Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Партизан мăшăрĕ

Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче Польшăра партизан отрячĕ йĕркелесе янă, «Чăваш» ятпа палăрса юлнă Яков Николаев хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Елчĕк районĕнчи Патреккел хĕрĕпе Анастасия Кузнецовăпа Шупашкарта вăрçă умĕн паллашнă.

Сĕнтĕрвăрри каччи чăвашсен тĕп хулине Хĕвел анăçĕнчи пограничниксен заставинчен сессие килнĕ. Литература факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ вăл. Пĕр-пĕрне юратса пăрахнă икĕ çамрăк аякри заставăна тухса кайнă. Кунта пурнăç условийĕсем йывăр пулин те Патреккел вĕрентекенĕ валли те ĕç тупăннă: чикĕре хуралта тăракан салтаксене пĕлÿ илме пулăшнă, вĕсене грамматикăпа арифметика вĕрентнĕ.

«Патреккел шкулĕ - 150 çул» кĕнекере çырнă тăрăх, Николаевсем вăрçăн малтанхи кунĕсенчех тыткăна лекнĕ, Анастасия Константиновнăна партизансен отрядĕнче çуратнă ачипе пĕрле каярахпа нимĕçсен оккупациленĕ территори урлă хамăр ене каçарса яма май килнĕ. Пĕлнĕ-и ун чухне Анастасия Константиновна хăйĕн мăшăрĕн шăпи çинчен; Пĕлмен, пĕлме те пултарайман. Юлашкинчен хăрушă хыпар çитнĕ: «Сирĕн упăшкăр 1941 çулхи июньте хыпарсăр çухалнă».

Хыпарсăр çухалнă... Мĕнле кăна шухăш пырса кĕмен пуль тăлăха юлнă çамрăк хĕрарăм пуçне. Тыткăна лекнĕ-ши; Нимĕçсене парăннă-и;.. Пулма пултараймасть! Мăшăрĕн шухăш-кăмăлне, Тăван çĕршыва чунтан юратнине питĕ те лайăх пĕлнĕ, ăнланнă, иккĕшĕ те пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăннă.

Кун хыççăн кун иртнĕ, çул хыççăн çул... Çирĕм çул иртсен тин паллă пулнă мăшăрĕн шăпи. Вăл хаяр çапăçура йывăр аманса нимĕç фашисчĕсен аллине лекнĕ иккен.

Вĕсене Польша территорийĕнче усранă, йĕри-тавра - йĕплĕ пралук. Яков Николаевпа пĕр шухăшлă офицерсем пăлхав çĕкленĕ. Хуралçăсене тапăннă. Темиçе çын кăна - вăл шутра Я.Николаев та - çăлăннă, ирĕке тухнă, вăрмана çитсе ÿксе пытаннă. Каярахпа Польшăра партизан отрячĕ йĕркелесе янă. Хăй чăваш пулнине те пытарман. Польша партизанĕсем ăна «Чăваш» псевдонимпа пĕлнĕ. Калама çук чăрсăр, харсăр, хăюллă партизан юлашки çапăçура тăшмансем хупăрласа илсен юлашки гранатипе хăйне нимĕçсемпе пĕрле сирпĕтнĕ. «Чăваша» Польша партизанĕсем пысăка хурса хакланă, унăн паттăрлăхĕ çинчен вун-вун статья пичетлесе кăларнă, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ ăна 1966 çулта Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

Манăн килти библиотекăра Альберт Пономаревпа Михаил Иванов çырнă «Человек из легенды» кĕнеке пур. «Чăваш» çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă унта. Паян эпир вулакансене унăн мăшăрĕн - Анастасия Константиновнăн - шăпипе паллаштарасшăн. «Человек из легенды» кĕнекери пĕр сыпăка кĕскетсе пичетлетпĕр.

;;;

«1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ Анастасия Константиновна асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă.

Вырсарни кун ирхине ирех Николаевсен алăкне хыттăн шаккарĕç:

- Лейтенант юлташ! Тревога!

