Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Видеосăнавран пытанаймăн

 Елчĕкри "Автотур-Бизнесцентр" çывăхĕнчи ункăра вырнаçтарнă фотофиксаци приборĕсем çул-йĕр правилисене пăснă водительсен транспорт хатĕрĕсене, патшалăх номерĕсене ỹкерсе илеççĕ. Вĕсем пулăшнипе çак кунсенче ГИБДД ĕçченĕсем йĕркене пăхăнман водительсене тупса палăртнă, 2 водителе çула уйăракан йăрăм урлă каçнăшăн, тăваттăшне ытти йĕркене пăхăнманшăн айăпланă. Çула уйăракан йăрăм урлă каçакансен транспортпа çỹреме ирĕк паракан правапа вăхăтлăха сыв пуллашма тивет, ыттисем штраф тỹлеççĕ.


"Елчĕк Ен"
15 мая 2010
00:00
Поделиться