Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш чăвашла шухăшлать, тĕлĕкне те чăвашла курать

 Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук. И.Я.Яковлев. Чăвашсем мĕн авалтанах хăйсен тăван чăваш чĕлхипе калаçнă, ăна ламран лама, сыпăкран сыпăка халалласа пынă, куç пек упрама тăрăшнă. Авалтан пыракан чĕлхемĕр ĕмĕрсем хушши пуянланса, çивĕчленсе, туптанса пынă. Малтанах, пиншер çул хушши, чĕлхе çынсемшĕн калаçу урлă хутшăнмалли хатĕр кăна пулнă. Саккăрмĕш ĕмĕрте авалхи çырулăх пуçланса каять. Вăл вун пиллĕкмĕш ĕмĕрччен пырать. Унта ытларах ансат ỹкерчĕклĕ çырулăх малта тăнă, унăн хăш-пĕр паллисем паянхи кунчченех упранса юлнă. Тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕхе паллă туса яни; кишĕр, вăрлăхлăх сухан, чĕкĕнтĕр пайĕсене паллă туни _ çак авалтан пыракан паллăсемпе эпир паян та усă куратпăр. 1551 çултан вара иккĕмĕш тапхăр _ кивĕ çырулăх тапхăрĕ пуçланса кайнă. Ку вăхăтра чăвашсем хушшинче вырăс çырулăхĕ сарăлма пуçлать. 1769 çулта Питĕрте пĕрремĕш чăваш грамматики, 1836 çулта Хусанта иккĕмĕш чăваш грамматики пичетленсе тухаççĕ. Малтанах ку тапхăрти кĕнекеçĕсем чăваш чĕлхи тытăмне ăнланса çитеймен. Чăваш чĕлхинче ă,ĕ, ỹ,ç сасăсене кĕртменнине пула кĕнекесем чăвашсемшĕн ăнланма питĕ йывăр пулнă. Çав хушăрах чылай кĕнеке пичетленнĕ, ытларахăшĕ, паллах, тĕнпе çыхăннă. Акă, тĕслĕхрен, Н.И.Золотницкий "Солдалых кнеге" ятпа кăларнă пĕрремĕш календарьте çакăн пек çырнă: "Праздник хисеплезе борнаган син Тора сумаге кнеягезэне волаза, синна лаих туза, Торра посьсябса сяга кон ирдередь, телейла боладь". Куртăмăр ĕнтĕ, вулама çав тери йывăр пулнă ĕлĕкхи кĕнекесене. Авалхи чăвашсем çырулăха вĕренеймен. Вĕсен чĕлхи пуян пулнине сăмах вĕççĕн çỹрекен тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ: юмахсем, халапсем, ача-пăча сăмахлăхĕ, тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттернĕ чухне калакан сăмахлăх... Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем паянхи кунчченех сыхланса юлнă. "Пур çыннăн та авалхине пĕлмелле. Аваллăхсăр малашлăх çук", _ теççĕ халăхра. Çакна шута илсе эпир те халăхăн йăли-йĕркисене тĕпчесе сцена çинче выляса кăтартатпăр. "Çумăр чỹкĕ", "Улах ларни", "Салтак ăсатни", "Сĕрен", "Çăварни" уявĕсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пĕр картана тăрса вăййа тухни шкул ачисен асĕнче нумайлăха юлĕç. Çăварни уявне шкулĕпех хутшăнтăмăр. Унта ĕлĕкхи йăла-йĕркесене пурне те туса ирттертĕмĕр. Тăвайккинчен ярăннинчен пуçласа улăм кĕлеткине çунтарни, каçару ыйтни, икерчĕ çини, илемлетнĕ лавсемпе çăварни юрри юрласа катаччи чупни _ çаксем тăван халăх йăли-йĕркине малалла та тытса пыма хавхалантаракан самантсем пулчĕç. Кун çумне тата лашасене илемлетессипе хăш класс пултаруллăраххине палăртма конкурс йĕркелерĕмĕр. Паянхи кун чăваш чĕлхи пирĕншĕн пысăк хисепре. Тăван чĕлхе _ тăван халăхăн нихăçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран эпир мĕн ачаран тумламăн-тумламăн пĕлỹ илсе ỹсетпĕр. Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-хакăл, кăмăл никĕсĕ аталанма пуçланă. Эпир чăваш чĕлхи урокĕсене питĕ юратса вĕренетпĕр. Пирĕн шкулта çак предмет пысăк вырăн йышăнать. Класс тулашĕнчи мероприятисенче те, çулсерен иртекен чăваш чĕлхи кунĕсенче те эпир аслă вĕрентекенĕмĕре _ Иван Яковлевич Яковлева халалланă каçсем, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă паллă çынсем çинчен литература вăййисем, вулакансен конференцийĕсем ирттеретпĕр. Вĕренекенсем хăйсен сăвви-юррисемпе савăнтараççĕ. Çак кун эпир, вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те, чăваш тумĕсем тăхăнатпăр. "Чăваш чĕлхи кунне" пирĕн ача садне çỹрекенсем те хутшăнаççĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă Сенттисемпе Илемписем чăвашла ташласа-юрласа, вăйă выляса кăтартаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, "Чăваш чĕлхи кунĕ" пирĕншĕн чăвашлăха аталантарма, упрама, хисеплеме, юратма тата хамăр пултарулăха кăтартма май паракан пысăк уяв. Çакăнтан эпир тăван чĕлхене юратма вĕренетпĕр, ăна тата лайăхрах ăнланма пуçлатпăр. Хамăр район тулашне тухсан çамрăксем чăвашла калаçма юратманнине асăрхама пулать. Хальлĕхе пирĕн Елчĕк районĕ республикăри ытти районсенчен чăвашлăх çирĕп тытăнса тăнипе уйрăлса тăрать. Кунта пур çĕрте те чăваш чĕлхи уççăн янăрать: шкулта, пасарта, ĕç тăвакан учрежденисемпе организацисенче, район администраци çуртĕнче те. Пирĕн пата тĕп хуларан килекен пуçлăхсем те пирĕнпе чăвашла пуплеççĕ. Чăвашла калаçма вăтанман пуçлăхсене эпир хисеплетпĕр. Атте-анне панă чĕлхерен мĕншĕн вăтанмалла-ха? Вăл пирĕн _ Турă пани. Атте-анне чĕлхине манăн мăнаçлă Атăл шывĕпе танлаштарас килет. Мĕн чухлĕ пуянлăх упрать вăл хăйĕнче! Аса илер-ха ваттисен сăмахĕсене. Вĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, кулленхи йăли-йĕрки сăнарланнă. Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем çамрăксене хуçалăха тĕрĕс те тирпейлĕ тытма, ĕçе юратма, ăна вăхăтра тума вĕрентеççĕ: "Ĕçчен çынна ял савать", "Этем ĕçпе илемлĕ", "Çурхи кун çулталăк тăрантарать"... Ватăсене, атте-аннене хисеплеме вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем те йышлă: "Ватта сума сăвакан _ хăй те сумлă пулакан", "Аçупа аннỹ-не ватлăхра ан пăрах". Тус-тантăшпа, кỹршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнма, кăмăл-сипете, чыса пуянлăхран маларах хума вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем те чылай. Чăваш юмах-халапĕсенче те ăса вĕрентсе калани нумай тĕл пулать. Чăваш юррисем шухăш тарăнлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Кашни юрри пĕр ахах, кашни юрри пĕр мерчен. Юрă чун йăпатмăшĕ, чуна хавхалантаракан асамлă вăй пулнă. Унта халăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ, вăййи-кулли, хуйхи-суйхи шăрçаланать. Ман шутпа, çак пуян та илемлĕ чĕлхене республикăра патшалăх чĕлхи иккĕ _ вырăс тата чăваш чĕлхисем тесе йышăннă пулин те, чăваш чĕлхи çине тимлĕх сахалрах уйăраççĕ-ха. Ку чи малтан телевиденипе паракан передачăсенчен курăнать. Манăн асанне çапла калать: "Унччен кашни эрнерех чăвашла спектакль паратчĕç, халь чăвашла спектакльсене лартмаççĕ-ши вара?" Вĕрентекен каласа панă тăрăх, унччен Шупашкарти аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсене те чăвашла экзамен тытма ирĕк панă. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнисем çав вăхăтра пурте чăваш чĕлхипе экзамен тытнă, пурте лайăх паллăсем илнĕ. Мĕншĕн халĕ çав йĕркене пăрахăçа кăларчĕç-ши? Мĕн кĕтет-ши малашне чăвашсене? Акă мĕнле ыйту шухăшлаттарать мана.


"Елчĕк Ен"
24 апреля 2010
00:00
Поделиться