Кивĕ Арланкасси... Тахçан-авал кỹршĕри Кушкăран куçса ларнă пирĕн ял. Ял çумĕнче çеремлĕ вырăн пурччĕ. Унтах пĕр пысăк лапсăркка йăмра ларатчĕ. Киремет йăмри тетчĕç ăна. Эпир çав йăмра патне çывхарма хăраттăмăр. Ун çине тем те пĕр çакатчĕç, укçа пăрахатчĕç. Çав укçана курсан та алла тытман. Вăрçă вăхăтĕнче кашкăрсем йышлăн ĕрчесе кайнăччĕ. Аслисем каланă тăрăх, вĕсем хĕвел анăçĕнчен _ вăрçăран хăраса тарса килнĕ имĕш. Кăнтăр кунĕнчех яла çывхарнине каласа паратчĕç. Ял варринче пысăках мар пĕве пурччĕ. Хур-кăвакал тепĕр чухне унтах çĕр каçатчĕ. Пĕррехинче çĕрле кашкăр-кашамансем яла пырса кĕнĕ те вуншар хур-кăвакала пăвса пăрахнă. Ял çыннишĕн пысăк çухату пулчĕ ку. Чăваш çынни кашкăр тытнă выльăх-чĕрлĕхе те, хур-кăвакала та нихăçан та пĕçерсе çимен. Çапла туни пысăк çылăх шутланать. Кашкăрсем тытнă хурсене çиекенсем те тупăнчĕç. "Беженцы" тетчĕç вĕсене. Вăрçа пула куçса килнисем. Çакăн евĕр темиçе çемье вырнаçнăччĕ пирĕн ялта. Эвакуаципе килнисемпе эпир вырăсла калаçкалама пуçларăмăр, лешсем те часах чăваш сăмахĕсене пăса-пăса перкелешме пуçларĕç. Ялта сĕм авалтан килти хуçалăхпа юп курса пурăннă. Кантăр та акнă, пуса та татнă, сỹс тунă, арланă, тĕртнĕ, пир туса çĕленĕ... Кантăртан наркотик тунине никам та пĕлмен те, курман та. Вăрçă хыççăн _ кỹршĕри вунă яла пĕрлештерсен, кантăр завочĕ туса лартса ĕçе янăччĕ. Кантăрĕ виçшер метр çỹллĕш ỹсет. Каярахпа çав завод çунса кайса тĕпленчĕ, кантăр акма та пăрахрĕç. Ялта магазин та, вулав çурчĕ те çукчĕ. Ун вырăнне каçсерен пĕчĕк кăна хурал пỹртне кĕрсе тулаттăмăр. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче сусăрланса килнисем каласа панине итлеттĕмĕр. Гитлера, фрицсене ылханаттăмăр. Вăрçăччен пирĕн çемье ялти тĕреклĕ кил-йышсенчен пĕри пулнă. Атте, патша саманинче Энтепе ялĕнче икĕ класлă шкул кăна пĕтернĕ пулин те, пысăк тавра курăмлă çын пулнă. Тап-таса, тирпейлĕ те илемлĕ çыратчĕ, хушма, кăларма, хутлама тата пайлама пĕлетчĕ. Хăй пĕчĕк чухне туяннă грифель доскине те упраса хăварнăччĕ. Ун çине çырма вĕрентетчĕ. Хăй вăхăтĕнче Тулăри патрон заводĕнче те ĕçлесе курнă, ялта колхоз йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă. Унтан хамăр районти Курнавăш ялĕнче тракториста вĕренсе тухнă. Машина-трактор станцинчи трактор бригадине ертсе пынă, вăрçă умĕн Мускавра ирттернĕ ял хуçалăх выставкине хутшăннă, ун ятне çав выставкăн Хисеп кĕнекине те çырса хунă. Трактор бригади тĕрлĕ колхозсенче ĕçленĕ май килте час-часах пулмастчĕ. Ăна вăрçă пуçлансан броня йĕркипе çара илмен. Атте вара броня тивĕçне хамăр ялти тепĕр ăста тракториста Игнатий Ерусланова пама ыйтать. Йăкăнат тете теттĕмĕр ăна. Калаçма ăстаччĕ, хурт-хăмăр та ĕрчететчĕ, хăйĕн пурнăçĕ çинчен, мĕн курни-илтни çинчен каласа паратчĕ. Çарта пулнă чухне "Мы из Кронштадта" кинофильма ỹкернĕ çĕрте матрос формине тăхăнса массăллă сценăсене те хутшăннă. Атте фронта кĕр ларас умĕн тухса кайрĕ. Чỹречерен пахчари улмуççине кăтартса çапла каларĕ: _ Çав йывăç çинчи улмасене пурте ỹксе пĕтиччен те пĕрне те ан татăр. Пĕри ỹкмесĕр хĕл каçсан та эпĕ те чĕрĕ юлăп. Çавăн пек асамлă сăмахсем мĕне пĕлтернине халĕ те ăнкарса çитейместĕп. Хĕлĕ çав тери сивĕ пулсан та, темиçе пан улми йывăç çинчен татăлса анмарĕç. Вăрçă хирĕнчен те хурлăхлă хыпар килмерĕ. Атте фронта тухса кайни пирĕн çемьене йывăрлăха кĕртсе лартрĕ. МТСра ĕçлекенсем ĕçшĕн натурплата шучĕпе тыр-пул илнĕ. Вăрçă пуçланнă май ăна пама чарăнчĕç. Тыр-пулсăр тăрса юлтăмăр. Çемьере çиччĕн: асанне, анне, виçĕ аппа, эпĕ _ арçын ача тата йăмăк. Ĕне пурччĕ. Çимелли пур пĕрех хĕсĕкчĕ. Пур-çук тырра ал арманĕпе авăртса яшкана çăнăх юрса яратчĕç. Аслине _ Лиза аппана _ çара илсе кайрĕç, унтан вырăсла япăх пĕлнине пула каялла тавăрчĕç. Алефтина аппа Хусанти мединститутра вĕренетчĕ. Чи хастарри _ Клара аппаччĕ, тыр-пул çитĕнтерекен звенона ертсе пыратчĕ. Каярахпа вăл Хĕрлĕ Ялав орденне те илме тивĕçлĕ пулчĕ. Мускаври стройкăна ĕçлеме те илсе кайрĕç ăна. Яла таврăнсан татах çĕр ĕçне кỹлĕнчĕ, сутуçра та вăй хучĕ. Вăрçă вăхăтĕнче хавшанă сывлăхне пулах вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Лампа çутма кирлĕ чухлĕ керосин та пулман. Анюта аппа (чăн хушамачĕ Воронцова) пулштух кĕленчипех илсе килсе паркалатчĕ хăш чухне. "Арçынла хĕрарăм" тетчĕç ăна. Тумланма та арçынла комбинезонпа çỹретчĕ вăл. Трактористкăччĕ. Керосина перекетлес тесе "чĕп куçне" те вăрах çунтармастчĕç. Хĕллехи каçсем вăрăм. Çывăрас килмест. Çĕмрĕк куçкĕскине майлаштарса уйăх çутипе вулама хăтланса пăхаттăмччĕ. Кĕнекесем килте нумаях марччĕ. Атте хăй вăхăтĕнче Шупашкартан илсе килнĕ Данилов-Чалтун калавĕсене чылай хут та вуласа тухнă. Чи малтан вырăсла вуланă кĕнекене те манман. "Иван Никулин _ русский матрос" ятлăччĕ вăл. Партизансем çинчен. Ача-пăча тени иртĕхмесĕр те тăмасть. Хамăн пирки те çавнах калатăп. Мĕнле те пулин айăпа кĕрсен, мана вĕлтĕренпе вĕтетни те, "çупка" пани те пулнă. Ун пек чухне суккăр асанне ман хута кĕретчĕ. Эпĕ вара унăн куçĕсенчи хăрпăкĕсене пĕчĕк хĕскĕчпе тасататтăм. Халĕ те асра, пирĕн лупас айĕнче кăвакарчăнсем пурăнатчĕç. Пĕринче вĕсен чĕппи çĕре ỹкнĕ, йытă ун патне пынă та шăршласа тăрать. Кăвакарчăн чĕппине