Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"ПИРĔН ÇИНЕ ВЛАСОВЕЦСЕМ ТАПĂННИ ТЕ ПУЛНĂ"

Çĕршывра вăрçă кĕрленĕ пулсан та Тăрмăшсем 1943 çулхи кивĕлле çĕнĕ çула яланхи йăлапа кĕтсе илнĕ: кашни килте тенĕ пекех йăвача, юсман пĕçернĕ, çамрăксем тĕрлĕ вăйă вылянă, çĕрлерех "сурăх ури тытма" картана тухакансем те пулнă. Шартлама сивĕре те, кунĕпех ĕçлесе ĕшеннĕскерсем, малтанлăха чылайăшĕ ал ĕçĕпе аппаланнă: фронта ăсатма ăшă алсиш-нуски çыхнă, çăм атă йăваланă тата ытти те. Ачараххисем, тăваттăмĕш-пиллĕкмĕш классенче вĕренекенскерсем, амăшĕсене фронтран ашшĕсем е тетĕшĕсем янă çырусене вуласа панă. Петя Андриянов вара, йышлă çемьере чи асли, чылай-ччен картишĕнче ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕхне апат панă та, пỹрте кĕрсе, чирлекелесех тăракан амăшне вĕри апатпа сăйланă. _ Тавтапуçах сана, ыльăм, мана çак тери юратса пăхнăшăн, _ тенĕ Нинка аппа тинтерех кăна Хусанти больницăри операци хыççăн киле таврăннăскер. _ Пĕтĕм йывăрлăх сан çине тиенчĕ. Авă, мана хĕрхенсе, кĕпе-тумтире те хăвах çума хăнăхрăн. Турă кăна тỹсĕм патăрччĕ сана... Çапла каланă та чунтан пăшăрханса йĕрсе янă: "Хăвăртрах вăрçи вĕçлентĕрччĕ пĕрех хут!" Анчах йывăр чирпе асапланакан Нинук аппа сăмахне Турă илтеймен пулĕ çав _ тепĕр куннех, нарăсăн 13-мĕшĕнче, Печчана фронта кайма повестка килсе панă. Çапла вара пỹртре кăна аран кăштăртатса çỹрекен Нинка аппа ултă пĕчĕк ачапа тенĕн тăрса юлать. Мĕншĕн тесен, упăшки Алексей Андриянович, вăл çулсенче "Новый путь" колхоза ертсе пынăскер тата районти влаç хушнипе питех те пысăк яваплă çар заданине пурнăçлаканскер, килте пĕлĕтлĕ çанталăкра хутран-ситрен пăхакан хĕвел пек кăна курăнкаланă. ...Петя Кулебяки тата Шуя хулисенче пуçламăш çар пĕлĕвĕ илет. Кăçех ăна ытти çĕр-çĕр салтакпа пĕрле Ленинград фронтне илсе каяççĕ. Хăюллă пулеметчик хăйĕн расчечĕпе хаяр çапăçусенче сахал мар тăшмана пĕтерет. Хĕрлĕ ялавлă 131-мĕш Красносельско-Ропшински дивизи чылай ялпа хулана нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă çĕре хутшăнать. Каярахпа Совет Союзĕн Маршалне çити ỹснĕ Л.А.Говоровăн "Пĕр утăм та каялла чакмалла мар. Пирĕн пĕр тĕллев кăна _ тăшмана парăнтармалла!" _ тенĕ приказĕ салтаксемпе офицерсене пысăк хавхалану кỹнĕ. _ Çав вăхăтрах пире тĕлĕнтерекенни те пулман мар, _ аса илет паян сакăр вун улттăпа пыракан ветеран. _ Нарва урлă кимĕсемпе тата ишмелли ытти хатĕрсемпе каçса плацдарм йышăнтăмăр кăна, пирĕн çине хамăрăнни пекех тумлисем вут-хĕм сапма пуçларĕç. Взвод командирĕ Елезов çийĕнчех кусем сутăнчăк-власовецсем пулнине ăнланса илсен вĕсене пĕтерме команда пачĕ. Çапла турăмăр та... Анчах Петр Алексеевич пулеметчикăн та, ытти çар çыннисенни пекех, вăрçă çулĕ тикĕс пулман. Нарвăран ин-çех те мар пĕр ялшăн пынă çапăçура аманать. Ăна яланхи тусĕ Алексей Григорьев вырăс суранĕсене çыхса ярать тата лазарета ăсатса çăлса хăварать. Тепрехинче, власовецсен юлашкисене пĕтернĕ чухне, унăн аяккине саланакан пуля лекет. Хальхинче, 1944 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, унăн сулахай кăкăр кăшкарĕ тата виçĕ аяк пĕрчи хытă сиенленет. Çийĕнчех Костромари госпитале илсе çитерни тата сакăр уйăх сиплени кăна унăн пурнăçне çăлса хăварать. Анчах вăл иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса юлать. Апла пулин те нăйкăшмасть, тепĕр çулталăк ытла Ленинграда чукун çулпа тавар турттарнă çĕре хутшăнать. Мир фронтĕнче те палăрнă хăюллă та паттăр салтак. Вăтăр çул ытла тракторпа ака-суха тунă, тыр-пул тата ытти культурăсем çитĕнтерсе ял халăхне савăнтарнă. Чылай вăхăт трактор бригадине ăста ертсе пынă. Каярахпа, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, склад заведующийĕ тата учетчик-заправщик пулса тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн кăкăрĕ çине вăрçăра çĕнсе илнĕ виççĕмĕш степень Мухтав тата Тăван çĕршыв вăрçин пĕрремĕш степень орденĕсем çумне тепĕр вун пилĕк медаль, вун-вун дипломпа Хисеп хучĕ тата тав çырăвĕ хутшăннă. _ Пирĕн пысăках мар Тăрмăш ялĕнчен 90 арçын тата пĕр хĕр (Э.В.Зайцева) вăрçа хутшăннă, _ шухăшлăн калаçать хăй пекех пенсири Николай ывăлĕпе тата Лида кинĕпе кун кунлакан Петр Алексеевич. _ Вĕсенчен çурри çеç каялла таврăнчĕ. Унта та пулин паянхи куна чĕррисем виççĕн кăна юлтăмăр: М.Григорьевпа А.О.Осипов тата эпĕ. Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине тем пекех кĕтсе илесчĕ те... Çапла каларĕ те... ĕмĕр тăршшĕпех пурнăçа юратса, йывăрлăхсене хăюллăн çĕнтерсе малалла талпăннă мучи ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсене яланах хавхалантарнă хăй юратнă юррине хуллен çавăрттарчĕ: "Шухăшласан _ пуçăм çаврăнать...".


"Елчĕк Ен"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться