Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çăмăл атлетсен чупăвĕ

Çăмăл атлетсен Аслă Çĕнтерĕве халалланă чупăвĕ Елчĕк урамĕсемпе иртнĕ. Унта 70 ытла çăмăл атлет хутшăннă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи хĕр ачасен ушкăнĕнче 2 çухрăмлă дистанцире Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем палăрнă. М.Скворцова финиша пĕрремĕш, А.Петрова виççĕмĕш çитнĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Е.Сергеева (Хăвăлçырма). Арçын ачасен ушкăнĕнче Тĕмер шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем Е.Евстафьев тата Д.Алексеев пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Тăрăм шкулĕнчи А.Егоров виççĕмĕш вырăнта. Хĕрсен ушкăнĕнче В.Седова (Аслă Елчĕк) çĕнтернĕ. Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ пухакансем И.Филимонова, О.Молькова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Каччăсен ушкăнĕнче С.Петров (Елчĕк) _ пĕрремĕш, Е.Аверьянов (Курнавăш) _ иккĕмĕш, Н.Борисов (Аслă Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче А.Векова (Çуткỹл) çĕнтернĕ.


"Елчĕк Ен"
12 мая 2010
00:00
Поделиться