Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăмăрту çĕнтерỹçисем

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хĕллехи тапхăрта (2009 çулхи юпа - 2010 çулхи çу уйăхĕсенче) выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Куçса çỹрекен ялава тата диплома акционерсен "Прогресс" хупă обществине парас. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 9 процент, сĕт туса илессине 7 процент ỹстернĕ. 1 ĕнерен 3337 килограмм сĕт сунă. Самăртакан ушкăнри мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра 831 грамм ỹт хуштарнă. "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхри Яманчỹрелти ĕне фермин коллективне диплом парас. Коллектив хĕллехи тапхăрта кашни ĕнерен 3550 килограмм сĕт сунă. "Рссвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Тăрăмри сысна фермин коллективне диплом парас. Çак тапхăрта кунта самăртма хупнă ушкăнри сыснасем талăкра 750 грамм ỹт хушнă, кашни тĕп амаран 14 çура илнĕ. Уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче палăрнисен ушкăнне район пуçлăхĕн Хисеп грамотисене парас: Акционерсен "Прогресс" хупă обществинчи Светлана Николаевна ГРИГОРЬЕВА ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 3990 килограмм сĕт сунă. "Победа" сахал яваплă юлташлăхри Татьяна Федоровна ПЛАТОНОВА пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем талăкра 962 грамм ỹт хушнă. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Алевтина Владиславовна ПЕРЦЕВА мăйракаллă шултра выльăх самăртакан оператора. Вăл самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 850 грамм ỹт хушнă. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Алевтина Ивановна МЯСНИКОВА сысна самăртакан оператора. Вăл самăртакан сыснасем талăкра 742 грамм ỹт хушнă. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинчи Валентина Владимировна ГОРШКОВА сысна пăхакан оператора. Вăл кашни тĕп амаран 14 çура илнĕ.


"Елчĕк Ен"
05 июня 2010
00:00
Поделиться