Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çветтуй Микулай иконĕ Тĕмер чиркĕвĕнче

Чернигов облаçĕнчи Батурин Николо-Крупицкий ячĕллĕ хĕрарăмсен монастырĕнче упранакан Çветтуй Микулай иконне 500 çул каялла çырнă. Таса икон умĕнче кĕл туни вăй-хал, ĕненỹ парать, чир-чĕртен сыватать. Çакна нумай-нумай тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Çак кунсенче Çветтуй Микулай иконне тата унăн виллин тусанне Чăваш Республикине илсе килнĕ. Çу уйăхĕн 16-18-мĕшĕсенче Çветтуй Микулай виллин тусанĕ тата иконĕ Тĕмер чиркĕвĕнче пулаççĕ. Çавна май кунта унăн ячĕпе кĕлĕсем иртеççĕ.


"Елчĕк Ен"
15 мая 2010
00:00
Поделиться