... Пĕтĕм тĕнче кĕрлет. А.Николаева чÿрече патне чупса пычĕ: çывăхри вăрман çийĕнчен аялтанах самолетсем вĕçе-вĕçе иртеççĕ, çунаттисем çинче - хура хĕрессем. Мĕн пулса иртнине тÿрех тавçăрса та илеймерĕ.

Кăшт тăрсан пÿрте упăшки чупса кĕчĕ.

- Ачана ил те хăвăрт пуçтарăн! - кăшкăрса ячĕ вăл халиччен илтмен сасăпа.

- Мĕн пулнă;

- Нимĕçсем чикĕ урлă каçнă!

Урамра, алăк умĕнчех лаша кÿлнĕ икĕ урапа. Пĕрин çинче тин çуралнă ачипе Шура, застава политрукĕн арăмĕ выртать. Ачине ят та хуман-ха. Тепĕр урапа çине Настьăпа ачине вырнаçтарчĕç.

- Мĕнле пулсан та станцие çитсе ÿкмелле, - тет Якку. - Хăвна та, ачана та упра.

Анчах та станцие çитме май килмерĕ. Капкăна лекнĕ пекех пулса тухрĕ. Чикĕрен инçе те мар вырнаçнă Радово ялĕ - вут-çулăм ытамĕнче. Тÿпере самолетсем кĕрлеççĕ. Тра-та-тата... Çулпа пыракан пĕччен çынсене пулеметсенчен пере-пере ÿкереççĕ. Снарядсем те çывăхрах çурăлма пуçларĕç. Лашасем те хăраса ÿкнĕ, чĕвен тăраççĕ.

Лав çинчен анса темĕнле çурта чупса кĕчĕç. Снарядсем çывăхран та çывăхрах çурăлма пуçларĕç. Хĕрарăм ачине йăтса тепĕр çурт патнелле ыткăнчĕ. Йĕри-тавра вут-çулăм. Хаяр çапăçу пырать...

Çунакан ялтан çĕр каçа тухса кайма май килмерĕ. Тепĕр кунхине вăл ăнсăртран политрука тĕл пулчĕ:

- Политрук юлташ! Яша ăçта; Ăçта ман упăшка;

- Вăл хăй вырăнĕнче. Ăçта кирлĕ - çавăнта.

Виççĕмĕш кунхине тин Анастасия Константиновна çунакан ялтан тухса кайма май тупрĕ. Кăкăрĕнче пĕр тумлам сĕт те çук, хăй те çăварне пĕр чĕптĕм те хыпман. Выçă!

Темĕнле çурт алăкĕнчен пырса шаккарĕ, намăсланса, вăтанса аллине тăсса пĕр татăк çăкăр ыйтрĕ.

Унтан вăрман вĕтлĕхĕнче çĕр каçрĕ. Пĕчĕк хĕрĕпе. Куçĕнчен куççулĕ тăкăнать. Политрук мăшăрне Шурăна ун куçĕ умĕнчех тăшман пульли лекрĕ. Тÿрех вилсе кайрĕ. Тин çуралнă ачине амăшĕн кăкăрĕ çинчен такамсем илсе кайрĕç. Аса илме хăрушă.

Вĕтлĕхре ăнсăртран салтак ÿкерсе хăварнă сухари татăкĕ тупрĕ. Ирхине вара нимĕç мотоциклисчĕсен аллине çакланчĕ. Ăна та ыттисемпе пĕрле темĕнле сарайне хăваласа кĕртрĕç. Унта ăна лайăх пĕлекен çын та тупăнчĕ. Заставăра фельдшерицăра ĕçлетчĕ вăл. Ăна ача çуратма та пулăшрĕ. Юльăна тĕл пулни Настьăна вăй-хал кĕртрĕ темелле. Иккĕшĕ те пĕр çулхисем. Сарайĕнчен тухса тарма май тупрĕç. Иккĕшĕн те пĕр тĕллев: мĕнле те пулин хамăрăннисем патне çитмелле. Вăрманта пытана-пытана кун каçса, çĕрле çăлтăр çулĕпе хĕвел тухăçнелле утаççĕ. Выçлăх ял хĕрринчи кил-çурта пырса кĕме хистет. Пĕрисем шеллеççĕ, теприсем ялта нимĕçсем пурри çинчен систереççĕ:

- Нимĕçсем тискер кайăк пек шелсĕр... Ĕнер кăна вунă çамрăка çакса вĕлерчĕç.

