Лаша пуласси тихаран паллă
Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ача-пăча шавĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче те лăпланмасть. Кунта Екатерина Яковлевна Кузьмина ертсе пынипе 1-мĕш класс ачисем тăван шкула ирсерен пулăшу пама васкаççĕ. Палăртнă график тăрăх ачасем ултă кун шкул таврашĕнче тĕрмешеççĕ: пахча çимĕçе çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ, тирпейлĕхшĕн те çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Кунсăр пуçне кашниех килĕсенчен илсе килнĕ чечекĕсемпе те юлташĕсемпе пупленĕ пек сăмах ваклать, шăварать. _ Лаша пуласси тихаран паллă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. Диана Трофимова вĕренỹре те, ĕçре те хастаррисенчен пĕри, _ тет класс ертỹçи. Çавăнпах ĕнтĕ ăна ушкăнри пуçлăха суйланă юлташĕсем. Çулĕпе çамрăк пулин те пĕр-пĕринпе туслă, пĕр çемьери пек пурăнма вĕрентет хĕр ача. Районта пулса иртнĕ "Поэзи çăлтăрĕ" конкурса хутшăнса виççĕмĕш степень диплома та тивĕç пулнă вăл. _ Диана юлташĕсемшĕн тĕслĕх пулни ыттисене те вĕренỹре çунатлантарни тỹрех сисĕнет, _ терĕ Е.Кузьмина. Настя Каценеленбоген та "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Ытларах ỹкерме кăмăлланине те пытармарĕ вăл. Арçын ачасем те хĕр ачасенчен кая юлмаççĕ _ ташлама ăста пулни çинчен пĕр-пĕрне пỹле-пỹле пĕлтерчĕç. _ Ачасенче вара малашлăх пурри чуна савăнтарать, вĕсен çутă ĕмĕчĕсем пурăнма вăй-хал параççĕ, _ терĕ класс ертỹçи.
"Елчĕк Ен"