Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Павловсем çут çанталăкпа, анатомипе интересленеççĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Алешăпа унăн шăллĕ учебникра çуккине интернетра шыраççĕ. Итереслине ашшĕпе амăшне, аслашшĕпе асламăшне каласа параççĕ.

Ачасене çак туртăм амăшĕнчен куçнă. Пединститутра физмат факультетне пĕтернĕ Ирина Николаевна çут çанталăка питĕ юратать. Çавăнпах тепĕр аслă шкула вĕренме кĕрсе биологипе хими учителĕн дипломне илет. Шкулта çав уроксене вĕрентме пуçласан амăшĕн кĕнекисене аслă ывăлĕ те вулама пуçлать. Алешăпа Андрей амăшĕпе Ирина Николаевнăпа пĕрле шкулти, килти пахчара тăрăшаççĕ: тĕрлĕ вăрăран кăнтăрти çимĕçсене те çитĕнтереççĕ.

Ирина Павловăна ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Икĕ çул каялла Лаш Таяпа шкулĕ Раççей Президенчĕн грантне тивĕçрĕ, çав укçапа тăрăшуллă биологăн кабинетне те тĕрлĕ оборудованипе çĕнетрĕç. Унăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăра çулсеренех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕлтĕр Республика çĕнтерÿçи ята илме Алешăна 0,1 очко кăна çитеймерĕ. Кăçал - çĕнтерчĕ. Белгородра биологипе иртнĕ Раççей олимпиадинче вара «кĕмĕл» медаль çĕнсе илчĕ.

- Тăрăшуллă вăл. Темĕнле кĕнеке те тупса вулать. 1954 çулта тухнă «Ботаникăпа практика ĕçĕсем» уншăн - справочник вырăнĕнчех. Раççей олимпиадине кайиччен педуниверситетра ĕçлекен Леонид Егоров ăна теме те вĕрентрĕ. Эпĕ те ывăлăмран çĕннине нумай вĕренетĕп, - Белгородран илсе килнĕ Хисеп хутне кăтартнă май калаçрĕ Ирина Николаевна.

Район пуçлăхĕ Николай Миллин тата шкул директорĕ Валерий Яковлев та Павловсене Белгородран çĕнтерÿпе килсенех Тав çырăвĕсем тата премисем парса чысларĕç.

Павловсем тепĕр медаль «çума» хатĕ-рленеççĕ. 5-мĕш класра вĕренекен Андрей интернет урлă Раççейри шкул ачисен хушшинче иртекен олимпиадăн ыйтăвĕсене хуравланă. Пĕтĕмлетĕвĕ паллă: 6 пин çынран унăн хушамачĕ пĕрремĕш йĕркере вырнаçнă.

Çакна та калам: Лаш Таяпасем «Районти чи илĕртÿллĕ шкул пахчи» конкурсра яланах пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Çакăнта Ирина Николаевнăн тÿпи пысăк. Ахальтен мар ăна - те шÿтлесе, те чăнласа - район пуçлăхĕ Н.Миллин администраци çурчĕ тавра чечек ÿстерме чĕннĕ.



"Хыпар"
17 мая 2010
00:00
Поделиться