Районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакан 251 çамрăк хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут çирĕп тĕрĕслев витĕр тухать. Хальхи вăхăтра вĕсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытаççĕ. Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем Канаш хулинчи 5 тата 9-мĕш шкулсенче суйласа илнĕ предметсемпе _ биологипе, информатикăпа тата вырăс литературипе экзаменсем тытнă. Пĕлỹ шайне хакланин кăтартăвĕсем хальлĕхе паллă мар. Çакна ачасем хăйсем анчах мар, вĕсен ашшĕ-амă-шĕ те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен яшсемпе хĕрсен малашнехи шăпи экзаменсене мĕнле тытнинчен нумай килет. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче тĕп предметпа _ вырăс чĕлхипе экзамен пулнă, çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕренекенсем математикăна мĕнле пĕлнине тĕрĕслеççĕ. Суйласа илнĕ предметсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытасси малалла пырать. Ун хыççăн ют чĕлхе, хими, истори, физика, обществознани тата географи предмечĕсемпе экзаменсем тытмалла. Вĕсене пурне те Патăрьелĕнче йĕркелесе ирттерме палăртнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.