Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эпир те тивĕçлипе ĕçленĕ

 Иртнĕ кунсенче Чăвашпотребсоюза туса хунăранпа 90 çул çитнине паллă турĕ республикăмăр. Пысăк событи ку пирĕншĕн. Эпĕ, ĕмĕрĕме çак тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, алла авторучка тытмасăр, иртнине аса илмесĕр пултараймарăм. Иртнĕ çулсенче Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕнĕ Елчĕк райповĕ хăйĕн ĕçне палăрмаллах хавшатнăран ун çине сỹрĕккĕнрех пăхма пуçларĕç. Çапла, ялти чылай лавкка урăх хуçа аллине куçрĕ, теприсене арендăна пачĕç, пĕчĕк ялсенчисем вара пачах хупăнчĕç. Уйрăм предпринимательсем çивĕчрех пулчĕç пулас. Çапах та хăй вăхăтĕнче епле кĕрлесе тăратчĕ райпо. Вăрçăчченех йĕркелесе янă тытăмра ĕçлекенсем йывăр вăхăтсенче калама çук пысăк паттăрлăх кăтартнине аса илмесĕр иртеймĕн. Сельпо çумĕнче йĕркеленĕ хатĕрлев кантурĕ коллективлă хуçалăхсем йĕркеленĕ вăхăтра пысăк, пархатарлă ĕç пурнăçланă. Çур аки вăхăтĕнче хатĕрлевçĕсем килĕрен çỹресе халăхран тĕш тырă пуçтарса хуçалăхсене пулăшу кỹнĕ. Вăрçă хыççăн та сельпо ял халăхĕшĕн нумай тăрăшнă. Нумаях пулмасть вăрçă вăхăтĕнче сельпора бухгалтер пулса ĕçленĕ Ф.Соколовăпа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. Вăл йывăр çулсенче сельпона 3 çын çеç ертсе пынине пĕлтерчĕ. "Эрнере пĕр кун краççын сутаттăмăр. Хĕллехи кун мĕнле йывăрччĕ ĕçлеме. Çапах та сутнă, ял çыннисем çутăсăр ан ларччăр тенĕ", _ аса илчĕ вăл. Райпо тытăмне кĕнĕ хатĕрлев кантурĕнче 30 çул экономист пулса ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах вырăнти профсоюз организацине ертсе пытăм. Ялта çуралнăскер, хресчен нуши-тертне ачаранах курса, туйса ỹснĕ. Ача чухне мĕнле тар тăкнисем куç умĕнчен каймаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш-утмăлмĕш çулĕсенче ирхине 7 сехетре ял çыннине ялта курма тỹр килмен, пурте тенĕ пек хирте пулнă. Çавна май çурхи-кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче сутуçăсем ултă сехетрех лавккана уçнă. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче сутуçă лашапа хире тавар сутма тухнă. Эпир, ачасем, сутуçă килессе чунтан кĕтеттĕмĕр. Ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн яланах Акатуй кĕрлетчĕ ялсенче. Ун чухне те сутуçăсем ял çыннине тутлă çимĕçпе сăйланă. Яланах хресченпе юнашар пулнă. Елчĕк пасарĕ иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче аванах кĕрлетчĕ. Ялсенчи сутуçăсем район центрĕнчи тĕп пасартан пĕрре те юлман. Çавăн пекех ĕçпе юрă уявĕсене инçетри ялсенчи сутуçă суту-илỹ тума эрне кун тухса кайнă та вырсарни кунсăр та таврăнман. Эпир те, хатĕрлев кантурĕн ĕçченĕсем, халăх ыйтăвне тивĕçтерес тесе çанă тавăрса вăй хунă. 35-40 тĕрлĕ ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлесе çĕр-шывăн тĕрлĕ хулисене ăсататтăмăр. Пирĕн районтан пухнă "иккĕмĕш çăкăр" çитмен тăрăх та юлман-тăр. Е тата хут-хăмăр, тимĕр-тăмăр сахал пуçтарнă-и? Халĕ вара Чăвашпотребсоюз, Центросоюз патшалăх ведомствине кĕмеççĕ теççĕ. Ĕмĕрне чунне парса ĕçленĕ çынсем, патшалăх наградисем пур çĕрте, ĕç ветеранĕн çăмăллăхĕсемпе усă кураймаççĕ. Пĕтĕм çамрăклăхпа сывлăха хамăр ĕçшĕн паман-и вара эпир? Нивушлĕ ватлăхра ĕç ветеранĕ пулма тивĕçлĕ мар?


"Елчĕк Ен"
10 июля 2010
00:00
Поделиться