Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Акатуйра савăнчĕç

 

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. "Прогресс" хуçалăх ĕçченĕсем Акатуй уявĕнче савăнчĕç. Çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă хуçалăх ĕçченĕсене район пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, "Прогресс" АХО директорĕ П.Скворцов, Ĕнелти 4-мĕш комплекслă бригадăн бригадирĕ А.Куприянов саламларĕç. Район пуçлăхĕ "Прогрессен" ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллине, асăннă хуçалăх районти ытти чылай хуçалăхшăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем çĕр ĕç культурисене ăнăçлă çитĕнтернипе пĕрлех тăван тавралăха таса тытасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнине асăнчĕ, хуçалăх ертỹçине П.Скворцова Чувашрессовпроф пĕрлешĕвĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Тăрăшуллă ĕçченсене Николай Петрович уйрăммăн саламларĕ. Хуçалăхăн Патреккелĕнчи ĕне ферминче чылай çул тỹрĕ кăмăлпа техник-осеменаторта тăрăшакан Анатолий Можаев Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Патреккел ĕне ферминчи Галина Петрова пăру пăхакан, Тỹскелĕнчи сысна ферминчи Алена Данилова, Патреккелти сысна ферминчи Антонина Воронцова сысна пăхакансем, хуçалăх склад заведующийĕ Ирина Смирнова Елчĕк район пуçлăхĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Кăçалхи "Ака паттарĕ" ята Патреккелти комплекслă бригадăн механизаторĕ Владимир Борисов çĕнсе илчĕ. Акатуй уявĕн программи анлă, тĕрлĕ ăмăртусемпе пуян пулчĕ. Чи малтанах юлан утçăсем сĕрен ячĕç. Ку ăмăртура Ĕнелти 4-мĕш комплекслă бригада лаши (юлан утçи Г.Ельцов) мала тухрĕ. Урапа çине 400 килограмлă тиев хурса ăмăртса Патреккелĕнчи пĕрремĕш комплекслă бригадăра конюхра тăрăшакан Иван Воронцов çĕнтерчĕ. Хĕрарăмсемпе арçынсем 300 тата 900 метрлă дистанцисенче чупрĕç, ăмăртура Патреккелĕнчи ĕне ферминче ветеринарта тăрăшакан Алина Быковăпа Ĕнелте арманçăра тата заправщикре вăй хуракан Михаил Куприянова çитекенни пулмарĕ. Эстафетăра чупса Патреккелти пĕрремĕш комплекслă бригадăн команди, пенсионерсем хушшинче чупса Надежда Тимофеевăпа Вениамин Тябуков (Елчĕк) çĕнтерчĕç. Кире пуканĕ çĕклесе Николай Дмитриев, штанга йăтса Иван Горшков (Патреккел) палăрчĕç. Халăх вăййисем те интереслĕ иртрĕç. Пĕрене вĕçне çыхса хунă тĕп парнене илес тесе ун тăрăх асăрханса утакансене сăнама уйрăмах хаваслă пулчĕ. Кĕрешỹ _ Акатуйăн чи кăсăклă саманчĕ. Çумăр пĕрĕхме пуçлани те хăратмарĕ уява хутшăннисене. Çивĕч кĕрешỹре "Акатуй паттăрĕ" сумлă ята Патреккелти трактор паркĕн бригадирĕ Алексей Воронцов çĕнсе илчĕ. Маларах вăл пĕрене тăрăх утса та парнене илме ĕлкĕрнĕччĕ. Шупашкартан килнĕ паллă артистсен концерчĕ куракансене чунтанах савăнма май пачĕ.


 



"Елчĕк Ен"
05 июня 2010
00:00
Поделиться