Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асра юлнă çул çỹрев

Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра, 1980 çулта, К.В.Иванов çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă тума Слакпуçне 51 студент тата пирĕн ертỹçĕсем В.П.Станьялпа Е.С.Сидорова çула тухрăмăр. Ун чухне ЧПУн иккĕмĕш курс студенчĕ, халĕ чăваш халăх поэчĕ Валерий Воробьев-Туркай манăн çул çỹрев дневникĕ çине çакăн пек сăмахсем çырса панăччĕ: "Çул çỹрев тесен эп пуçа кастарма та хатĕр. Пушкăрта вара уйрăмах хытă туртăнтăм. Слакпуçне... Кунта поэтсем çуралнă. Чăваш поэзийĕн ăмăрт кайăкĕсем. Эп хам çерçи çеç те. Çапах та çунатăмсем пурах. Тен, вăхăт иртнĕçем манăн та çунатсем сарăлса амаланĕç, çирĕпленĕç, вăйланĕç. Тен, хăçан та пулсан... Пуйăсĕ шăвать, пĕр-пĕр асамлă çĕлен пек. Ỹтĕм вакунра, чунăм лере _ Слакпуçĕнче". Çул çỹрев йĕрĕ çакăн пек выртрĕ пирĕн: Шупашкар _ Чĕмпĕр _ Уфа _ Глухов станцийĕ _ Слакпуç _ Самар _ Шупашкар. Кăнтăрла тĕлне Чĕмпĕр хулине çитрĕмĕр. Уфа хулине поезд каçхине кăна пулнипе усă курса И.Я.Яковлев пурнăçĕпе çыхăннă чăваш шкулне çитсе куртăмăр. Каç енне кайсан Уфана каякан поезд çине лартăмăр. Хулана çитрĕмĕр. Пире Уфари хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пирĕн пата (хăна çуртне) Пушкăрт патшалăх университетĕнче вĕренекен студентсен ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕсем Чăваш Республикинчен килнĕ студентсене Салават Юлаев паттăр палăкĕ патне илсе кайрĕç. Çỹллĕ вырăнта, Шурă Атăл хĕрринче пысăк палăк ларать. Шурă урхамах çинче _ паттăр Салават. Вырăнĕ ытарма çук хитре. Икĕ туслă халăх çамрăкĕсем вăйă картине тăрса юрăсем шăрантарчĕç, вăйăсем вылярĕç, пушкăртсен халăх инструменчĕн _ курайăн сассипе ташларĕç. Каçхи Уфа çийĕн чăваш юррисем шăранчĕç. Тепĕр кунхине ирех тăрса Уфа хулипе паллашрăмăр, типографине çитсе куртăмăр. Унтан татах поезд çине ларса чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнă яла, Слакпуçне каятпăр. Поездран ансан Слакпуç ялне çитме тата 4 çухрăм çуран утмалла. Ирхине курăк çине сывлăм йĕрĕ хăварса Слакпуç ялне çитрĕмĕр. Тахçан ĕмĕтленнĕ кун. Эпир, чăваш литературин малтанхи утăмĕсем тунă, пĕтĕм чăваш халăхĕ сума сăвакан юратнă поэтăмăр çуралнă, пурăннă, поэзинче пысăк йĕр хăварнă Кĕçтенттин Иванов çуралнă ялта. Чăвашсен пĕрремĕш поэтне асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хутăмăр. Палăкăн икĕ енĕпе те йывăçсем лартрăмăр. Кăнтăрла иртсен пурте чи çỹллĕ сăрт çине хăпартăмăр. Хăшĕсем çерем çинчен кĕреçесемпе сас паллисем касса кăларчĕç, теприсем шурă чулсем йăтрĕç, теприсем вĕсенчен сас паллисем пухрĕç. Сăрт çинче "Кашлатăр Иванов вăрманĕ", _ тесе çырни инçетренех курăнать. Сăрт çинче çырнине шуратрăмăр, сăрларăмăр. Чăнах та ĕнтĕ, Иванов вăрманĕ ỹссех пырать, çулсеренех çамрăк поэтсем, çыравçăсем çуралаççĕ. А.Смолин çавăнтах сăвă шăрçаларĕ. Кун çул сан савăнăçлă пулмарĕ. Çук, хĕрхенмерĕн эс хăвна. Поэзири ачаш тымарĕ Хăрмарĕ, пачĕ çĕн хунав. Шавлать вăрман... Сасси ун кайрĕ Мускав, Париж, Нью-Йорк таран. Çав вăрманта Якку Ухсай, Эпир те çакă вăрмантан. Паян çĕн куншăн савăнар-и, Янра, янра, тăван чĕлхем. Кĕçтук пичче, сан чун кăварĕ "Çил çуната" сапать хĕлхем. Каçхине ялти культура çуртне пуçтарăнтăмăр. Зал тулли халăх. Хуларан май уявне студентсем килнĕ. Эпир унта ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен пуçласа çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен пултăмăр. Пирĕн студентсем сăвă, юрă шăрантарчĕç. Тепĕр кунне ирех тăрса шыв хĕрне анса пит-куçсене çурăмăр. Ял çумĕнченех шыв юхса иртет, çăл куç тапса тăнă çĕре валаксем туса хунă. Ял çывăхĕнче пурĕ 16 валак. Хăйĕн сипетлĕ шывĕпе ялти миçе ăру çыннине вăй-хал паман-ши? Слакпуç ялĕпе паллашатпăр. Каччăсем Я.Ухсай йăмăкĕ патне кайса вутă татса пачĕç, купаларĕç. Нарспи çỹренĕ вырăнсене кăтартрĕ пире унти истори учителĕ. К.Иванов çуралнă çуртра музей, унпа та кăмăллăн паллашрăмăр


"Елчĕк Ен"
29 мая 2010
00:00
Поделиться