Ĕçне кура хисепĕ
Ĕç çынна илем кỹрет тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. Тип Тимеш ялĕнче пурăнакан Елена Михайловна Тихомирова çирĕм ултă çул хушши тăван ялĕнчен пилĕк çухрăмра вырнаçнă Тăрăмри çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра вăй хунă, Анатри Тимешпе Тип Тимеш ял тăрăхне кунсеренех тĕрлĕ хаçат-журналпа тивĕçтернĕ. Çемьери сăлтавсене пула Елена Михайловна юратнă ĕçĕпе сыв пуллашрĕ. Савнă мăшăрне нумаях пулмасть çухатрĕ харсăр почтальонка. Сурансем часах вăй илеймĕç унăн. 1979 çулта Елена Михайловна Тип Тимешри Владимир Тихомировпа пĕрлешсе çемье чăмăртанă, икĕ ача çуратса ура çине тăратнă. _ Мĕн пĕчĕкрен пире паянхи ĕçе ырана хăвармалла мар тесе вĕрентнĕ. Вутлă çумăрта та, çил-тăманра та хаçат-журнала ыран валеçетĕп тесе алă усса ларман, сумка йăтса урам тăрăх утнă. Миçе вун çухрăм такăрлатнă-ши кашни кунах? Шутласа та кăлараймăн... Малтанхи вăхăтра икĕ кустăрмаллă "тимĕр ут" çине утланса та чылай çỹренĕ, анчах çулĕсем хăйĕннех тăваççĕ, _ тет çур ĕмĕр урлă каçнă хĕрарăм. Лена аппана таврари ялсенче палламан çын та çук пулĕ, ватти те, вĕтти те сывлăх сунмасăр иртмест. Çыхăну уйрăмĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп хутне те пĕрре мар тивĕç пулнă вăл. _ Юратнă ĕçшĕн тунсăхлатăп, паллах, чунăма йăпатма вара тĕрлĕ хаçат çырăнса илетĕп, _ тет Е.Тихомирова. Ĕçне кура хисепĕ, тенĕ ватăсем. Лена аппана ял халăхĕ пархатарлă ĕçĕшĕн ырăпа аса илет. Сăн ỹкерчĕкре: Е.Тихомирова.
"Елчĕк Ен"