Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми нематодинчен асăрханар

Çĕр улми нематоди _ çаврака хуртсен тĕсĕсенчен пĕри. Чир çак культурăн тымарне сиенлет, çавна май хăрушлăх кăларса тăратать. Çĕр улми чечеке ларсан тата ун хыççăн тымарсем çинче мăкăнь чечекĕн вăрринчен пысăках мар нематода çăмартисене асăрхама пулать. Кашни çăмартара 1400-е яхăн личинка. Çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ хыççăн çăмартасем тăпра ăшне варăнаççĕ. Çуркунне тата çу пуçламăшĕнче çĕр айĕнче сыхланса юлнă çăмартасенчен личинкăсем тухаççĕ, вĕсем çĕнĕрен çĕр улмине сиенлеме тытăнаççĕ. Çăмартасенчи чĕрĕ личинкăсем 10 çул ытла та сыхланса юлма пултараççĕ. Шăрăх, сивĕ çанталăк условийĕсенче, тăпрари сывлăш ылмашăвĕ япăх пулсан çăмартаран личинкăсем нумаях тухаймаççĕ, çавна май вĕсем тымарсене те сахалрах сиенлеççĕ. Нематода çĕр улмине анчах мар, помидора та сиен кỹме пултарать. Чир сăтăр тунине çийĕнчех пĕлме, асăрхама пулать. Чирлĕ ỹсен-тăран кая юлса аталанать, вăл япăх çитĕнет, çулçă тунисем вăхăтсăр сарăхаççĕ. Хлорос _ çулçăна сарăхтаракан чир пуçланать. Малтан тунасем çинчи аялти, ун хыççăн çỹлти çулçăсем саралаççĕ, кайран чир пĕтĕм тĕме сиенлет. Чирлĕ ỹсен-тăранăн тунисем те сахалланса юлаççĕ, çавна май çĕр улми вĕтĕ çитĕнет. Тухăç чакса пырассин шайĕ çĕр улмине лартнă чухне тăпрара нематода хисепĕ мĕн чухлĕ пулнинчен килет, тăпра тĕсĕ, çĕр пулăхлăхĕ, çанталăк условийĕ те витĕм кỹрет. Раççей Федерацийĕн "Ỹсен-тăран карантинĕ çинчен" Саккунĕн 6 статйипе килĕшỹллĕн тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин приказĕсенче палăртнисене тĕпе хурса Федерацин ветеринарипе фитосанитари асăрхавĕн службин Чăваш Республикинчи управленийĕ республикăри 5 районти уйрăм хуçалăхсенче çĕр улми нематодине тупса палăртнă, вĕсенче карантин режимне çирĕплетнĕ. Елчĕк районĕпе илсен, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм ялĕсенче, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Шăмалак, Яманчỹрел, Çĕнĕ Эйпеç, Вăрăмхăва ялĕсенче, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри ялĕсенче, Курнавăш ял тăрăхĕнчи Курнавăш, Çĕнĕ Пăва, Вырăскасси ялĕсенче, Елчĕк ял тăрăхĕнчи Патреккел, Елчĕк ялĕсенче, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Исемпел, Питтĕпел, Кавал, Энтепе, Кивĕ Эйпеç ялĕсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенче çĕр улми нематодине тупса палăртнă, вĕсенче карантин режимне çирĕплетнĕ. Çапла майпа фитосанитари йышăнăвне тĕпе хурас пулсан, маларах палăртнă ялсенчен çĕр улмине урăх çĕре илсе кайма, сутма юрамасть, карантинти продукци тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ карантин сертификатне илмелле, нематодăпа час сиенленме пултаракан Роко, Импала, Инноватор сортлă çĕр улмине лартма усă курмалла мар. Нематодăпа сиенленнĕ лаптăксенче çак чир ермен культурăсем _ тĕш тырă, пахча çимĕç, нумай çул ỹсекен курăксем акмалла. Карантин тапхăрĕнче палăртнă тĕп ĕçсене пурнăçлассине пăхăнмасан сиенленнĕ лаптăксенчи чир нумай çула тăсăлма, унпа пĕрлех вăл ытти лаптăксенче те сарăлма пултарать. Çапла ан пултăр тесен уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен хăйсен яваплăрах пулмалла.


"Елчĕк Ен"
02 июня 2010
00:00
Поделиться