Окруженирен тухакансем камсем пулнине ăнланаççĕ: пĕри çăкăр парать, сĕт ĕçтерет, тепри çĕр улми сĕнет.

Мĕн кăна тÿсмерĕç пулĕ Настьăпа Юля икĕ уйăхра. Настя ачине йăтса çара уран утать. Пушмакне малтанхи кунсенчех кăларса ÿкерсе çухатрĕ. Утăм хыççăн утăм тума та йывăр. Львов хули патнелле çывхарса пынă чухне вĕсене пĕр поляк старикĕ урапа çине лартса темиçе çухрăм илсе кайрĕ.

Инçех те мар çапăçу пырать. Самолетсем вĕçе-вĕçе иртеççĕ, тупăсем пени илтĕнет. Каçсерен тÿпене хĕрлĕ сăн çапать, ял-хула çунать. Белая церковь хули çывăхĕнче фронт инçе маррине туйса илчĕç. Малтан юхан шыв урлă каçмалла. Кĕпер те пулнă иккен, ăна хамăрăннисем каялла чакнă чух сирпĕтсе хăварнă. Вырăнти çынсенчен чи ватти пулăшма пулчĕ:

- Кăшт çÿлерех ăшăх вырăн пур. Нумаях пулмасть çавăнтан пирĕн салтаксем каçса кайрĕç. Тен, эсир вĕсене хăваласа та çитетĕр. Анчах, чим, çумăра пула юхан шыв хăпарса кайрĕ. Ишме пĕлетĕр-и;

Ишме пĕлекенни Настя кăна. Леш енне каçса пăхма шут тытрĕ. Шывĕ хăвăрт юхать, анаталла илсе каять. Пуçĕнче пĕр шухăш: нивушлĕ Юльăпа та, хĕрĕпе те ĕмĕрлĕхех сыв пуллашрĕ-ши; Аран-аран тепĕр çырана ишсе çитрĕ. Ак тĕлĕнтермĕш: çыран хĕрринчи вĕтлĕхре - совет салтакĕсем. Вун улттăн. Асли - кĕçĕн лейтенант.

- Тархасшăн, пулăшăр. Эпĕ - пограничник арăмĕ. Çыран леш енче - манăн хĕрĕм. Пепкем. Çăлса хăварăр.

Урăх нимĕн те калаçмарĕ. Хĕрлĕ армеецсем тÿрех ăнланчĕç ăна. Тăна кĕрсен хĕрĕпе Юльăна курчĕ.

Халĕ - хамăр территорире! Хĕрлĕ армеецсене тав туса малалла утрĕç. Утма та çăмăлтарах пек. Темĕнле хулана çитрĕç. Тÿрех - çар комиссариатне. Кĕртмеççĕ. Мĕншĕн тесен çумĕнче нимĕнле документ та çук. Тытăçса тенĕ пек кĕрсе кайрĕ. Сĕтел хушшинче çар çынни ларать.

- Тăшман ярса илнĕ территорире икĕ уйăх-и; Пĕчĕк ачапа-и; Кама та пулин урăххине халап каласа кăтартăр.

Хамăрăннисенчен çакăн пек сăмах илтессине Анастасия Константиновна нихăçан та кĕтменччĕ. Çитменнине тата хулара Юля фельдшерицăпа пĕр-пĕрне çухатрĕç.

Ирхине ирех татах çар комиссариатне çул тытрĕç. Хальхинче тимлĕ пулчĕç. Унăн мăшăрне - Яков Николаевич пограничника пĕлекеннисем те тупăнчĕç. Тăшман ярса илнĕ, оккупациленĕ территорипе икĕ уйăх утса халсăрланса çитнĕ Анастасия Константиновна йывăр чирлесе ÿксен ăна ура çине тăратма пулăшрĕç.

Сентябрь пуçламăшĕнче тин Анастасия Константиновна тăван çĕршывне, Чăваш çĕршывне çитрĕ.



"Хресчен сасси"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться