса пычĕ, вăхăт иртнĕ май саппасри укçи те пĕтрĕ хĕрарăмăн. Мăшăрĕ хушăран парса пыракан укçа-тенкĕ маларах нумай курăннă пулсан, халĕ çитмерĕ. Çине-çинех укçа ыйтма пуçлани, арăмĕ хăйне унчченхинчен урăхларах тыткалани Андрее сисчĕвлентерчĕ? _ Татах ыйтатăн, ăçта хуратăн эсĕ ук-çана? _ тĕлĕнсех каларĕ вăл пĕринче. _ Çаратрĕç мана, _ йĕрсех ĕнентерчĕ Таня. Таня эрни-эрнипех килне таврăнмасăр çỹреме пуçласан тин ăнланчĕ чăн сăлтава Андрей... Мăшăрĕн чун-чĕререн тухакан юратăвĕпе ăнланăвĕ инкекрен хăтăлма пулăшнине çирĕп туять халь хĕрарăм. Вăл çак хăрушă чиртен сипленме пулăшман пулсан унăн пуласлăхĕ пирки шухăшлама та хăрушăччĕ. 


"Елчĕк Ен"
10 июля 2010
00:00
Поделиться