Раççейре наркотиксемпе суту-илỹ тăвас тата наркомани чирĕпе чирлес хăрушлăх çав-çавах пурри кашнинех пăшăрхантарма тивĕç. Çĕр-шывра тата республикăра çакăн йышши туртмалли хатĕрсемпе _ AM-HI-CO, Dream, Spice (Gold, Diamond), Zoom, Exses, Pep Spice, Yucatan Fire тата ытти те суту-илỹ тунине тупса палăртнă. Вĕсен составне шалфей (Salvia divinopum), гавай кĕлчечекĕ (Ar Gurea nervosp), сенкер лотос (Nym-phea caeulea), сальвинорин А синтетикăлла каннабиоидсем кĕреççĕ. Чылайăшĕ çак туртмалли хатĕрсене сывлăхшăн, ăс-тăншăн хăрушă пулнине ăнланмасть. Раççей Федерацийĕн 2009 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн Правительствин наркотик хатĕрĕсен çаврăнăшĕпе çыхăннă ыйтусемлĕ хăш та пĕр йышăнăвĕсенче улшăнусем кĕртесси çинчен" 1186 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕ-шỹллĕн маларах асăннă ỹсен-тăран хутăшĕсене, хими хатĕрĕсене наркотик хатĕрĕсен списокне кĕртнĕ. Асăннă туртмалли хатĕрсене туса кăларакансене, упракансене, сутакансене пуçран шăлмаççĕ. Йĕркене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе прокуратура, шалти ĕçсен министерствин, наркотиксен суту-илỹ çаврăнăшне тĕрĕслекен службăсен тата таможня службин ĕçченĕсем çине тăрсах ĕçлеççĕ, айăпа кĕнĕ граждансене уголовлă тата административлă майпа явап тыттараççĕ. Айăплав вара питĕ çирĕп.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.