Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ир акнă вăрлăх сая каймасть

Районти Акатуй уявĕ умĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче пулса калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслессине тата çак ĕçе хак парассине, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан тата çирĕпрех йĕркеленĕ. Кăçал лаптăксене мĕнле пахалăхпа акса хăварнине, калчасем мĕнле шăтса тухнине анчах мар, ял хуçалăх предприятийĕсем вырнаçнă ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессине, йывăçсем лартассине, фермăсемпе машинăпа трактор паркĕсен таврашĕсенчи тасалăхпа типтерлĕхшĕн мĕнле тăрăшнине те тĕплĕн тишкерсе хак панă. Çакăн хыççăн тин районта çирĕплетнĕ ятарлă комисси членĕсем татăклă пĕтĕмлетỹ тунă. Ака комплексĕсем хушшинче акционерсен "Прогресс" обществи, ака отрячĕсене илсен "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен Таяпа Энтринчи Федор Шадриковăн "Весна" хуçалăхĕ чи лайăх ĕçленине палăртнă. Вĕсенче çур аки ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Ир акнă вăрлăх сая кайманнине хамăр куçсемпе курса ĕненетпĕр: калчасем парка та тикĕс çитĕнеççĕ. "Прогресс" тата "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсенче пысăк тухăç алла илесси мĕнле вăрлăхпа усă курнинчен килнине те яланах асра тытаççĕ. Çакна шута илсе кашни çул май пур таран элита вăрлăхсене ĕçе кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Кăçал вĕсем пысăк тухăç шантаракан вăрлăхсемпе 21 _ 26 процент усă курнă. Çав шутран ытларах пайне "Свеча", "Эстер" çурхи тулă, "Тандем" урпа, "Узуновская" выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи йышăнать. Федор Шадриков фермер тухăçлă севок çитĕнтерме пĕлнипе тĕлĕнтерет. Калчасем пĕр тикĕс шăтса тухнă, парка çитĕнеççĕ, йăранĕсем çип çапнă пек тỹрĕ. Анасем тап-таса, ниçта пĕр çум курăк çук. Çитес çулхи никĕсе хатĕрлессипе те халех ĕçе пикеннĕ. Севок акма хура пусă уйăрнă, палăртнă лаптăка çак вăхăтчен тăватă хутчен ĕçлесе хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. "Прогресс" тата "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Весна" фермер (хресчен) хуçалăхĕнче çĕр ĕç культурисене туса илессине çỹллĕ шайра пурнăçланипе пĕр вăхăтрах тăван тавралăха тирпей-илем кĕртесси, йывăç-тĕм лартасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акционерсен обществинче ĕçлекенсем кăçал çĕнĕ хунавсем чылай лартса хăварнă, территорие тирпей-илем кĕртессипе те нумай вăй хунă. Çакна комисси членĕсем тивĕçлипе хакланă. Районĕпе кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15660 гектар акнă. Çĕр улми лаптăкĕ 1440 гектар йышăнать, вăл иртнĕ çулхинчен 200 гектар ытларах. Тĕпрен илсен, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсем палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлама пултарчĕç. Пĕр вăхăтрах вĕсем сивĕ хĕл кунĕсенче шăнса пĕтнĕ кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене пăсса çĕнĕрен акса хăварма та ĕлкĕрчĕç. Сăмах май, иртнĕ çулхи кĕркунне районĕпе акнă 4225 гектар кĕр тыррисен 71 процентне çĕнĕрен акнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçласси уйрăмах "Сатурн", "Комбайн", "Рассвет" ЯХПКсенче, "Прогресс" ЗАОра , "Клевер", "Яманчурино" ОООсенче, Аслă Елчĕкри В. Чернов, Таяпа Энтринчи Ф. Шадриков, А. Петров фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче кал-кал пулса иртнине палăртатпăр. Çуркунне типĕ, çумăрсăр пулчĕ. Çавна май çĕре вăхăтра ĕçлесе хатĕрлени тата ăна лайăх тикĕслени, çавăн пекех анасене пахалăхлă вăрлăхпа акса хăварни те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Маларах палăртнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çак ĕçсене пурнăçлассине тĕп вырăна хунă. Массăллă репродукцири вăрлăхсемпе анчах усă курнă, çĕре агротехника ыйтнă пек пурнăçлама ĕлкĕреймен "Арланово", "Аранчеево" ОООсенче, "Кушкă", К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКсенчи уйсенче тыр-пул вăйсăр çитĕнет, анасене минераллă удобренисемпе апатлантарайманни те тỹрех куçа курăнать. Калчасем шăтса тухнă-тухманах сархайнă, вĕсем пĕр тикĕс те çитĕнеймеççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче пикенсех выльăх апачлĕх кукуруза акаççĕ. Шăтса тухнă калчасене çум курăкран, хурт-кăпшанкăран хỹтĕлесе им-çам сапаççĕ. Калчасем мĕнле шăтса тухнине ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле пĕтĕмлетнĕ канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă.


"Елчĕк Ен"
29 мая 2010
00:00
Поделиться