Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çут çанталăк - тăван кил

Экологи ыйтăвĕ паян пирĕн районта кăна мар, çĕр-шывĕпех чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Этем çут çанталăкпа ачипе амăшĕ пекех çыхăннă. Эпир çут çанталăк-аннесĕр пурăнаймастпăр. Çавăнпа та кашни çыннăн ăна сыхлас туйăм вăйлă пулмалла. Ку енĕпе Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Шкул ачине тăван тавралăха упрама, çут çанталăк пурлăхĕсене пĕлсе усă курма вĕрентесси çуралнă кĕтесе, Тăван çĕр-шыва юратас туйăма та аталантарать. Ахальтен мар Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çут çанталăкпа пĕр кĕвĕре пулмалли çинчен уççăн калать. Шкул ачисене экологи тĕлĕшĕпе çĕнĕлле шухăшлама вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăрнăран унăн кунне йĕркелерĕмĕр. Тĕрлĕ предмет вĕрентекенсем çак темăпа уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерчĕç. Аслă класра вĕренекенсем Н.Карчикова ертсе пынипе экологи сукмакĕсемпе экскурсинче пулчĕç. Пирĕн паха опытпа паллашма Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнчи вĕрентекенсем те килчĕç. Уяв программи вĕренекенсене те, хăнасене те килĕшрĕ. 


"Елчĕк Ен"
22 мая 2010
00:00
Поделиться