Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял халăхĕ Акатуйра савăнчĕ

Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ялта Акатуй ирттересси Тĕмерте йăлана кĕнĕ. Кăçалхипе иккĕмĕш хут ял çыннисем, хуласенчен килнĕ ентешсем иртнĕ çул хута янă "Юмансар" стадиона пуçтарăнчĕç. Пухăннисене чи малтанах "Труд" ЯХПК председателĕ Валерий Германов уяв ячĕпе саламларĕ. Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 800 гектар ытларах, çĕр улмине 30 гектар çинче акса хăварнă. Çурхи культурăсем лайăх шăтса тухнă, халĕ чир-чĕре, çум курăксене хирĕç кĕрешсе им-çам сапаççĕ. Кăçал 4 гектар вăрман тăрăхĕ лартса хăварни те паха пулăм. Ял-йыша çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Александр Муллин уяв ячĕпе саламларĕ. Вăл ертсе пыракан ушкăн концерт программине "Катюша" юрăпа пуçларĕ. Ăна вара малалла Шупашкартан килнĕ артистсем Андрей Шадриков, Светлана Карсакова, Людмила Казакова, Ольга Уткина тăсрĕç. Чăваш юрри-кĕвви уявра чылайччен янăрарĕ. Ял çыннисем кашни юрра ăшшăн йышăнчĕç. Акă мĕн каларĕ Алексей Шадриков концерт хыççăн: _ Хуçалăх ертỹçи Валерий Германов чĕннипе пиллĕкмĕш хут килетĕп хамăн юлташсемпе Тĕмер ялĕнчи Акатуя. Иртнĕ çул Сергей Павлов та килнĕччĕ уява. Кăçал Тĕмер кинĕ _ Светлана Карсакова юрăç хутшăнчĕ. Ял çыннисем чăваш юррисене кăмăлласа йышăнаççĕ. Виçĕ сехете яхăн пынă концерт вăхăтĕнче пĕр çын та сцена умĕнчен каймарĕ пулĕ. Ун пек чухне пĕтĕм чĕререн юрлас килет. Спорт ăмăртăвĕсем, халăх вăййисем стадионта мĕн каçченех пычĕç. 100 метра чупассипе арçынсем хушшинче Е.Евстафьев, хĕрсен ушкăнĕнче Г.Николаева, 2000 метра чупассипе В.Алексеев мала тухрĕç. Кире пуканĕ йăтассипе Н.Салмин, В.Солин, Г.Федоров çамрăксем палăрчĕç. Тутар-пушкăрт мелĕпе районти Акатуй çĕнтерỹçи пулнă Е.Козлов, В.Галкин спорт ветеранĕсем кире пуканне çамрăксем ăмсанмалла вылянтарчĕç çеç. Акатуй уявĕ çамрăксемпе çитĕннисем футболла вылянипе вĕçленчĕ. Çамрăксем ăстарах выляни палăрчĕ. Спорт вăййисенче палăрнисене парнесем парса чыс турĕç. А.Федоров, С.Солин, Н.Муллин, С.Кириллов Акатуйра спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме спонсор пулăшăвĕ пачĕç.


"Елчĕк Ен"
02 июня 2010
00:00
Поделиться