Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АСЛĂ ÇĔНТЕРỸРЕ ВĔСЕН ТỸПИ ТЕ ПЫСĂК

 Ватăсем вăхăтлăх пурăнакан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çуртра тĕрлĕ çулсенчи тата тĕрлĕ шăпаллă çынсем хăйсен канлĕхне тупнă. Нумаях пулмасть вĕсенчен çуррине яхăнăшĕ, Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнă май, "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале тивĕçнĕ. Пирĕн штатра тăман корреспондент çак кунсенче тыл паттăрĕсемпе тĕл пулса калаçнă. С.Т.Иванова: Кĕçех сакăр вун пиллĕк тултаратăп. Халĕ, чăннипе илсен, ырлăхра пурăнатпăр. Анчах вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче асапланнисем паян кун та куç умĕнчен каймаççĕ. Хĕр пĕвне çитичченех малтан ялта, унтан Ленинград, Владимир облаçĕсенче тата ытти чылай çĕрте çитĕннисемпе тан вăй хумалла пулчĕ. Арçынсем фронтра пулнăран пиртен нумайăшĕ "Вĕсен вырăнне те план тăватпăр" тесе кăвак çутăран пуçласа мĕн тĕттĕмччен, ураран ура иртми пуличчен ĕçленĕ. Тутарстанри Пăва хулинчен инçех те мар Каратун ялĕ (халĕ çав ятлă самаях пысăк станци) таврашĕнче чукун çул хывни уйрăмах асра юлнă. Ăна Уралти заводсенче кăларакан танк-семпе ытти хĕç-пăшала Сталинград фронтне ăсатма, каялла унти хаяр çапăçусенче аманнă салтаксене госпитале турттарас тĕллевпе турĕç. Хĕллехи хĕрĕх градус е ытларах сивĕре те, çуллахи шăрăхра та кунĕпех наçилккепе тăпра е чул йăтаттăмăр. Çимелли енчен вара питех те хĕсĕкчĕ. Çăкăрне те карточкăпа кăна панă. Çул тунă çĕрте тыткăна лекнĕ нимĕçсене те ĕçлеттеретчĕç. Анчах пире вĕсемпе хутшăнма, мĕнле те пулин çыхăну тытма ирĕк памастчĕç. Хăш-пĕрисем каланă тăрăх, вĕсене пиртен кăшт аванрах апатлантарнă. Çавна кура пирĕн хваттер хуçи _ тутар арăмĕ _ пире хăйĕн мĕн пуррипе сăйлама тăрăшатчĕ. Уйрăмах ĕне юр-варĕ техĕмлĕччĕ. Вăл пире хĕрхеннĕ те, юратнă та. Тепĕр чухне пирĕн ура тăхăнмаллипе çи-пуçа типĕтес тесе темле меслет те шыраса тупатчĕ. Мухтав Турра, сывă юлтăмăр, чиперех ỹсрĕмĕр. Патшалăх тăрăшнипех манăн сывă мар куçа операци туса куракан турĕç. Унтан килте никамах та çуккипе (пĕртен-пĕр ывăл Владивостокра службăра пулнă хыççăн унтах пурăнма юлчĕ) малтан Кỹкеçри ваттисен çуртне вырнаçтарчĕç. Халĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнче, тăван енре ырă курса пурăнатпăр. Тăван çĕршыв манманни, кунти ертỹçĕсемпе специалистсем хамăр çинчен тăрăшни тата тимлĕ пулни кирек мĕнле йывăрлăхра та пуç усмасăр пурăнма хавхалантарать. И.Г.Павлов: Эпир икĕ тетепе лашапа çỹреме юрататтăмăр. Те, çакна ăнланнăран, те вăрçă пуçланнă май ялта вăй питти арçынсем юлманран пире колхоз икĕ лаша таранчченех шанса пачĕ. Эпĕ, вуннăри ача, çу енне кайсан юртан тасалнă уй-хире сỹрелеме пуçăннине, каярахпа ака-суха тунине курсан, чылайăшĕ ман çине ăмсанса пăхса (хама çапла туйăнатчĕ-ши?) тăратчĕ те: "Тетĕшĕсенчен пĕрре те юлмасть", _ тесе хушса хуратчĕ. Çак сăмахсене илтсен, манăн тата ытларах ĕçлес килетчĕ, хавхаланса каяттăм. Урăхла пулма та пултарайман ĕнтĕ вăл вăхăтра, аслисем вăрçăра юн тăкнă, тăшманпа куçа-куçăн хаяр çапăçăва кĕнĕ çулсенче. Бригадир, колхоз председателĕ ăшă сăмах каласа çурăмран лăпкасан вара чунра тем пекех ырăччĕ. Анчах чи пысăк савăнăç маншăн 1945 çулхи çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче, Улька аппа хире кăнтăр апачĕ леçме пырсан пулчĕ. Вăл тăватă çула тăсăлнă вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерсен хырăм выçни те таçта кайса çухалчĕ. Эпĕ аппана хыттăн ыталаса илтĕм те хам та, вăл та савăннипе йĕме тытăнтăмăр. Кайран кăшт Шупашкарта ĕçлесе илтĕм. Унтан, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех _ ялта. Нумай çул строительство бригадинче вăй хутăм. Каярахри сакăр çулне _ тимĕрçĕре. Вăрçăпа ун хыççăнхи çулсем пирĕн ăру чăтăмлăхне те, пултарулăхне те аван тĕрĕслерĕç. Çапах та хамăр вăйпа, кану мĕнне пĕлмесĕр тăрăшса Çĕнтерĕве çывхартни чунра паян та ăшă туйăм çуратать. М.