Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асăрханăр: шăрăх!

 "Сывлăш температури пĕтĕм рекорда çĕнетнĕрен халăх ăшă анратнипе аптăрать. Хамăра тата çывăх çыннăмăрсене хĕвел хĕртсе янинчен епле сыхламалла? Хĕвел анратсан мĕн тумалла?", _ ыйту хыççăн ыйту параççĕ республика çыннисем. Хулари васкавлă пулăшу паракан станцирен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăхра Шупашкарта çеç ăшăпа 11 çын аптранă. Вĕсенчен виççĕшĕ _ ача. Организм вĕрипе аптăранин тĕп сăлтавĕсем _ çын хĕвел хĕртсе пăхакан çĕрте нумай çỹрени тата пăчă пỹлĕмре шывсăр антăхни е синтетика пусмаран кĕпе-йĕм тăхăнни, йывăр ĕçлени, хỹтĕлекен япаласемпе усă курманни (пите крем сĕрмен, пуçа тăхăнман). Аса илтеретпĕр, шăрăхпа пиçсе кайнин пĕрремĕш паллисене туйсанах _ пуç ыратни, хăсас килни, вăй çукки _ пулăшу памалла. Енчен те нимĕнле мера та йышăнмасан сывлăх тата хавшать, ỹт температури 40 градуса çитет, пуç çаврăнать, куçсем хуралса килеççĕ, йывăр вăхăтра тăна çухатма та пулать. Кун пек чухне васкавлă медицина пулăшăвĕсĕр май килместех. Çын шăрăхпа аптăранине курсан мĕн тумалла? Чи малтанах ăна уçă сывлăша, сулхăн çĕре илсе тухмалла, пуçĕ çине шывпа йĕпетнĕ пит шăлли е салфетка хумалла, курăк чейĕ е минерал шывĕ ĕçтермелле, май килнĕ таран çынна нỹрлĕ япалапа чĕркемелле. Енчен те çывăх çыннăр тăннех çухатнă пулсан, аммиак шĕвекне мамăкпа йĕпетсе сăмси патне тытмалла, пуç айне тумтир хумалла. Ăшă е хĕвел аптăратсан çын сывламасть, пульс палăрмасть пулсан тỹрех искуствăлла майпа сывлаттармалла, чĕрене массаж тумалла. Паллах, васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Çакна палăртмалла, шăрăхра ачасемпе ватăсем уйрăмах аптăраççĕ. Çавăнпа та хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра урама тухса çỹремелле мар, тухсан та пуçа сыхламалла. Кăнтăрла апат сахал çимелле (уйрăмах çуллă апат-çимĕçрен пăрăнмалла). Час-часах шыв ĕçмелле, курăк чейĕ уйрăмах усăллă. Шăрăх çанталăкра эрех-сăра пачах ĕçмелле мар. Кăçалхи пек шăрăх çанталăк пирĕн тăрăхра пулман теççĕ. Синоптиксем кăнтăр- лахи температура кăштах чакассине прогноз тăваççĕ, анчах савăнма иртерех. Шăрăх çанталăксем малашне тата пулĕç. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр.


"Елчĕк Ен"
10 июля 2010
00:00
Поделиться