Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăтра акатăн - тырăллă пулатăн

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллев-сене палăртнă. Канашлура пухăннисем Шупашкар тата Чăваш епархийĕн V округĕн благочиннăйне, Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Çветтуй архиерей Микулай ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятельне Анатолий Сорокин протоиерее асăнса пĕр минут шăп тăнă. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Н.Поликарпова районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем, предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем пĕрремĕш кварталта тĕрлĕ налуксем тỹлени пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çĕр, транспорт налукĕсен парăмĕ районĕпе пысăках мар пулин те, уйрăм çынсенчен пухакан налук пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен сахалтарах пырса кĕнĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр предприятисем налук укçине ĕçлекенсенчен тытса юлнă, анчах бюджета куçарса паман. Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Дмитриева палăртнă тăрăх, предприятисемпе организацисем çĕрпе тата пурлăхпа усă курнăшăн аренда тỹлевне вăхăтра хывмаççĕ. Уйрăмах çĕрпе усă курнăшăн тỹлемелли парăм ял хуçалăх предприятийĕсен пысăк. Район пуçлăхĕ Н.Миллин вĕсене администраци комиссийĕнче пăхса тухма, парăмсене вăхăтра тỹлеме хушса хăварчĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Районти мĕн пур хуçалăхсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акаççĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществи çак ĕçе паян-ыран вĕçлет. О.Карсаков районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне акса пĕтерессине пĕлтерчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Канашлура çавăн пекех тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартас тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăнă.


"Елчĕк Ен"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться