Çынна савăнăç кỹреççĕ
Раççей почтин тытăмĕнче лару-тăру мĕнле? Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерсе пыраççĕ? Çакăн пирки калаçу пуçартăмăр Елчĕкри почтамт ертỹçин çумĕпе Нина Феофановна Морозовăпа: _ Почтамт коллективĕ хăйĕн умне тăратнă тĕллевсене куллен пурнăçа кĕртсе пырать. Почта çыхăнăвĕнче тăрăшакансем кашни кун çынсемпе тĕл пулаççĕ. Ахальтен мар пулĕ ялсенче пурăнакансем почтальонсене чăтăмсăр кĕтеççĕ. Сăлтавĕ те паллă: районти, республикăри, çĕр-шыври, тĕнчери хыпарсене хаçат-журналсенчен чи малтан пĕлме пулать-çке. Акă, пирĕн района çеç 14495 экземпляр тĕрлĕ хаçат-журнал килсе тăрать. 3492 çемье вара эрнере икĕ хут тăван районăмăрăн "Елчĕк ен" хаçатне алла илет. _ Нина Феофановна, çынсем патне хаçат-журнал çитернисĕр пуçне, почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем ытти енĕпе те пулăшу параççĕ-çке? _ Пурнăç таппинчен юлмаççĕ почта çыхăнăвĕнче тăрăшакансем. Ял халăхĕн кăмăлне шута илсе вĕсем адресатсем патне çырусем, бандерольсем, посылкăсем çитерме пулăшаççĕ. Унсăр пуçне пурнăçра кирлĕ таварсем те илсе килсе параççĕ. Ял халăхĕ почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсемпе кăмăллă, тав сăмахĕ калать. _ Тата мĕнле çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕ? _ Кирек епле почта çыхăнăвĕн уйрăмне кĕрсен, унта сире яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Çĕнĕ технологине пурнăçа кĕртсе, халăха Интернет пулăшăвĕ паратпăр. Урăх хулара е çĕр-шывра пурăнакан патне васкавлăн укçа-тенкĕ çитермелле-и? Тархасшăн, вăл почта çыхăнăвĕ пулăшнипе темиçе минутранах питĕ кирлĕ укçа-тенке алла илĕ. Почта çыхăнăвĕ урлă эсир кредитсемпе татăлма, телефонпа, электроэнергипе, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тỹлевсем хывма пултаратăр. Çынсем халĕ пурнăçри кашни пулăма сыхласа хăварма тăрăшаççĕ. Паллах, кунта цифрăллă фотоаппаратсемпе, видеокамерăсемпе усă кураççĕ. Фотоỹкерчĕксене дисксем, фотохут çине куçарма та пулăшу илме пулать почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче. Ял халăхĕн пурнăçĕ çăмăллантăр тесе тăрăшатпăр эпир. Çынсем çакна ăнланаççĕ. Тав сăмахĕ калани кăмăла çĕклет, тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет. _ Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕр-шывра Раççей почтин кунне паллă тăватпăр. Мĕнле кĕтсе илеççĕ почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне? _ Кăмăлпа, халăхăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕллевпе. Хамăр районти Елчĕк-1, Аслă Елчĕк, Кавал, Сăрьел, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Тăрăм тата ытти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче халăх кăмăлне тивĕçтерес енĕпе тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ изданисенчен "Елчĕк ен" хаçата çынсем кăмăллани савăнтарать. Акă, ăна Елчĕк-1 уйрăмри Г.Иванова 145 экземпляр, Аслă Елчĕкри И.Филимонова, Т.Амасева, Г.Вастулова 138-121-шер экземпляр, Елчĕкри Т.Московская, Е.Герасимова, Тăрăмри А.Бернс, Аслă Пăла Тимешри Е.Дергунова, Кавалти А.Новикова 110-100-шер экземпляр çырăнтарни питĕ лайăх кăтарту тесе шутлатăп. Ытти почтальонкăсен, специалистсемпе сотрудниксен те пуçарулăхĕ пысăк. Хастар ĕçлекене чысласси те лайăх пырать пирĕн тытăмра. Акă, кăçал çеç Аслă Елчĕкри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнчи Т.Амасева почтальонка ведомствăн "Çыхăну ăсти" ята, Курнавăшри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ертỹçи М.Васильева "Раççей почти" ФГУПăн Тавне тивĕçрĕç. Елчĕк-1 çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Г.Савукова, В.Чернов электромеханик, Аслă Шăхальти И.Петрова почтальонка та тĕрлĕ шайри наградăсем илчĕç. Почта çыхăнăвĕсенче тăрăшакансене çывхарса килекен професси уявĕпе чунтан саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу, пысăк телей сунатăп. . Сăн ỹкерчĕксенче: почтальонсем тухаççĕ çула; ĕçри ăнăçу ĕçе ирхине-ирех пуçăнакан Е.Патшина, Е.Кедрова, И.Теплова сортировщицăсенчен чылай килет. Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.