А.Галкина: Астăватăп-ха, вăрçă тăршшĕпех Сталинăн "Пĕтĕмпех _ фронт валли, пĕтĕмпех _ çĕнтерỹшĕн!" сăмахĕсем хăлхаран каймастчĕç. Чăннипе çапла пулнă та. Аннесем çак тĕллевпех çар фонд-не пурлă-çуклă укçи-тенкине хывнă. Çулсерен патшалăха сĕт, аш-пăш, çăмарта тата ытти продуктсем сутнă. Каç пулсан вĕсемпе пĕрлех эпир те фронта ярса пама тумтир е ытти япала хатĕрленĕ. Вăрçа пула пирĕн ăру питĕ хăвăрт çитĕннĕ. Эпир сакăр-тăхăр çулсенче хирте тырă вырнă, пучах пуçтарнă. Кăштах аталансан вара кĕркунне пуçтарса капана хывнă тырра хĕллехи шартлама сивĕре çĕрĕн-кунĕн тенĕ пек çапса тĕшĕленĕ. Çитĕнсе çитсен качча тухрăм та умлă-хыçлă тенĕ пек тăхăр ача çуратрăм. Вĕсем тăван ялтан аякра, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Мускаври хĕр ача е ыттисем сайра-хутра хăнана килкелеççĕ, анчах пĕри те, çав шутра мăнуксем те, ялта юласшăн мар. Халĕ пурăнмалли условисем хуларине çывăх пулсан та. Манăн паянхи ăрăва çирĕп чунлă, ырă кăмăллă пулма, кирек мĕнле йывăрлăха та хăюллăн çĕнтерме хăнăхма сĕнес килет. Эпир Аслă Çĕнтерĕве пĕтĕм вăйпа туптанă пулсан, вĕсен, манăн шутпа, чăн-чăн патриотсем пулса, юлашки вăхăтра самаях хавшанă çĕршыва тĕреклетес тесе чунтан тăрăшмалла. Х.И.Иванова: Манăн Турă панă сывлăхăмпа чăннипех мухтанас килет. Мĕншĕн тесен, хам сакăр теçетке тултаричченех колхоза ĕçлеме çỹрерĕм. Çамрăксемпе юнашар тăрса çĕр улми вăрлăхĕ касаттăм, йĕтемре тырă тасататтăм тата ытти те. Çамрăкрах чухне торф кăларнă çĕрте те, заводсемпе фабрикăра та тар тăкнă. Питĕ шел, пĕртен-пĕр ачан хама пăхма пỹрмерĕ, ăна, пĕр айăпсăр çынна, хулари бандитсем (вăрă-хурахсем тесе калас килет манăн вĕсене) вĕлерчĕç. Вăл пурăннă пулсан, тен, сакăр вун улттăри карчăк пулсан та, кинпе, ачасемпе шăкăлтатса пурăннă пулăттăм... В.Н.Дутова: Пĕлместĕп, мĕнле хăвăрт сас паллисене тĕшмĕртекен пулнă эпĕ. Анчах пиллĕк тултарнă хыççăнах хамран аслăраххисемпе пĕрле шкул алăкне уçса кĕнине астăватăп. Ĕçлеме те питĕ ир пуçăннă _ вун виçĕ çултан варах фермăри выльăхсене пăхнă. Çапларах пулнă тылри ачасен, хĕр упраçсен шăпи. Унтан фронтран таврăннă пилĕк ачаллă арçынна качча тухрăм та, мăшăрпа пĕрле (вăл 1968 çулта çĕре кĕчĕ) пурне те пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Мичурин ячĕллĕ колхозра вăйлă тыр-пул, питех те пысăк тухăçлă кукуруза çитĕнтернĕшĕн Мускаври Халăх Хуçалăх Çитĕнĕвĕсен куравĕнче те пулма тỹр килчĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, тылра ĕçленĕ чухне те, каярахпа та маххă паман. В.А.Дергачева: Эпĕ Кỹлпуç хĕрĕ, аттене вăрçа илсе кайсанах ĕç çумне çыпăçнă. 14-15 çулсенче ирĕксĕрлесе тенĕ пекех "Фронт валли" тесе Аслă Елчĕкрен тăватă çухрăмри шурлăхра торф кăларма явăçтарчĕç. Куллен 14 купа "паровоз топливи" хатĕрлемеллеччĕ. Тепĕр чухне йывăр наçилккесем хамăра пусарса хуни те пулнă. Çапах та шăмат кунсенче çуранах 26 çухрăмри тăван яла таврăнаттăмăр. Анне куçĕнчен пăхас, унăн ăшă сăмахне илтес килнĕ-ши? Тунти кун çавăн чухлех çул туса хваттере çитсе кăшт канаттăмăр та хăпаланса тухнă, пỹрленнĕ урасемпех каллех йывăр наçилккесем йăтма тытăнаттăмăр. Вăрçă мĕнне ачасен ачисем те, каярахри ăру та ан куртăрччĕ. Пирĕн нушана, вăрçă тертне ыттисене чăтма ан тивтĕрччĕ.


"Елчĕк Ен"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться