Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Телей - ĕçре

Çакăн пек калаççĕ ватăсем. Тата çакна та хушса калас килет: юлашки çулсенче çĕр-шывра ĕçлеме юратакан çынна нумай çăмăллăх туса пачĕç, тĕрлĕрен кредитсем, ссудăсем илме пулать, йышлă çĕр çинче выльăх-чĕрлĕх усраса, тырă-пулă ỹстерсе укçа-тенкĕллĕ пулма пулать, ан ỹркен çеç. Çавăн пиркиех юлашки çулсенче ял сăн-сăпачĕ те тĕпренех улшăнчĕ, çỹллĕ те хăтлă çуртсем, урамсем ỹссе ларчĕç. Кушкă ялĕнчи Пушкин урамĕнчи Михаил Ильич Орлов çурчĕ телевизорпа кăтартакан Европăри чаплă та хăтлă çуртсенчен пĕрре те кая мар. Çỹллĕ те анлă гараж, картишне те, урама та асфальт сарнă. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Çуллахи вăхăтра йĕри-тавра чечексем куçа илĕртеççĕ, пахча çимĕçĕ те вĕсен ыттисенчен маларах ĕлкĕрет. Ачаран ĕçлесе ỹснĕ Михаил Ильичпа Галина Федоровна, хăйсен мĕн пур пек пурлăхне çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесе тунă. Ыттисемпе тан кашни кун ĕçе кайнипе пĕрлех хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Малтанхи вăхăтра кашни çулах 4 сыснаран кая мар çăвăрлаттарса çурисене сутнă. Тутар Чутейĕнчен аренда шучĕпе вăкăрсем илсе самăртнă, ĕне, пăру, хур-кăвакал, чăх-чĕп усранă. Ялта чи малтан вĕсем пысăк лаптăкра севок, сухан акса укçа тума пуçланă, кашни çулах виçĕ анаран кая мар çĕр улми лартса çитĕнтернĕ. Вĕсем малтан "Жигули" автомашина туяннăччĕ. Халĕ Орловсен икĕ "Газель" автомашина. Пĕри _ ывăлĕсен, унпа вĕсем пассажирсене илсе çỹреççĕ, тепринпе Михаил хăй усă курать, саккаспа çынсене ăçта кирлĕ унта леçет. Тăрăшнине кура савăнăçĕ те: икĕ çул каялла хулара пĕр ывăлĕ валли хваттер туянчĕç. Ывăлĕсем те пултаруллă. Эдуард, университет пĕтернĕскер, темиçе ĕçре те тăрăшать. Алеша вара автомеханик специальноçне алла илнĕ. _ Манăн сирĕн ĕнсĕр çинче ларас килмест, малтан хам укçа ĕçлесе илетĕп, кайран малалла вĕренетĕп, _ тенĕччĕ ашшĕпе амăшне ăслă ача. _ Ĕçлеме ỹркенмесен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмесен ăнăçу пулатех, _ теççĕ Орловсем. Кушкăри тепĕр пултаруллă çемье _ Горбуновсем. Çемье пуçĕ _ Владимир Николаевич Горбунов Шупашкарти энергетика техникумĕнче вĕренсе техник-электрик специальноçне алла илнĕ, кайран Атăлпа Вятка академийĕнче экономист-менеджера вĕреннĕ. Патăрьелĕнчи электроэнергипе тивĕçтерекен предприятире ĕçленипе пĕр вăхăтрах мăшăрĕпе, Елена Алексеевнăпа, "Буревестник" сахал яваплă юлташлăх йĕркелеме пултарчĕç. Хăйсен пай çĕрĕпе кооперативран уйрăлса тухса фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕç. Владимир Николаевич çĕр çинче ĕçлеме трактор, сеялка, культиватор, груз турттармалли "УАЗ", "Жигули" автомашина, комбайн туянчĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх те усрарĕç вĕсем. Çĕнĕ çурт хăпартса лартрĕç, хăйсен хыçне кỹлĕ чавса пулă ячĕç. _ Малтан ялти кивĕ клубăн пĕр пỹлĕмĕнче банкран кивçен укçа илсе пĕчĕк лавкка уçрăмăр, каярахпа ĕç калăпăшне ỹстерсе пытăмăр, _ каласа кăтартать Елена Алексеевна. Сăмах май каласан, Горбуновсен икĕ хутлă "Ручеек" лавкки яла илем кỹрет. Вĕсем ялта тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Общество ĕçне туса пыма та ỹркенмеççĕ, Елена Алексеевна нумай çул шкулта ашшĕ-амăшĕсен пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ырă кăмăллă çемьен пурнăçĕ те _ хĕрĕсем _ отличницăсем ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Лавккара суту-илỹ тăваççĕ, кил-çуртра ĕçлеççĕ. _ Канмалли кун пур-и сирĕн, ăна мĕнле ирттеретĕр? _ тесе кăсăкланатăп. _ Пушă вăхăт каçхине çеç пулать, телевизор куратăп, кĕнеке вулатăп. Володьăн, чăннипех, пĕр пушă вăхăт та çук, техника юсать, наукăпа интересленет, _ тет Елена Алексеевна. _ Килĕштерсе, пĕр-пĕрне сума суса пурăнаççĕ, çавăнпа малашлăхĕ пысăк вĕсен , _ теççĕ çемье пирки ял çинче. 


"Елчĕк Ен"
22 мая 2010
00:00
Поделиться