алла илтĕм те алкумĕнче пытарса усрама тытăнтăм. Паварти лаçран вăрттăн тырă илетĕп, ăна çитеретĕп. "Гуль-гуль" тесе ят панăччĕ ăна. Пĕсехи тулсах ларатчĕ. Мана паллатчĕ, хул пуççи çине пырса ларатчĕ. Каярах "тытрĕç" мана. Тыр-пула тăкакланăшăн аванах лекрĕ. Çитĕнсе çитсен кăвакарчăн вĕçме вĕренчĕ. Ун чухне эпĕ пиллĕкмĕш класа икĕ çухрăмра вырнаçнă Энтепене çỹреттĕмччĕ. Кăвакарчăн та манпа пĕрле вĕçсе пыратчĕ, каялла манпа пĕрлех таврăнатчĕ. Эпĕ ăна хама шкула парса янă çăкăра тĕпретсе çитереттĕмччĕ. Вăрçăри атте пирки тăтăшах шутлаттăмăрччĕ. Чи малтан вăрçăран таврăнни Леонид Алексеевич Иголкин пулчĕ. Вăр-вар, тепĕр чухне питĕ хăвăрт хĕрсе каяканскер. Пичĕ-куçĕ аманса сусăрланнăччĕ. Çынсем каланă тăрăх, унăн янаххине фашист пули лекнĕ те веçех аркатнă. Янахне вара аяк пĕрчинчен касса илнĕ шăмăран туса хунă. Пире вăл çар ĕçне вĕрентетчĕ. Кашниех аллине йывăçран тунă автомат тытнă. Стройпа çỹреттĕмĕр, юр кĕрчĕсене "атакăлаттăмăр", хырăмпа шăваттăмăр. Купарчана çĕклесе шума тытăнсан, пырса урипе пусса çĕр çумнех çыпăçтарса лартатчĕ. Хирĕçлеме, тавлашма юраман. Унсăрăн "нимĕç", "фриц" пулса тăратăн. Никамăн та "тăшман" пулса атакăна кĕрес килмест. Çакăн пек вăрçă вăййисем пире Тăван çĕршыва юратма, тылра та май килнĕ таран тăшманпа кĕрешме хистетчĕç. Аттен виç кĕтеслĕ çырăвĕ килсен ăна ушкăнпа ларса вулаттăмăр. Куçĕ курман асанне мана Ляванчи çырăвне (аттене çапла чĕнетчĕç) çине-çинех, тепĕр хут вуласа пама ыйтатчĕ. Унтан атте çырăвĕсене ятарлă вырăна пуçтарса хураттăмăр. Юлашки çырăвĕ Чернигов хулинчен килнине астăватăп. Унтан пĕр тапхăр виç кĕтеслĕ çырусем килме чарăнчĕç. Çемьере пурте салху çỹрерĕç, шăппăн калаçрĕç. Ак тата: телефонпа панă телеграмма! Атте ăна Канаш вокзалĕнчен янă: лашапа пырса илмелле. Аттене унпа пĕр тăван Михаля тетен ывăлĕ Сергей кайса илчĕ. Сăн-пичĕ шуранка, уринчен хытă аманнă атте, аран-аран уткаласа пырса кĕчĕ. Пуриншĕн те пысăк савăнăç пулчĕ çакă. Савăнăçпа пĕрлех _ çĕнĕ йăла-йĕрке. Атте чи малтан машина тытса ман пуç çинче пĕр çỹç пĕрчи хăвармарĕ. Эпĕ купăс каласа салтака ăсатма çỹрени çинчен пĕлсен купăса маччана улăхса çакса хучĕ: _ Урăх пырса тытнă ан пултăр! Купăс каланипе хырăмна тăрантаймастăн! Çапла вара купăспа ĕмĕрлĕхех уйрăлма тиврĕ. Уншăн кулянмастăп та. Атте вăрçăран чĕрĕ таврăннăран çав тери савăнаттăм. Хама та паттăр пек туяттăм. Аттен уринчи суранĕнчен юхма тытăнатчĕ, çавăн пек чухне шăлаварне тавăрса хĕвел çине тухса ларатчĕ. Синкерлĕ вăрçăран йывăр аманса таврăннă пулсан та, тỹрех ĕçе кỹлĕнчĕ, ăна колхоз ертỹçи пулма суйласа лартрĕç. |